Ăна сăр пулли вилĕмрен хăтарнă

9 Утă, 2015

Вăрçă... Çак сăмах пĕлтерĕшне ытла та ир ăнланма тивнĕ 1941-1945 çулсенче шкул сукмакне такăрлатнă ачасен. Кашнин тенĕ пекех ашшĕ, пиччĕшĕсем, куккăшĕ-йыснăшĕ Гитлер эшкерĕпе çапăçнă. Хăйсем выçăллă-тутăллă пурăннă, колхоз хирĕнче аслисен ĕçне кÿлĕннĕ. Пăрачкав салинче çуралса ÿснĕ Юрий Шпунев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 12 çулта пулнă. Çавăнпах нушаллă пурнăç тутине ачаллах астивнĕ вăл.

Шпуневсен çемйинче умлăн-хыçлăн ултă ача çуралнă. Анчах, шел те, пĕр хĕрпе пĕр ывăлĕ çеç шала кайнă чиртен хăтăлса юлайнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче кил хуçи ывăлĕпе Сăр хĕррине пулă тытма çĕр каçмаллах кайнă. Тул çутăлсан хайхискерсем киле таврăннă. Салана кĕрес умĕн громкоговорительтен хыттăн каланине илтнĕ: «Паян ирхи 4 сехетре фашистла Германи Совет Союзне ним систермесĕрех тапăннă». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.