«Вăрçă пуçланнă!» терĕç те вăйă саланчĕ
Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ветерансене юбилей медалĕпе наградăларĕç. Штанашра пурăнакан 83 çулти Леонид Егоров учитель-пенсионер та çак чыса тивĕçрĕ.
Леонид Емельянович вăтам пурăнакан хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Каспи тинĕсĕн морякĕ Емельян Егорович тăхăр çул службăра тăнă, граждан вăрçине те хутшăннă. Амăшĕ Наталия Павловна 11 ача çуратнă, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна ырă-сывă çитĕннĕ, ыттисем çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Вăрçă пуçланнă чухне Леонид Емельянович тăхăр çулти ача пулнă, 2-мĕш класра вĕреннĕ.
– Урамра лапталла выляттăмăр. Елен аки бригадир «вăрçă пуçланнă!» тесе кăшкăрса урампа анаталла чупса кайрĕ. Вăйă саланчĕ, - хăрушă çав куна çапла астуса юлнă вăл. - Уй хĕрринче пурăннă май салтак ăсатма пухăннă çынсене час-часах курма тиветчĕ. Униче хапхине те пĕрре мар уçса панă. Ял пуçĕнче пурте пĕрле пухăнса, юрласа-ташласа тăванĕсемпе уйрăлатчĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас