Archive - 18 Чÿк, 2014

18 Чÿк, 2014

Управлăхсене пысăклатасчĕ

Вĕсем биотĕрлĕлĕхе пуянлатма пулăшаççĕ

Кашни тăваткал çухрăмра çын йышлă пурăнакан Чăваш Ен талккăшĕ этем çутçанталăка курăмлă сиенленипе палăрса тăрать. Сăтăра пĕчĕклетес, вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне, вĕçен кайăк-кĕшĕке, ÿсентăрана упраса хăварас тĕллевпе çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене /ÇÇУСЛ/ уйăрса кăларнă. Сиен пысăк пулнăран вĕсем биотĕрлĕлĕхе упраймаççĕ. Вăл чухăнлансах пырать. Лаптăксем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлаймаççĕ.

18 Чÿк, 2014

Çеçпĕл вилĕмсĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕ

Унăн пĕтĕм поэзийĕнче тăван чĕлхене юратни палăрать. Тăван чĕлхепе калаçакан кашни ялта, хулара çак кунсенче Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн 115 çулхи юбилейне чысларĕç пулĕ.

18 Чÿк, 2014

Йĕпреçсем пăхаттирсене кĕтеççĕ

Ку тăрăхра кире пуканĕ йăтакан сахал мар

Пирĕн республикăри чылай колхозпа совхозра тата предприятире спортăн массăллă енĕсемпе пирвайхи чемпионатсене иртнĕ ĕмĕрĕн 1960 çулĕсенче йĕркеленĕ, каярах ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçа кĕртме пуçланă.

Pages