Комментари хушас

9 Юпа, 2017

Вĕрентекен çулне чунпа суйланă

Тунти кун. Кăнтăрла иртни виçĕ сехет. Шупашкарти 5-мĕш гимназире ача-пăча сасси тамалман-ха. Вĕренÿ пÿлĕмĕсенче хушма занятисем хĕрсех пыраççĕ. Общество пĕлĕвĕпе истори вĕрентекенĕ Алина Лазарева юлашки урока вĕçленĕ пулин те килне васкамасть. Гимназие нумаях пулмасть куçнă аслă класри вĕренекенпе куçа- куçăн калаçасшăн, усăллă сĕнÿ-канаш парасшăн вăл. Хальлĕхе çĕнĕ вырăнта хăйне хăюсăр тытакан каччăпа çывăх тусĕ пек ăшшăн пуплесе малашнехи ĕç-хĕле палăртсан тин хăйĕн кун йĕркине туллин пурнăçланă пек туйрĕ пулас вĕрентекен.

Çапла куллен вăхăт каç енне сулăнсан тин ĕç вырăнĕнчен хăпса тухать Алина Леонарьевна. 38 çул тăсăлать пурнăçăн çакнашкал йĕрки. Анчах ывăннине, йăлăхнине туймасть педагог.

Республикăра ырă ята тивĕçнĕ вĕрентекене хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Ачалăхра çуралнă туртăм

— Алина Леонарьевна, кăçалхи вĕренÿ çулĕ сирĕншĕн палăрăмлă пулăмпа пуçланчĕ: республикăри вĕрентекенсен çурла уйăхĕнчи конференцийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ педагогсене укçан хавхалантарнине çирĕплетекен Сертификата сире те пачĕç.

— 2017 çулта Шкул ачисен олимпиадин пĕтĕм Раççейри тапхăрĕнче манăн вĕренекенĕм Никита Гущин — халĕ вăл 11-мĕш класра — çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ăна ăмăртăва эпĕ хатĕрленĕ май республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн сумлă премие тивĕçрĕм. Раççей шайĕнче олимпиада призерĕсемпе çĕнтерÿçисене хатĕрлекенсене республика ертÿлĕхĕ çакнашкал майпа хавхалантарма йышăнни вĕрентекен чысне ÿстерет паллах. Пирĕн ĕçе пысăка хурса хакланиех ку.

— Пурте пĕлетпĕр: никам та генерал пулса çуралмасть. Эсир учитель ĕçĕнче хăвăрăн çул-йĕре тупни мĕнпе сăлтавланнă-ши?

— Эпĕ вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ: атте Леонарий Тихонович — историкчĕ, анне Антонина Витальевна вырăс чĕлхипе литератури вĕрентетчĕ. Иккĕшĕ те хăйсен ĕçне парăннă, çут çанталăк панă тарăн ăспа палăракан педагогсемччĕ. Сăмахран, анне «Евгений Онегина» пăхмасăр калани халĕ те асрах. 49 çул такăрлатнă вăл вĕрентекен сукмакне. Атте — 14 ачаллă кил-йышран. Çитĕнсен учитель çулне суйланисем — улттăн. Аттепе анне енчи тăванăмăрсене шута илсен педагог династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ — 460 çула яхăн.

Ачалăхăм Йĕпреç районĕнчи Энтриелте иртрĕ. Аслă классене район центрĕнчи шкула çÿрерĕмĕр. Унта пирĕн класа Раиса Тарасова, истори учителĕ, ертсе пычĕ. Вăт шăпах вăл пурнăç кумирĕ пулса тăнă-тăр. Унăн ырă хăш-пĕр енĕ халĕ манра та пур тесе шухăшлатăп.

— Шкул саккипе сыв пуллашма вăхăт çитсен вара?..

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕме тĕв тунăччĕ – ĕмĕтĕме тÿрех пурнăçлаймарăм. Историпе филологи факультетне лекме çăмăл марччĕ: пĕр вырăншăн çиччĕн тупăшнă. Эпир, ял ачисем, кăшт хăюсăртарах пулнă-тăр. Çапах та аслă шкула пĕр кĕнĕ хыççăн вĕренÿ енĕпе кăткăслăх пулман. Преподавательсенчен пĕри çапла каланăччĕ пĕринче: «Ыттисем кам ăçта каяссине калай-мастăп, анчах эсĕ шкултах ĕçлесси пирки иккĕленÿ çук». Чăн та, эпĕ çак ÿсĕме çитсе те урăх професси çинчен нихăçан та шухăшламан.

Узбексемпе юнашар — пĕр çемьери пек

— Ĕç кĕнекинчи чи малтанхи йĕрке ăçта çырăннă?

— Хĕвеллĕ Ташкентра. Унта лекесси вара çемье пурнăçĕпе çыхăннă. Пĕр шкултах вĕреннĕ эпир мăшăрпа, Юрий Ивановичпа. Эпĕ тăваттăмĕш курсран вĕренсе тухсан пĕрлешрĕмĕр. Юрий, салтак аттине хывнăскер /хĕсметре Афганистанра тăнă, вилĕмрен аран çăлăнса юлнă/ Ташкентри аслă шкула вĕренме кĕнĕччĕ. Узбекистанра самана улшăниччен, çĕршывăн тĕп хулинче путч пуличченех пурăнтăмăр. Ачасем — Димăпа Саша — Ташкентрах çуралчĕç. Вырăс чĕлхиллĕ шкулта 8 çул истори вĕрентрĕм.

Ют çĕрте пурăнма çăмăлах мар-тăр...

— Узбексем çав тери ырă кăмăллă çынсем. Политикăра тăнăçлăх çухалма тытăнсан урамра кашни утăмра автоматлă наряд курăнма пуçларĕ. Вĕсен хÿтĕлевĕсĕр пепкене ача садне илсе çитерме те хĕнччĕ. Пĕр çуртра пурăнакансемпе хутшăну яланах аван пулнă. Хăйсен наци, тĕн уявĕсенче пире хăналамасăр хăвармастчĕç. Чăваш Ене куçса килнĕ хыççăн унта тепĕр хут ултă çултан кайрăмăр та — чаплă хăнасене кĕтсе илнĕ пекех йышăнчĕç. Пĕр картишрисем пурте пухăнчĕç!

— Тĕрлĕ çĕрте пулса курни историкшĕн пушшех пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ.

— Чăнах та, историе çапла майпа вĕренме çăмăлрах. Тĕнче тăрăх нумай çул çÿренипе мухтанаймастăп, анчах 4-5 çĕршывра пулса курнă. Раççее ытларах курас ĕмĕт чунра яланах тĕлкĕшет. Хальхи çамрăк ăру общество пĕлĕвне историрен ытларах килĕштерни сисĕнет. Патшалăх экзаменне тытакансем çак предмета чылаййăн суйлаççĕ. Унта — экономика та, право та, культура та... — йăлтах пур. Ачасене шăпах тĕрлĕ енлĕх илĕртет пулас. Истори вĕсемшĕн кичемрех предмет пек туйăнать-тĕр.

Ĕçри çĕнĕ тапхăр

5-мĕш гимнази республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнчи чи лайăх шкулсен йышĕнче. Кунти педагогсен йышне лекме çăмăлах мар пулĕ?

— Тăван тăрăха куçса килсенех Шупашкарти 1-мĕш лицейра директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшрăм. Каярах пĕр хушă 10-мĕш шкулта ертÿçĕн ăслăлăх-методика енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хутăм. Ертÿлĕх тивĕçĕнчен хăпса предметпа кăна ĕçлес ĕмĕт яланах тĕлкĕшнĕ манра. Пĕррехинче семинарта, ун чухне çак гимназие уçма пуçланăччĕ ĕнтĕ, пулас директор Инна Исаева патне пытăм та шкулта ĕçлеме кăмăл пуррине каларăм. Вăл вара хăй мана тахçанах «куç хывнине» пытармарĕ. Гимнази уçăличченех пире, педагогсен пĕр ушкăнне, Мускаври тьюторсен шкулне вĕренме ячĕç. Çапла манăн ĕç каçалăкĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ.

Малтанхи çулсенче çĕр çывăрмасăр çĕнĕ методикăна ăса хывас тесе тăрăшрăм. Мĕн тери килĕшетчĕ мана çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртме! Хальччен пĕлмен çĕнĕлĕхсене ăнăçлăн ĕçлеттерсе ярсан кăмăл тулатчĕ. Вĕсемпе ытларах та ытларах вĕрентекене паллаштарас килетчĕ. Мĕн чухлĕ уçă урок паман-ши! Сăмах май, çав тери юрататăп çакнашкал ĕç-пуçа. Çирĕплетсех калатăп: çак тапхăрта, вун пĕр çулта, пирĕн коллектив пĕр команда пулса тăчĕ.

— Ачасем вара?.. Улшăнчĕç-и вĕсем эсир ĕçленĕ хушăра?

— Паллах. Самана улшăннă май вĕсем те малтанхи вĕренекенсем пек мар ĕнтĕ. Шел, çакна хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ăнланмасть. Хăйсем пек вĕренни паян та вырăнлă тесе шухăшлакансем пур.

Ачасемпе пĕр чĕлхе тупасси маншăн нихăçан та кăткăслăх кăларса тăратман. Аслисемпе вара тĕрлĕрен пулкалать. Малтанхи çулсенче, гимнази уçăлсанах, пÿлĕме ура тапса тенĕ пек кĕрекенсем те пурччĕ. Тĕрлĕ тытăмра пуçлăх тилхепине тытса пыракансемехчĕ хăйсем. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.