Пуян арçынсене чăтма пултараймастăп
Пирĕн çĕршывра кăларакан кинофильмсем килĕшме пуçларĕç. Канмалли кунсенче кăтартаканнисене пăхма уйрăмах кăмăллатăп. Вăхăтра ерçÿ тупаймасан вĕсене Интернет урлă куратăп. Чылайăшĕ Инди фильмĕсем пек пĕрешкел пулин те интереслĕ. Нумайăшĕнче Раççей актерĕсем инçетри хуларан е таçти шăтăкри ялтан Мускава телей тупма кайнă хĕрсен пурнăçне сăнлаççĕ. Пĕрисем чапа тухмашкăн, теприсем вĕренме кĕмешкĕн, виççĕмĕшĕсем укçаллă пулмашкăн çул тытаççĕ унта. Хăшĕ-пĕри таса юрату шырать, анчах унашкаллисен тавра хуйхă-суйхă ытларах явăннăн туйăнать.