Комментари хушас

30 Ака, 2014

Чăн-чăн киленÿ

Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Лера Александрина сĕтел çине темĕн чухлĕ чечек-йывăç кăларса лартрĕ. Чĕррисем мар, паллах, вĕтĕ шăрçаран çыхнăскерсем. Укçа йывăççи, сакура, кĕл чечек, лили, кĕрхи йывăç...

Лера вĕтĕ шăрçаран санаторире каннă чухне çыхма вĕреннĕ. 2-мĕш класра кăна пулнă ун чухне. Браслетсене хĕр ача тантăшĕсене парнеленĕ. Шупашкарти реабилитаци центрĕнче пурăннă чухне те хăй ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Хитре çыхнисĕр пуçне ÿкерме те ăста Лера. Ÿссен художник пуласшăн вăл. Çитес çул хĕр ачана Комсомольски ÿнер шкулне вĕренме ярасшăн.

Лерăна тата унăн шăллĕне Володьăна Евграфовсем усрава илнĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вĕсем Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче пурăнаççĕ. Хуларан ниçта тухса курманскерсем ялта йăлтах, мĕн пур çурт йывăçран тесе шухăшланă малтан. Кирпĕч çуртсемпе хуралтăсене курсан тĕлĕнсе кайнă. «Яла килсен хăйсене Маугли пекех тытатчĕç. Хамăрăнне те, кÿршĕсен выльăх-чĕрлĕхне те канăç çукчĕ вĕсенчен. Чăх-чĕппе тустаратчĕç, хăваласа чупатчĕç. Халь лăпланчĕç», - тет Надежда Виссарионовна.

Кил хуçи Валерий Евграфов Мускава ĕçлеме çÿрет. Пĕррехинче тăван тăрăха таврăнма тухсан вĕтĕ шăрçаран çыхнă йывăçсем сутнине курнă. Тепри пулсан асăрхамасăрах иртсе каять-ха. Таврăнсан мăшăрне тата Лерăна каласа кăтартнă хайхи. Çав кунранпа мĕн тĕрлĕ кăна йывăç çыхман-ши? Ăсталăхĕсене туптама Интернет пулăшать. Çыхнă тĕрлĕ чечек, пĕчĕк минтерсемпе шăна кăмписем кил-çурта пушшех ăшăлăх кĕртеççĕ. Амăшĕпе хĕрĕшĕн ку ĕç - чăн-чăн киленÿ.

«Ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет çав. Хам та нимĕн тума пĕлмесен, ĕçе юратмасан ача та кÿршĕ пек мар, хамашкалах пулать. Ăна вăрçма та кирлĕ мар», - тет Надежда Виссарионовна. Вăл хĕр пĕрчи ал ĕçне ăста пулнине пĕрремĕш кунранах асăрханă та ăна пулăшма тĕв тытнă. Тĕрĕссипе, вĕтĕ шăрçаран çыхма чи малтан пĕчĕк Лера вĕрентнĕ-ха. Кайран иккĕшĕ пысăкрах ĕçсем çине куçнă. Сăмах май, Надьăн амăшĕ Роза аппа та ылтăн алăллă. Çыхма-çĕлеме, тĕрлеме ăста вăл.

Хула хĕрĕ тееймĕн Лерăна. Пушă вăхăтра тутлă чустаран çемье валли чак-чак, печени пĕçерет. Амăшĕ хушасса кĕтсе тăмасть, урай çăвать, пÿрт-çурт тирпейлет. Ĕне сума та пĕлет. Пĕчĕк Янăшăн та лайăх юлташ.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.