Сăтăрçăсем «серепене» çакланаççĕ

10 Утă, 2014

Республикăри вăрмана пушар тата тип шар /2010 ç./, хаяр тăвăл сиенлерĕ. Çĕр-çĕр гектар йышăнакан йывăçа вăйсăрлатса хăварчĕ. Çак тата ытти сăлтава пула вĕсене çулçă çиекен е йывăç кăшлакан хурт парăнтарассишĕн тăрăшать.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе федерацин «Раççей вăрманĕн хÿтĕлевçи» хысна учрежденийĕн республикăри филиалĕн специалисчĕсем утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Улатăр вăрманлăхĕнчи çут çанталăкăн «Чуварлей хырлăхĕ» палăкĕнчи йывăçсем еплерех çитĕннине тĕрĕслерĕç. 87-99 кварталсенче вĕсене лĕпĕ хунă çăмартаран тухнă хуртсем кăшлаççĕ. Чылай культура çулçине, уйрăмах хыр лăссине килĕштереççĕ, пурçăнран çип тăсаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем Улатăр вăрманĕнче - 223, вăл шутра Чуварлей хырлăхĕнче 191 гектар çинче сарăлнă. РФ вăрманĕн хÿтĕлевçин филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - йывăçсен 90-95 процентне сăрса илнĕ ĕнтĕ. Асăннă учрежденин тата Шăмăршă вăрманлăхĕн ĕçченĕсем Комсомольскипе Палтиел уйрăмĕсенчи йывăçсене тĕпченĕ. Лĕпĕ хунă çăмартасенчен тухнă хуртсем 167 тата 12 гектар çинче сарăлнине палăртнă, йывăçсен 40-90 процентне кăшласа сиенлеççĕ.

Хурт лăсă йĕпписене çисе пĕтерсен те хыр чылай чух вăй илсе çитĕнет. Сăтăрçă ытларах çамрăк йывăçсене хăртать. Çÿллĕленнисем хурт тапхăрĕ иртсенех ешĕлленеççĕ. Çуркуннехи-çуллахи шăрăхра ытти сăтăрçăпа пĕрле пурçăн çип тăсаканни симĕс йĕпсене 2-3 çулта пĕтĕмпех çисе ярсан çеç хыр хăрать.

Пурçăн янтăлакан хуртпа хими тата биологи меслечĕпе кĕрешеççĕ. Ăна йывăçсем çине е самолетран, е çĕр çинчен пĕрĕхтереççĕ. Хурт инкек кăтартакан лаптăк çынсем пурăнакан вырăнтан çывăххине е унăн саккун сыхлакан статусне пула чылай тăрăхра çак мелпе усă курма юрамасть. Сăмахран, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕнче хими им-çамĕ пĕрĕхтерме чарнă. РФ санитарин патшалăх тĕп врачĕн 2010 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 17-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шыв-шура хÿтĕлекен çыранра, патшалăх заповедникĕнче, çут çанталăкăн наци паркĕпе саккаслăхĕнче пестицид сапмалла мар. Сăтăрçă сарăлнă объект çын пурăнакан вырăнтан 2 çухрăмра пулсан çеç пĕрĕхтермелле. Анчах лаптăка сиенсĕрлетсен, вăрманпа ял хушшине пестицид сапмасан хуртсене пĕтĕмпех пĕтерейместĕн.

Вĕсемпе кĕрешмелли тепĕр меслет тавралăха та, этеме те сиен кÿмест. Ака уйăхĕн вĕçĕнче-çу уйăхĕн пуçламăшĕнче, çăмартасенчен хуртсем тухса çÿлелле çулçăсем патне хăпарма пуçличчен, вулă тавра ункăласа çилĕм сĕрмелле. Сăтăрçăсем ун патне хăпарса çитсен «капкăна» çакланаççĕ те вилеççĕ.

Хурта пĕтермелли сиен кÿмен тепĕр мел - феромон «серепи». Ÿсен-тăрана сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăна пĕтерес тĕллевпе нумай çĕр-шывра унпа 30 çул ытла усă кураççĕ. Феромон - биологин йăрă шĕвекĕ. Хурт-кăпшанкă ăна йăх тăсма тĕллев тытса амана е аçана илĕртес тĕллевпе кăларать. Вăрман культурисене сиен кÿрекен сăтăрçăсене килĕшекен феромона лабораторире синтезласа хатĕрлеççĕ. Вăл сиенсĕр. Кашни гектар çинчи хуртсене пĕр çĕре пухма - 5-10, вĕсен хисепне пĕлме 1-2 «серепе» лартаççĕ. Сăтăрçăсене темиçе çулта йăлтах пĕтерме май парать. Чуварлей хырлăхĕнче хими им-çамĕпе усă курма юрамасть. Феромон «серепи» вара - чухах. Ăна кашни гектар çине çÿлте палăртнă чухлĕ вырнаçтарăпăр. Ку ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Виçĕ-тăватă çултан хуртсене пĕтĕмпех пĕтерĕпĕр.

Валерий ИЗЕКЕЕВ

министерствăн вăрман фондне хÿтĕлекен пайĕн ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.