Шупашкарта - «Сăран мечĕк»

10 Утă, 2014

Виçĕм кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çамрăк футболистсен Пĕтĕм Раççейри «Сăран мечĕк» турнирĕн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕ старт илнĕ.

7 кунра Мари, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Киров, Чул хула, Пенза, Самар, Сарă ту, Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ 11 команда финала тухассишĕн ăмăртĕç. Пысăк ăмăртура Чăваш Ен чысне Вăрнарти «Химик-Август» команда /тренерĕ - Александр Строганов/ хÿтĕлет.

«Сăран мечĕкĕн» историйĕ пуян. Çĕр-шыври паллă хапхаçă Лев Яшин пуçарнипе 1964 çулта ирттерме пуçланă ăмăрту кăçал сумлă юбилейне паллă тăвать. 50 çул хушшинче унта пин-пин çамрăк футболист хутшăннă, паллă вун-вун спортсмена çитĕнтернĕ. Пĕрремĕш турниртах СССРăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 170 пин команда /3 млн ача/ тупăшнă. Пирвайхи чемпион ятне вара Минскри «Чайка» каманда çĕнсе илнĕ. Çав тапхăртанпа кашни çул вăл çамрăк футболистсене тупăшăва йыхравлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.