Чĕр чуна хÿтĕлесшĕн
Паян кушак çурине кÿрентерекен çын ыран ача çине алă çĕклеме пултарать. Сывă обществăра чĕр чунран мăшкăлламаççĕ, вăл суранлансан е ватăлсан урама кăларса ывăтмаççĕ. Тăватă ураллă туссене хисеплеме мĕн ачаран вĕрентмелле. Ку ыйту — РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсенчен пĕри.
Унта обществăра чĕр чунсемшĕн яваплăх туйăмне вăратмаллине каланă. Вĕсен пурнăçне хаклама пуçласан тин çут çанталăка упрама, çынна хисеплеме пуçлăпăр. Килсĕр-çуртсăр йытă-кушака пулăшу кирлĕ, вĕсен те апат çиес, ăшă пÿртре пурăнас килет.
ШУХĂШ
Ольга МЫШКИНА, «Умка» ырă кăмăллăх фончĕн хастарĕ:
— Çак тÿрлетÿсене йышăнни килти выльăхпа тискер чĕр чуна хÿтĕлеме май парĕ. «Чĕр чунпа хутшăннă чухнехи яваплăх çинчен» федераци саккунне уяманнине асăрхатпăр. РР Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсене йышăнсан лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанатпăр. Шел те, Раççейре чĕр чуна хирĕç тунă преступленисен шучĕ чакмасть. Чăваш Енре те ку ыйту питĕ çивĕч. Килсĕр-çуртсăр йытă-кушака суранлатаççĕ, вĕлереççĕ. Волонтерсем йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтаççĕ-ха, анчах полицейскисем чĕр чунсемпе çыхăннă тискер пулăмсене тĕплĕн тишкернĕн туйăнмасть. Саккунра çирĕплетнине пурнăçламаллах.
Ольга КАЛИТОВА.