Комментари хушас

23 Ака, 2020

Статьяна вуласан ывăлĕсене ыталаса макăрнă

Патăрьел районĕнче Пăлаçи Атăкра пурăнакан Ильметовсен çемйишĕн «Çамрăксен хаçачĕ» — вĕрентекен те, шанчăклă тус та. Мăшăр çемье çавăрсанах ăна çырăнса илме тытăннă. Владимир Михайловичпа Василиса Геннадьевнăн ачисем халĕ ÿссе çитнĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. «Çамрăксен хаçатне» алла тытмасан темĕн çитмест пек туйăнать вĕсене.

Сумкăра хаçат юлмасть

Кил хуçи арăмĕ пурнăç тăршшĕпех фермăра дояркăра тăрăшнă. 4 çул каялла вăл ĕç вырăнне улăштарнă. Аслă Арапуçри почта уйрăмĕнче почтальон кирлĕ пулнă. Кÿршĕ ялта пурăнакансем Василиса Геннадьевна патне киле пынă, çак ĕçе хăйĕн çине илме ыйтнă. Хĕрарăм иккĕленнĕ, тĕплĕн шухăшласан тин килĕшнĕ. Халĕ вăл Пăлаçи Атăкпа Каншел ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал валеçет. Почтальон сумкинче «Çамрăксен хаçачĕ» — 37 экземпляр. Унсăр пуçне сутмаллисем — 18. «Ку та çителĕксĕр. Тепĕр чухне хам çырăннине тишкерсе тухатăп та çынсене вулама кайса паратăп. Çавăнпа юратнă кăларăмăн кашни номерне пухса пыраймастăп», — терĕ правурскер.
Василиса Геннадьевна пысăк çемьере ÿснĕ. Ашшĕ Геннадий Никонорович 5 хĕрпе 1 ывăла воспитани панă. Çĕр ĕçĕпе аппаланса çемьене тăрантарнă арçын кĕнеке вулама та вăхăт тупнă. Ашшĕ ачисене час-часах ял библиотекине чуптарнă. «Повеç мар, роман илсе килĕр», — тенĕ вĕсене. Геннадий Никонорович чăваш хаçатжурналне çырăнса илнĕ, вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе шĕкĕлченĕ. Василисăна романти тĕп сăнар ятне хунă. 1971 çулта «Тăван Атăлта» пичетленнĕ хайлавра Вĕçелис аппа сăнарĕ пулнă. Ырă кăмăллăскер çын нушине чĕре çывăхне илнĕ, пурне те пулăшма тăрăшнă. Арăмĕ хĕрача çуратсан Геннадий Никонорович ăна мĕнле ят парассинче иккĕленмен. «Каçхине ал ĕçĕпе аппаланаттăмăр, стенаран çакмалли кавирсем тĕрлеттĕмĕр. Атте сасăпа кĕнеке вулатчĕ. Халĕ те тĕрлеме кăмăллатăп», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Ильметовсем ялти культура çуртĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Мăшăр «Çăлкуç» халăх ансамбльне çÿрет. Владимир Михайлович — ăста купăсçă. Çемье çавăрнăранпа 20 çул çитсен Василиса Геннадьевна упăшкине музыка инструменчĕ парнеленĕ. Халĕ килте купăс сасси татăлмасть. Ильметовсен аслă ывăлĕ те ку енĕпе ăста. Шăллĕне çара ăсатнă кун каччă ятарласа салтак юрри вĕреннĕ, çамрăксене купăс каласа юрлаттарнă.
«Астăватăп-ха: «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илме тытăнсан кăларăма тишкерсе тухрăм та 2-ри тата 3-ри ывăлăмсене ыталаса макăртăм. Статьяра çарти «асаттелĕх» пирки çырса кăтартнăччĕ. Хĕсметре аслăраххисем кĕçĕннисене çăкăр çине атăпушмак кремĕ сĕрсе çитерни пирки вуларăм. Манăн ывăлсене те çакă кĕтет-ши тесе хурлантăм. Пичче Анатолий Монголире çарта пулчĕ. Пуш хирте чупнă чухне хăлха, сăмса шăтăкне хăйăр кĕрсе тулни пирки çыратчĕ, анчах «асаттелĕх» пирки шарламастчĕ. Салтак аттине хывсан хĕсметри пурнăç пирки пытармасăр каласа пама ыйтрăм. «Вася, пирĕн 4 «асатте» çеç пулнă», — терĕ, мана кулянтарасшăн пулманнине сисрĕм.

Урама тухса кĕтеççĕ

«Çамрăксен хаçатне» яшкĕрĕмпе хĕр-упраç та, кинемейсемпе мучисем те кăмăллаççĕ. Василиса Геннадьевнăна урама тухсах кĕтсе илеççĕ. Тÿрех: «Çамрăксен» пур-и?» — тесе ыйтаççĕ. ≤…≥

Николай Андреевăн хайлавĕсене кăмăллать

Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Марина Степанова (сăн ÿкерчĕкре) Тавăт вăтам шкулĕнче ĕçлет. Вăл — чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ. Учитель «Çамрăксен хаçатне» 15 çул çырăнса илет.
«Редакцире чăваш чĕлхине хисеплекен журналистсем тăрăшаççĕ. Эпир пĕр ĕçех тăватпăр: ачасемпе çамрăксене чăвашла илемлĕ калаçма, вулама хăнăхтаратпăр, тăван чĕлхене юратма вĕрентетпĕр», — калаçăва пуçларĕ Марина Михайловна. Шкулта 25 çул ĕçлет вăл. Ачасене куçран тинкерсех ăнланма хăнăхса çитнĕ. Вăл — класс ертÿçи, социаллă педагог. «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленнĕ статьясем ăна класс сехечĕсене ирттерме пулăшаççĕ. Ачасемпе пĕрле статьясенче хускатнă çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллаштарать. Марина Михайловна хаçат номерĕсене уйрăм çÿлĕк çине хурса пырать. Вĕсем 2-3 çултан та кирлĕ пулма пултараççĕ. Вĕрентекен хаçата алла тытсанах литература страницинчи хайлава тишкерет. Николай Андреевăн калавĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. «Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем — хальхи пурнăç çыннисем. Вĕсем улталаççĕ, укçашăн хапсăнса чыс пирки манаççĕ. «Камилла» хайлавах илер. Авланма хатĕрленнĕ каччă çемьеллĕ хĕрарăмпа явăçать, çавна пулах пуçне çиет. Николай Андреев кукăр çул çине тăракан çынсене сăнлать. Хăшĕ-пĕри йăнăшне ăнланать, ăна тÿрлетме тăрăшать. Ытларахăшĕ вара пĕрре килекен пурнăçа усăсăр ирттерет.
Унăн калавĕсем тарăн шухăша путараççĕ», — пĕлтерчĕ Марина Михайловна. Унсăр пуçне вĕрентекен ентешĕсем пирки çырнă статьясене кăсăкланса вулать. Хĕрĕсем Снежанăпа Ирина та «Çамрăксен хаçатне» шĕкĕлчесе ÿснĕ. Иккĕшĕ те чăваш чĕлхине юратаççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вĕсем тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе амăшне савăнтарнă. Снежана Шупашкар хулин тĕп больницинче медсестрара ĕçлет. Чирлисемпе чăвашла та, вырăсла та пуплет. Ирина И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ пухать, тусĕсемпе чăвашла калаçма кăмăллать.
«Юлашки çулсенче ялти ачасем вырăсланни кулянтарать. Çепĕç те илемлĕ тăван чĕлхене вĕрентессишĕн тăрăшатăп. Пирĕн чĕлхе пуян. Сăвăçсем ăна шăнкăршăнкăр шыв юххипе, кайăк юррипе танлаштараççĕ», — терĕ чĕлхе пуласлăхĕшĕн кулянакан Марина Михайловна. ≤…≥ Тулли верси...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.