Комментари хушас

30 Ака, 2014

Сухан сутса...

Çĕр пире тăрантарать кăна мар, вăй хурса ĕçлесен тупăш та кÿрет. Çакна Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртсем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Кунта килеренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ вĕсем. «Çавсем вăрлăх сухан та лартайман» тесе ят тивесрен шикленсе кашни çемье ăна çитĕнтерме тăрăшать.

Çĕнĕ Ахпÿрт тăрăхĕнче икĕ эрне каялла пулнăччĕ. Пахча ĕçне чылайăшĕ вĕçленĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. «Вăрлăх сухан сутса пирĕн çынсем машина, хваттер туянаççĕ», - палăртрĕ ял тăрăх администраци пуçлăхĕ Валентин Тукмаков.

Тупăш кÿрекен вăрлăх

Çак ялти Мышинсемпе Кошкинсем те чылай çул сухан ÿстереççĕ. Тăрăшуллă çемьепе шăпах ĕç вăхăтĕнче паллашма тÿр килчĕ. Галина Владимировна хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе картишĕнче вăрлăх сухана сутлăха хатĕрлетчĕç. Кĕçех туянакан килсе çитмелле-мĕн, çавна май вăрлăха алласа миххе тултараççĕ. Вăрлăха вăтамран 50 тенкĕпе параççĕ. /Пасарта вара унăн хакĕ 90 тенке те çитет!/

Кăçал çуркунне çемье 1,5 гектар çинче сухан акса хăварнă, кишĕр 0,5 гектар йышăнать. Çĕре сухалама, акма çынна укçалла тара тытнă. Ялта халĕ техникăллă çын нумай та, ку енĕпе чăрмав çук. Ÿлĕмрен Кошкинсемпе Мышинсем хăйсен тракторĕпе усă курĕç: тин кăна вĕсем вĕр-çĕнĕ МТЗ-80 туяннă. Ăна хута яма та ĕлкĕреймен-ха. Пытармарĕç - сухан сутнă укçапах илнĕ ăна. Пĕлтĕр вара тупăш Шевроле автомашина туянма май панă. 28-ти çамрăк хĕрарăм «хура урхамахĕпе» мана та ярăнтарчĕ. Унпа вăл кулленех ачисене Патăрьеле шкула, ача садне леçет-мĕн. Ĕçĕ вара унăн килпе юнашарах: Людмила - ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ.

Галина Владимировна акса хăварнă сухана им-çамласси пирки калаçма тытăнчĕ, çум курăкпа кĕрешесси пирки те халех шухăшлать хĕрарăм. Ĕлкĕреймесен çынна пулăшма чĕнеççĕ-мĕн, пĕлтĕр пĕр куншăн 500 тенкĕ тÿленĕ. 1,5 гектар сухан - çумлама тăрсан çав тери нумай-çке ку! Ахăртнех, касă вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть... Çын аллинчи кукăль сăмси пысăккăн курăнать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем.

 

Паттăр та пуян

Утă уйăхĕнче вăрлăха кăларма тытăнаççĕ. Ăна типĕтмелле, пухса кĕртмелле. Хĕл каçарма ятарлă условисем кирлĕ: унсăрăн çĕрсе пĕтĕ те çу каçипе пилĕк авни харама кайĕ. Мышинсем кил картинче управ вырăнĕ хатĕрленĕ. Унта температура йĕркине, сывлăш нÿрĕклĕхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Уйрăмах хĕлле çивĕч сăнамалла-мĕн: сивĕрех чухне ăшăтмалли хатĕр чĕртеççĕ, пăчăрах чухне уçăлтараççĕ.

Ăш пиллĕ кил хуçи хăйĕн çемйи пирки те каласа кăтартрĕ. Мăшăрĕпе пĕрле тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Чиперккесене аслă пĕлÿ панă, ура çине тăма пулăшнă. Вĕсем пурте сумлă вырăнта ĕçлеççĕ. Ашшĕ, ытти арçынсем пекех, пĕр вăхăт Мускава çÿренĕ. Халĕ, алли çыпăçнине кура, кунтах саккас тупăнать-мĕн, эпĕ килнĕ кунхине те вăл ĕçе кайнăччĕ.

Патăрьелсем паттăр та пуян халăх тесе чылайăшĕ ăмсанать-тăр. Тăнăçлăхпа чыс-хисепе вĕсем ĕçченлĕхне тата тăрăшулăхне кура çĕнсе илнине Мышинсемпе Кошкинсен тĕслĕхĕ те çирĕплетет.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.