Archive - 11 Раштав, 2019 - Хыпар
Умра — çĕнĕ 2020 çул, е Тавах сире, пĕр шухăшлисем!
Хĕври пăр катăкĕ
— Ых, выçса вилетĕп! Атя-ха пĕрех хут çĕрулми ăшалар, — яшт! сиксе тăчĕ Поля кравать çинчен.
— Çур çĕр çитес умĕн-и?! — тĕлĕнмесĕрех ыйтрĕ Лена.
Çĕн çулăн пурнăç кĕнекийĕнче Пур çын валли те пултăр пархатар…
Тепĕр хут килет çулла, хĕлле,
Çуркунне те, кĕркунне те килĕ.
Çамрăклăх кăна текех килмест,
Çапларах иккен этем кун-çулĕ.
Ыранхи кун мĕн кĕтет пире?
Ырă ĕç тумашкăн ĕлкĕресчĕ.
Турă çырса панă ĕмĕре
Чыслăха сутмасăр ирттересчĕ.
Хăш-пĕри персессĕн те чулпа
Çăкăрпа çеç тавăрасчĕ хирĕç.
Тăрăшар пулма таса чунпа,
Çыншăн çын тĕрек пулмашкăн тивĕç.
«Конгресс йывăр кĕрешÿре йĕркеленчĕ, е «Алай-алай» тесе лараймарăм...»
ВИТАЛИЙ ПЕТРОВИЧ СТАНЬЯЛ /НИКИТИН/ — литературовед, публицист, поэт, общество деятелĕ, тавра пĕлÿçĕ.
Çуралнă: 1940 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче.
Ăçта: Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Сĕнтĕр ялĕнче.