Archive - 23 Ака, 2020 - Хыпар

23 Ака, 2020

Тетте № 4 (308), 2020 çул

23 Ака, 2020

Чĕр чуна хÿтĕлесшĕн

Паян кушак çурине кÿрентерекен çын ыран ача çине алă çĕклеме пултарать. Сывă обществăра чĕр чунран мăшкăлламаççĕ, вăл суранлансан е ватăлсан урама кăларса ывăтмаççĕ. Тăватă ураллă туссене хисеплеме мĕн ачаран вĕрентмелле.

23 Ака, 2020

Статьяна вуласан ывăлĕсене ыталаса макăрнă

Патăрьел районĕнче Пăлаçи Атăкра пурăнакан Ильметовсен çемйишĕн «Çамрăксен хаçачĕ» — вĕрентекен те, шанчăклă тус та. Мăшăр çемье çавăрсанах ăна çырăнса илме тытăннă. Владимир Михайловичпа Василиса Геннадьевнăн ачисем халĕ ÿссе çитнĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ.