«Вăрçă пуçланнă!» терĕç те вăйă саланчĕ
Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ветерансене юбилей медалĕпе наградăларĕç. Штанашра пурăнакан 83 çулти Леонид Егоров учитель-пенсионер та çак чыса тивĕçрĕ.
Леонид Емельянович вăтам пурăнакан хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Каспи тинĕсĕн морякĕ Емельян Егорович тăхăр çул службăра тăнă, граждан вăрçине те хутшăннă. Амăшĕ Наталия Павловна 11 ача çуратнă, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна ырă-сывă çитĕннĕ, ыттисем çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Вăрçă пуçланнă чухне Леонид Емельянович тăхăр çулти ача пулнă, 2-мĕш класра вĕреннĕ.