Вĕсен сĕтелĕ çинче хĕлле те ­­­— килти иçĕм çырли

9 Утă, 2015

Çуллахи вăхăтра лавкка сентрисем тутлăран та тутлă улма-çырлапа йăтăнаççĕ. Кăнтăрта çитĕннĕскерсем куçа илĕртеççех. Пылак çак çимĕçсене укçа тăкакласа туяниччен килтех ÿстерме май пур. Кудеиха ялĕнче пурăнакан Александр Теменев хăйĕн пахчинче нумай çул иçĕм çырли çитĕнтерет. Чылай çын кăмăллакан çимĕçе ÿстермешкĕн çăмăлах мар. Александр Иванович ку вăрттăнлăхсемпе вулакансене паллаштарма килĕшрĕ.

Пурнăçра хура-шурне чылай курнă кил хуçи. Çĕмĕрлере вăрман касакана вĕреннĕскер Казахстанра çерем уçнă çĕре лекнĕ. Ун хыççăн çамрăкăн салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Çартан таврăнсан та вăл унчченхи ĕçех таврăннă, шоферта тăрăшнă. Çав çулсенче Александр Иванович кÿршĕ ял хĕрĕпе Зинаида Ефимовнăпа çемье çавăрнă. Ялах чун туртнипе мăшăр тăван ене таврăннă. Шăпах çак тапхăрта вĕсем пахча ĕçĕпе кăсăкланма пуçланă. Кил хуçи арăмĕ тĕрлĕ пахча çимĕç лартнă, Александр Иванович вара иçĕм çырли ÿстерме тытăннă. Çак киленĕç унăн ăнсăртран тупăннă. Энгельс хулинче пурăнакан ывăлĕ ăна çак çимĕç тĕпĕсене илсе килсе панă. Саратов облаçĕнче иçĕм çырли ÿстерекен чылай-çке. Александр Иванович ывăлĕ пасарта туяннă тĕпсене пахчара лартнă. Сорчĕсем те тĕрлĕрен пулнă. Пурăна-киле Теменевсен пахчинче арпуспа дыня лаптăкĕсем ешерме тытăннă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.