Комментари хушас

11 Раштав, 2019

«Конгресс йывăр кĕрешÿре йĕркеленчĕ, е «Алай-алай» тесе лараймарăм...»

ВИТАЛИЙ ПЕТРОВИЧ СТАНЬЯЛ /НИКИТИН/ — литературовед, публицист, поэт, общество деятелĕ, тавра пĕлÿçĕ.
Çуралнă:
1940 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче.
Ăçта: Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Сĕнтĕр ялĕнче.
Ашшĕ-амăшĕ: Петр Васильевич Никитин /1903-1942/ - «XI лет Чувашии» колхозăн аслă конюхĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче – танксемпе çапăçакан ятарлă дивизионра тупă командирĕ, Калуга облаçĕнчи Озерно сăртĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă. Елизавета Лукияновна Никитина - пилĕк ача амăшĕ, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, вăрçă вăхăтĕнче – колхозри аслă конюх, кайран – чăх-чĕп фермин заведующийĕ.
Вĕреннĕ: И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /1962/, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринче /1972/.
Ĕçленĕ: «Çамрăк коммунист» /«Молодой коммунист»/ /1961-1964/, «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/, «Советская Чувашия» /1964-1969/ хаçатсенче, Нурăсри ача çуртĕнче, Комсомольски, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчи вăтам шкулсенче /1959-1993/, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă преподаватель, доцент, чăваш литературипе фольклор кафедрин ертÿçи /1969-1993/, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, пай ертÿçи /1994-2008/, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ /2006-2013/.
Паллăрах ĕçĕсем: 80 ытла ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра 6 монографипе вĕрентÿ кĕнекисем, пособисем.
Илемлĕ хайлав кĕнекисем: «Юрату йĕтесĕ», «Ытамлатăн, çĕр-шывăм, мана», «Тухса пыратăп, эс мана чараймăн», «Ăраскал тĕпренчĕкĕ», «Кăрăнкă кун-çул» т. ыт. те.
Тăван тавралăх историйĕпе çырнă 200 ытла кĕнеке редакциленĕ. К.В. Иванов, А. Андреев, В. Рсай, Г. Тал-Мăрса, Д. Петров-Юман, П. Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Г. Тимофеев пултарулăхĕсене тĕпченĕ, кĕçĕн жанрлă хайлавсене тишкернĕ.
Ят-сум: СССР Журналистсен союзĕн членĕ /1968/, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ /1984/, Чăваш краевечĕсен пĕрлĕхне /1991/, Чăваш наци конгресне /1992/, Чăваш халăх академине /1992/ йĕркелесе яраканĕ тата академин малтанхи ертÿçи, Чăваш Республикинчи аслă шкулсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Мир чувашской культуры» кĕнекешĕн Януш Корчак /Мускав, РФ АПН/ медальне тивĕçнĕ, И.Я. Яковлев /Ульяновск/, П.М. Миронов /Ĕпхÿ/, С.М. Янтуш /Шупашкар/ медалĕсене илнĕ, «Путакансене çăлнăшăн» медальпе наградăланă /1973/. Ĕç ветеранĕ.
– Эсир наука ĕçĕнче çеç мар, общество ĕçĕнче те палăрнă. Чăваш наци конгресне йĕркелесе яракансенчен пĕри. Паян çыхăну тытатăр-и, унăн малашлăхне мĕнле куратăр? Вăл хальччен тунă утăмсен сулмаклăхне епле хаклатăр? Хăвăра ЧНК президентне лартсан чи малтан мĕн тунă пулăттăр?
– Чăваш халăх культура центрĕ пайланса кайнипе тата И.Яковлев обществине тума чарнă пирки 1988 çулта Чăваш халăх хуралĕпе Ваттисен тĕп канашĕ çуралчĕç. Пуçа пайтах ватнă, тулай чăвашсем патне нумай хутчен çитсе канашланă хыççăн Чăваш наци конгресне тăвасси патне пырса тухрăмăр. Конгресс йывăр кĕрешÿре йĕркеленчĕ, çапах та халăха пĕрлештерсе чăмăртама пултарчĕ. Çакă унăн пĕрремĕш тĕллевĕччĕ.
Çĕнетнĕ ЧНК президиумĕн ларăвĕсене чĕнчĕç. Эпĕ унта «алай-алай» тесе лараймарăм, хамăн шухăшсене унчченхи пекех уççăн каларăм. Пĕр ларăвĕнче нуша çук çĕртенех Ваттисен тĕп канашне пĕтерес тесе ыйту лартрĕç. ЧНК çуралнă чухне кирлĕ пулнă аксакалсен канашне халĕ пăрса чикме тĕллев тытнă иккен. Ырра пулсан темехчĕ: анчах ватă çынсемпе çапăçни ку таранччен ниçта та никама та пархатар паман-ха.
ЧНК президентне лартас пулсан-и? Мăн Канаша пĕтерме пуçласан /эпĕ унăн председателĕччĕ/ мана Пушкăртстан, Самара, Тюмень делегацийĕсем президента лартасшăнччĕ – килĕшмерĕм. Килĕшнĕ пулсан мана тепĕр уйăхранах тытса хупатчĕç, хÿтĕлекен тупăнмĕччĕ.
Паян ăсчахсен ытларах чăваш сăмахлăхне е паянхи чăваш литературине тĕпчемелле?
– «Сăмахлăх» ятармăкпа эпĕ «словесность» пĕлтерĕшпе усă куратăп. Литературăпа фольклор кĕрет вăл шута. Чăваш халăх сăмахлăхĕ Атăл çинчи халăхсем хушшинче чи пуянни, çав вăхăтрах – çурри те тĕпчемен еткер.
Халăх сăмахлăхĕнчен те ватăраххи – тăван чĕлхемĕр. Унăн авалхи историне тĕпченĕ Н.Я. Марр, Г.Й. Рамстедт, Н.Н. Поппе академиксене марксистсем мар тесе тиркесе тăкнă хыççăн М.Р. Федотовпа Н.И. Егоров профессорсем кăна авалхине тĕпчерĕç пулмалла. Халĕ лару-тăру лайăхланчĕ. Хамăрăн арчари пурлăха тарăнрах ăнланма майсем пур тесе шутлатăп.
Виталий Петрович, эсир çак тĕнчене мĕншĕн килнĕ? Еплерех сирĕн чăн мисси? Кун пирки сирĕнпе Самар чăвашĕсем патне командировкăна кайсан калаçнăччĕ, анчах çав калаçу вĕçне тухманччĕ...
– Вăрçă вăхăчĕн чĕрĕ нуши пулса çурма тăлăххăн, выçă, çĕтĕк ÿсме тиврĕ пирĕн ăрăвăн. Вара мĕнле миссие хатĕрленĕ пулĕ пире лăш курман аннесем? «Выçă вĕлериччен аçун салтак хутаççине хурса ямаллаччĕ!» – тесе пĕрле хурланатчĕ анне.
Вăрçă хыççăнхи питĕ йывăр çулсенче пĕрремĕш-иккĕмĕш класра чухне манăн тантăшсен чунне И.Я. Яковлев вĕренекенĕ Александра Александрова учительница упраса хăварчĕ. Çавна ăнланма пуçласанах эпĕ учитель пулма шутларăм.
Чăваш чĕлхи пĕтет тенине паян час-час илтме пулать. ЮНЕСКО та чăваш чĕлхине пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртрĕ. Эсир çапах та мĕн шухăшлатăр?
– Чăваш чĕлхи пĕтмест. Хальхи çамрăк ăрăва Сорос программипе амантса хăварни, патшалăхăн Путинчченхи ертÿлĕхĕ Раççее пылчăка пăрахни çитес ăрусем те ухмах пулмаллине пĕлтермест. Чăвашла калаçакан сахалланни чĕлхе пĕлекенсен самани пулса иртет. Ун хыççăн вăйлă чĕлхесем мала тухĕç, миçе чĕлхе юлассине Турă та пĕлмест. Малалла вулас...

www.hypar.ru 

Людмила САЧКОВА калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.