Archive - 30 Apr, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

Çĕр пире тăрантарать кăна мар, вăй хурса ĕçлесен тупăш та кÿрет. Çакна Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртсем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Кунта килеренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ вĕсем. «Çавсем вăрлăх сухан та лартайман» тесе ят тивесрен шикленсе кашни çемье ăна çитĕнтерме тăрăшать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ пĕр çын пек пулса нимĕç вăрă-хурахне хирĕç паттăррăн çапăçнă. Кашниех телейлĕ малашлăха ĕненнĕ. 1943 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Уйкас ялĕнчи Петр Андреева çара илнĕ. Çур çултанах тăванĕсене чăваш салтакĕ Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче ĕмĕрлĕхех куç хупни çинчен пĕлтернĕ.

...Феоктиста Ивановнăна çăмăл пулман юратнă мăшăрне çемьерен уйăрса вăрçа ăсатма. Хуçалăхри мĕн пур йывăрлăх чăваш хĕрарăмĕн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Нушине те сахал мар курнă вăл.

Кĕçех улăх-çаран ешĕл курăкпа витĕнĕ, ял çынни хĕл каçипех картара усранă выльăх-чĕрлĕхне тинех кĕтĕве кăларĕ. Ура айĕнчи апатпа ĕне сĕт те ытларах хушĕ. Вăл вара - хресченĕн тупăш çăл куçĕсенчен пĕри. Халĕ кашни яла тенĕ пекех усламçăсем сĕт пуçтарма килеççĕ, укçине те тÿрех тÿлеççĕ.

Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Лера Александрина сĕтел çине темĕн чухлĕ чечек-йывăç кăларса лартрĕ. Чĕррисем мар, паллах, вĕтĕ шăрçаран çыхнăскерсем. Укçа йывăççи, сакура, кĕл чечек, лили, кĕрхи йывăç...

Юмахри пек тĕлĕнмелле кĕтесре вырнаçнă Малиновка ялĕ. Ăна йĕри-тавраллах вăрман хупласа илнĕ. Ĕлĕк-авалтанах çырла-кăмпа йышлă пулнă ку тăрăхра. Пăлапа Кĕтне шывĕсем юхса иртекен ем-ешĕл улăха Тарасовсем те питĕ килĕштернĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсем кунта куçса килсе тĕпленнĕ.

Килте ĕçсĕр ларса йăлăхтарчĕ, çемçе диван çинче те выртса ывăнтăм. Хĕл каçипех ниçта та пилĕке авмарăм, канмаллипех кантăм темелле. Капла пурăнса йăлăхнипе пуçа кăтăрт-кăтăрт хыçса илтĕм те пикенсех ĕç шырама пуçларăм. Ара, килте ларсан енчĕке пĕр пус та кĕмест.