Archive - 21 Çу, 2015

21 Çу, 2015

Концлагерьте тăраниччен шыв та ĕçсе курман

Зинаида Соловьева йывăр та асаплă кун-çулне куççульсĕр аса илеймест. Темĕн те курма тивнĕ унăн. Йăлтах - ирсĕр нимĕçсене пула. Çемйипех нимĕçсен концлагерĕнче пурăннă вĕсем. Виçĕ çула яхăн хăйсене чĕр тамăкри пек туйнă. Хĕвел те курман, уçă сывлăшпа та ирĕклĕн сывлайман...

21 Çу, 2015

Ветеран чăвашсен ятĕнчен Путина саламланă

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Иван Торин ветеранăн кăçал çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи Çĕнтерÿ парадĕнче пулма май килнĕ. 90 çула пуснăскер Мускавран мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăннине пĕлес тĕллевпе Иван Тимофеевичпа тĕл пултăм.

21 Çу, 2015

Ăна курассишĕн мăшăрĕ 5 талăк çуран утнă

Вăл 97 çул тултарнă тесе кам калатăр? Сăнран пăхсан та - 70-тен каçнă арçын кăна. Ку çеç те мар. Шупашкарта хĕрĕ патĕнче пурăнаканскер тăван ялне те, Етĕрне районĕнчи Ваçкассине, кайсах çÿрет, ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕрен алă усса лараймасть - килти хуçалăхра кăштăртатать.

21 Çу, 2015

Хăйне пусмăрланă яша савса пурăнчĕ

Тин кăна эпир хĕр-упраçчĕ, канмалли кунсем çитессе чăтăмсăр кĕтеттĕмĕр. Хуларан яла вĕçтерсе çитеттĕмĕр. Клубра ташă каçĕсем вăйлă иртетчĕç, кÿршĕ ялсенчен те килетчĕç. Лăк тулли халăхчĕ, юрă-кĕвĕ кĕрлетчĕ. Савнипе тĕл пулаттăмăр, çеçке çурнă садра ирччен лараттăмăр...

Пĕррехинче хваттерте пĕрле пурăннă хĕр-тусăма та хамăр яла илсе килтĕм. Ăна каччăпа паллаштарма унчченех ĕмĕтленнĕччĕ.

21 Çу, 2015

“Хыпар” никĕслевçин çуралнă кунĕнче...

Май уйăхĕн 19-мĕшĕ... Çак кун çулленех хĕвел ăшшăн пăхаканччĕ. Кăçал вара вăл ăмăр çанталăкпа пуçланчĕ, çапах Купăрляра Николай Никольский ăсчаха халалланă митинг уçăлсан, Муркаш енсем хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарма пикенсен йывăррăн шăвакан пĕлĕтсем хыçĕнчен хĕвел курăнчĕ. Çапла вара пухăннă халăх, Шупашкартан пынă хăнасем Чăвашран тухнă пĕрремĕш профессор тунă ĕçсен умĕнче пуç тайса, ăна сума суса ирттерекен савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç.

21 Çу, 2015

"Çамрăксен хаçачĕн" пики. Аня Хадарова

Эпĕ, Аня Хадарова, Коми тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Енчен те Чăваш çĕрне çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ тетпĕр пулсан, Коми Республикине çĕр пин кÿлĕ çĕршывĕ теççĕ. Ухта районĕнчи Ярега поселокĕнчен аттепе анне çуралса пĕве кĕнĕ тăрăха таврăнтăм, Шупашкарта ăс пухатăп.

21 Çу, 2015

"Çамрăксен хаçачĕн" пики. Надежда Григорьева

Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи халăх театрĕ кăçал «А зори здесь тихие» хайлава сцена çинче лартрĕ. Владимир Синяев çамрăк режиссер мана взвод командирĕн пулăшаканĕн, Кирьянова аслă сержантăн, рольне шанса пачĕ.

21 Çу, 2015

Пурнăç тути-масине курмасăрах - вăрçă вут-çулăмне

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă мероприятисенчен кăмăл-туйăм сĕвĕрĕлсе пĕтменччĕ-ха. Яланхинчен вăйлăрах иртнĕ парад мăнаçлăх çуратнăччĕ, куççуль кăларакан тĕлпулусем те асрах. Çак кунсенче, майăн 14-мĕшĕнче, чуна хумхатакан тепĕр самант тупăнчĕ.

Pages