Archive - 10 Утă, 2014

10 Утă, 2014

Сăтăрçăсем «серепене» çакланаççĕ

Республикăри вăрмана пушар тата тип шар /2010 ç./, хаяр тăвăл сиенлерĕ. Çĕр-çĕр гектар йышăнакан йывăçа вăйсăрлатса хăварчĕ. Çак тата ытти сăлтава пула вĕсене çулçă çиекен е йывăç кăшлакан хурт парăнтарассишĕн тăрăшать.

10 Утă, 2014

Шупашкарта - «Сăран мечĕк»

Виçĕм кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çамрăк футболистсен Пĕтĕм Раççейри «Сăран мечĕк» турнирĕн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕ старт илнĕ.

7 кунра Мари, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Киров, Чул хула, Пенза, Самар, Сарă ту, Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ 11 команда финала тухассишĕн ăмăртĕç. Пысăк ăмăртура Чăваш Ен чысне Вăрнарти «Химик-Август» команда /тренерĕ - Александр Строганов/ хÿтĕлет.

10 Утă, 2014

Ялти шыв-шурта ытларах ĕрчетмелле

Чăваш Енри пулă пуянлăхне В.Шабалкин пек пĕлекенни текех çук. Вăл Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче çуралнă, Сăр юхан шывне пулă тытма нумай çÿренĕ, таврари чĕр чунсемпе кăсăкланнă. ЧППИ биофакĕнчен вĕренсе тухнă.

Pages