Комментари хушас

19 Çу, 2020

Вăрттăн-хĕрттĕн пĕрех сутаççĕ

Хальлĕхе Чăваш Енре коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакмасть. Çавăнпа транспортра, лавккасенче, ĕç вырăнĕнче, урамра, пĕр сăмахпа — пур çĕрте те, маскăпа çÿреме çирĕп ыйтаççĕ. Ĕнер Шупашкар хулин администрацийĕнче, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнче, йĕрке хуралĕнче тата массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ ятарлă ушкăн общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче, транспортра тĕрĕслев ирттерчĕ.

Тĕрĕслевçĕсем, çав шутра эпĕ те пултăм, «Мода çурчĕ» чарăнăва çитрĕмĕр. Чи малтан Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара 331-мĕш маршрутпа çÿрекен микроавтобуса тĕрĕслерĕмĕр. Пĕр çын анса юлчĕ — вăл маскăпаччĕ. Салонри пассажирсем те хÿтĕлев хатĕрне тăхăннăччĕ. Ун хыççăн 44, 26-мĕш автобуссем, 1-мĕш троллейбус чарăнчĕç. Салонра ларса пыракансем, анса юлакансем пурте маскăпа пулни халăх лару-тăрăва лайăх ăнланнине кăтартрĕ. Ак тата! Маска тăхăнман, телефонпа калаçса утакан чиперкке пирĕн пысăк ушкăна курсан «хоспочи» тесех тара пачĕ… «Ача-пăча тĕнчи» суту-илÿ çурчĕ умĕнчи чарăнура 1-мĕш троллейбуса кĕрсех сăнарăмăр: пассажирсем пурте — маскăпа.

Хальлĕхе Чăваш Енре пысăк суту-илÿ çурчĕсем ĕçлеме пуçламан. Карас телефонĕ сутакансем, парикмахерскисемпе маникюр тăвакансем кăна клиентсене йышăнаççĕ. «Мода çуртне» кĕмелли тĕп алăка питĕрнĕччĕ, анчах унта айккинчен, саппас алăкран, лекме пулать. Кĕрсе пăхрăмăр: хуралта ларакансăр пуçне никам та ĕçлемест, уйрăм суту-илÿ вырăнĕсене питĕрнĕ. «Ача-пăча тĕнчи» лавккана та кĕтĕмĕр. Пĕрремĕш хутра кĕсье телефонĕ сутакан пĕчĕк лавкка ĕçлетчĕ, ытти уйрăм хупăччĕ. Иккĕмĕш хутра тетте сĕнекен уйрăм лавккасем ачасемпе ашшĕамăшĕшĕн тунсăхлаççĕ. Çав вăхăтрах пĕр кĕтесри «Хĕрачасемпе арçын ачасем» уйрăм алăкне яри уçса хунă. Кунта ача çи-пуçне сутаççĕ. Тавар туянакансем те пур. Вĕсем пире курсан кĕç-вĕç çухалчĕç. Хальхи вăхăтра 500 тăваткал метртан пысăкрах сутуилÿ çурчĕсене ĕçлеме чарнине /«Ача-пăча тĕнчи» лавкка вара 1000 ытла тăваткал метр йышăнать/ шута илсен çÿлерех асăннă предприниматель йĕркене пăсать. Полицейскисем вăл йĕркене пăснине кура акт çырчĕç. Лавкка тытса тăракан арендăшăн тÿлемелли çинчен каларĕ, унăн 11-мĕш класа çÿрекен хĕрне тăрантармалла имĕш, 16 çулчченхи ачасене уйăракан укçа та ăна тивĕçмест-мĕн… «Ача-пăча тĕнчи» лавкка айккинче, урамра уйрăм сутуçăсем иртен-çÿрене хăйсен таварне, ытларах косметика, сĕнетчĕç. Иккĕш-виççĕшне штрафланă вăхăтра ыттисем япалисене пуçтарса тарма пикенчĕç.

«Паян эпир ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 92- мĕш хушăвне епле пурнăçланине черетлĕ хутчен тĕрĕслерĕмĕр. Суту-илÿ çурчĕсенче пултăмăр, урамри суту-илÿпе паллашрăмăр. Шел те, темиçе çын тĕлĕшпе акт çырма тиврĕ. Вĕсем налук тÿлемесĕр, тавара регистрацилемесĕр ĕçлеççĕ. Хайхисен сертификат та çук. Штраф виçи тĕрлĕрен: 10 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин таран», — ăнлантарчĕ хула администрацийĕн потребитель рынокĕпе предпринимательлĕхе аталантаракан управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова.

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.