Archive - 9 Утă, 2015

9 Утă, 2015

“Чăвашсен ваттисен сăмахĕсем питĕ тарăн шухăшлă”

Раççейĕн тĕп хулинче иртнĕ Акатуйра тĕлĕнмелле каччăпа паллашрăм. Мускав облаçĕнчи Пушкинăра пурăнакан Егор Мельчохинăн йăхĕнче чăвашсем çук, вăл Шупашкара пĕрре те килсе курман. Çапах чăваш чĕлхипе, культурипе, искусствипе, йăли-йĕркипе, республика историйĕпе çине тăрсах интересленет.

9 Утă, 2015

Кунта никама та уйăрмаççĕ

Пăрачкав районĕнчи 415 киллĕ Кудеиха ялĕ темиçе наци халăхне пĕрлештернĕ. Кунта вырăссем, чăвашсем, мăкшăсем, украинсем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Ялта Азербайджан çынни те, эрмен те тĕпленнĕ. Кудеихăра 936 çын пурăнать. Вĕсенчен 53: - вырăс, 14: - чăваш, 4: - мăкшă. Кунта никама та уйăрмаççĕ.

9 Утă, 2015

Вĕсен сĕтелĕ çинче хĕлле те ­­­— килти иçĕм çырли

Çуллахи вăхăтра лавкка сентрисем тутлăран та тутлă улма-çырлапа йăтăнаççĕ. Кăнтăрта çитĕннĕскерсем куçа илĕртеççех. Пылак çак çимĕçсене укçа тăкакласа туяниччен килтех ÿстерме май пур. Кудеиха ялĕнче пурăнакан Александр Теменев хăйĕн пахчинче нумай çул иçĕм çырли çитĕнтерет.

9 Утă, 2015

Ăна сăр пулли вилĕмрен хăтарнă

Вăрçă... Çак сăмах пĕлтерĕшне ытла та ир ăнланма тивнĕ 1941-1945 çулсенче шкул сукмакне такăрлатнă ачасен. Кашнин тенĕ пекех ашшĕ, пиччĕшĕсем, куккăшĕ-йыснăшĕ Гитлер эшкерĕпе çапăçнă. Хăйсем выçăллă-тутăллă пурăннă, колхоз хирĕнче аслисен ĕçне кÿлĕннĕ.

9 Утă, 2015

Пулас кĕрÿ Мускавран майрапа таврăнчĕ

«Кÿршĕ тăванран çывăхрах», - тетчĕ анне. Çапла. Кÿршĕ пулăшмасăр çурхи, кĕрхи ĕçсене вăхăтра туса çитерейместĕмĕр. Пĕччен утă çулса типĕтесси те чĕр нуша. Веркка кÿршĕпе пĕр кашăкран çименни кăначчĕ. Вĕсен нÿхрепĕнче мĕн пуррине, пăчки-мăлатукĕ ăçта упраннине те пĕлеттĕм. Кÿршĕсемпе савăнса пурăнаттăмăр. Пĕр уява та вĕсемсĕр ирттерместĕмĕр... Пурнăç çулĕ пăрăнăç. Паян Верккана чÿречерен курсан урама ура ярса пусма шикленетĕп. Туххăмрах çухăрашма пуçлать. Хам та чăтса тăмастăп, хĕрĕме кÿрентерме памастăп. Ара, пирĕн Иринăпа унăн Володи мăшăрлă пулмаллаччĕ те. Йĕркипе пуçлам-ха.

9 Утă, 2015

Пуян арçынсене чăтма пултараймастăп

Пирĕн çĕршывра кăларакан кинофильмсем килĕшме пуçларĕç. Канмалли кунсенче кăтартаканнисене пăхма уйрăмах кăмăллатăп. Вăхăтра ерçÿ тупаймасан вĕсене Интернет урлă куратăп. Чылайăшĕ Инди фильмĕсем пек пĕрешкел пулин те интереслĕ. Нумайăшĕнче Раççей актерĕсем инçетри хуларан е таçти шăтăкри ялтан Мускава телей тупма кайнă хĕрсен пурнăçне сăнлаççĕ. Пĕрисем чапа тухмашкăн, теприсем вĕренме кĕмешкĕн, виççĕмĕшĕсем укçаллă пулмашкăн çул тытаççĕ унта. Хăшĕ-пĕри таса юрату шырать, анчах унашкаллисен тавра хуйхă-суйхă ытларах явăннăн туйăнать.

Pages