Archive - Çурла 2018
- Date
- Type
Сĕрекепе тытнăшăн
Муркаш районĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшпе саккунсăр майпа пулă тытнăшăн приговор çирĕплетнĕ.
Муркаш районĕнчи 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи асăннă районти Шомик ялĕнче пурăнакан 52 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна РФ УК 256 статйин 1-мĕш пайĕн «б», «в» пункчĕсемпе айăплаççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Атăлта сĕрекепе усă курса саккунсăр майпа пулă тытнă. Патшалăха 1462 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Суд «ăнăçсăр» пулăçа 6 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла тунă, çийĕнчен ĕç укçин 10 процентне тытса юлĕç.
Пĕчĕк вăкăр мыскари
Ун чухне 1988 çулхи кĕркунн ен юлашки кунĕсемччĕ . Çулçăсем йывăçсем çинчен ÿксе пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Колхоз саланма ĕлкĕреймен. Сухаламан, акман, усă курман пĕр лаптăк çĕр те пулман вăл вăхăтра.
Пирĕн черетлĕ касу. Айлăмсенче курăк пĕтнĕ. Ял халăхĕ вăл вăхăтра ĕне выльăха вăрмана та кĕртсе кăларнă. Уншăн вăрçнине е айăпланине астумастăп. Ĕне выльăх тытман çын та пулман ун чухне. Кăнтăрла иртсен эпир те вăрманалла çул тытрăмăр.