Archive - 19 Çу, 2020

19 Çу, 2020

«Хыпарăн» пĕрремĕш номерех чикĕ урлă каçнă

Николай Никольский çуралнăранпа паян 142 çул çитрĕ. Çулленех çак кун тăван кĕтесĕнче — Муркаш районĕнчи Купăрляра, Сосновка шкулĕнче, Николай Никольскин Ваçкассинчи музейĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче тĕрлĕ тĕлпулу-конференци иртетчĕ. Кăçал ун пекех пулмарĕ, тĕнчере, çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те, коронавирус инфекцийĕ алхаснине кура ушкăнпа пухăнмалли мероприятисем йĕркелемĕç.

19 Çу, 2020

Ак вăхăтра - пĕрчĕ пулĕ шултра

ЧР Ял хуçалăх министерстви çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăри 177 хуçалăхра, агропромăн чылай организацийĕнче, çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернине пĕлтерчĕ. Вегетацие вăхăтра пуçланăшăн вĕсене мухтас килет. Çумăр е юр пĕлĕчĕсем пăрăнса иртнĕ пуль, çавăнпа акана вĕçленĕ. Ку хуçалăхсем тĕрлĕ районтан. Паллах, вĕсен техника хăвачĕ, çĕр лаптăкĕ, вăрлăх, удобрени тата бензин-дизтопливо саппасĕ, ытти ресурс пĕрешкел мар. Апла-и, капла-и — акса пĕтернĕ! Çак финиш пĕрремĕш вырăнта паян.