Çеçпĕл вилĕмсĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕ

18 Чÿк, 2014

Унăн пĕтĕм поэзийĕнче тăван чĕлхене юратни палăрать. Тăван чĕлхепе калаçакан кашни ялта, хулара çак кунсенче Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн 115 çулхи юбилейне чысларĕç пулĕ. Ку енĕпе «пин чĕре кĕввипеле» ирĕке мухтанă, «чăваш чĕлхин ĕмĕчĕпе» кун-çулне туптанă Çеçпĕлĕмĕре тăван çĕрĕ-шывĕ - Канаш хутлăхĕ - уйрăмах палăрчĕ. Шăпах уйăх каялла - октябрĕн 16-мĕшĕнче - Çеçпĕл ялĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем кăвар чĕреллĕ поэтăн уйăхлăхне уçнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче каллех пысăк делегацие йышăнчĕç Çеçпĕлсем. ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков ертсе пынă ушкăн йышĕнче çаксем пулчĕç: ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши преми лауреачĕ Раиса Сарпи поэтесса, Çеçпĕл Мишшин ентешĕсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Республика» хаçат директорĕ-тĕп редакторĕ Лидия Филиппова, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши преми лауреачĕ Светлана Асамат, Лидия Сарине çыравçă, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ, «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов.

Тутарстанри Теччĕ хутлăхĕнчен те хăнасем çитрĕç. Çеçпĕл Мишши унти педтехникумра пĕлÿ илнĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă, пĕрремĕш юратăвне тĕл пулнă. Çеçпĕл хывнă çулпа ăна чыслама Теччĕ районĕнчи чăвашсен наци культура центрĕн ертÿçи Володар Тимофеев, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов, Теччĕ районĕн культура çурчĕн ĕçченĕ Ирина Волкова килчĕç.

Чыслав Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул умĕнчи поэт палăкĕ умĕнчи митингран пуçланчĕ. Палăртса хăвармалла: Мишша кунта 1914-1917 çулсенче вĕреннĕ.

Поэтăн тăван ялĕнче ун музейĕпе паллашнă хыççăн 1969 çулта йĕркеленĕ скверти палăк умне чечексем хутăмăр, Çеçпĕл Мишши çуралнă çурт пулнă вырăна пуç тайрăмăр.

Çакă савăнтарчĕ: скверти бюст çĕнелнĕ. ЧР Культура министерстви пулăшнипе киввине пăхăртан шăратнипе улăштарнă.

Тĕп мероприяти - регионсен хушшинчи «Çеçпĕл йыхравĕ» фестиваль - ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Кирек ăçта та шкул ачисем хăйсен ентешĕн сăввисене тăрăшса вуларĕç, унпа мухтаннине палăртрĕç. Çак кун хăнасемпе пĕрле Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров пулчĕ.

Уява хутшăннисен, ял çыннисен шухăш кăмăлне пĕлес килчĕ. Кам вăл паян вĕсемшĕн Çеçпĕл?

Анатолий Егоров:

- Кашни халăхăн унăн кăмăлне, шухăшне палăртакан гениллĕ поэтсем пур. Чăваш Енĕн ун пекки - Çеçпĕл Мишши. Ентешĕмĕрĕн кĕске пурнăçĕ политика тата литература ĕç-хĕлĕпе тачă çыхăнса тăнă. Çирĕм икĕ çултах вăл Ĕçтăвком членĕ, Ревтрибунал председателĕ пулнă...

Икĕ çул каялла Украинăри Остер хулине çитсе килнĕччĕ. Çеçпĕл канлĕх тупнă çĕр çине чăваш йăмрине лартса хăварнăччĕ. Ун вил тăприйĕ çинчи çĕр тăван ялĕнчи музейре упранать. Ячĕ тата сăввисем - пирĕн чĕресенче.

Сергей Павлов:

- Кунти çĕрпе шыв асамлă. Константин Иванов йăхĕ те çак тăрăхранах тухнă. 2015 çул Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре - К.Иванов çулĕ. Çавăнпа та çитес вăхăтра вĕсен пултарулăхĕ патне татах таврăнăпăр-ха.

Эпĕ Çеçпĕл Мишшин ялĕпе юнашар Ушанартан. Çавна май 1969 çулта Çеçпĕл палăкне уçнине курма Турă пÿрнĕ. Халĕ çав палăк çĕнелчĕ. Ку питĕ савăнтарать. Поэтăн «Сăвă çырасси тата ударени правилисем» ăслăлăх трактачĕ пултарулăх ĕçĕнче питĕ пулăшрĕ, ман алла ача чухнех лекнĕччĕ вăл. Авалхи пăлхар сăвă йĕркине Çеçпĕл Мишшин çĕнĕлĕхĕсемпе пуянлатни пурнăçа илемлĕх мелĕпе туллин те тарăннăн çутатма май парать.

Лидия Филиппова:

- Украинăра хальхи вăхăтра лăпкă мар та, ыр шухăшлă çынсем аслă поэтăмăр ятне манмаççĕ, палăкне тирпейлесе тăраççĕ. Остер хула мэрĕпе Василий Западняпа Интернет урлă çыхăнса илтĕм. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкулта мероприяти ирттерессе пĕлтерчĕ.

Володар Тимофеев:

- Пире Çеçпĕл Мишши çыхăнтарса тăрать. Теччĕ районĕнчи 15 чăваш ялĕнче 6 пин йăхташ пурăнать. Паян поэт вĕреннĕ педучилище умĕнче митинг иртрĕ. Районти чăвашлăхпа çыхăннă кашни ĕçре Çеçпĕл Мишшин витĕмне туятпăр. Кăçал Кăнна Кушкинчи шкулта республикăри чăваш ачисен лагерĕ пĕрремĕш хут ĕçлерĕ. Малашне çирĕп йăлана кĕртесшĕн ăна. Çитес çул кунта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне ирттерме тĕв тытнă.

Александр Петров, Çеçпĕлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

- Уйăх каялла Çеçпĕле районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем килсе кайрĕç. Вĕсен сĕнĕвне шута илсе Çеçпĕл Мишшин юбилей мероприятине ачасене ытларах явăçтарас терĕмĕр. Паян вĕсем ентешĕн сăввисене хавхаланса вуларĕç.

Нумай çул ЧР Вĕренÿ министерствипе Çеçпĕл фончĕ питĕ кирлĕ ĕç туса пычĕç: «Çеçпĕл кăвайчĕсем» слет-конкурс ирттеретчĕç. Унта хутшăнакан ачасем Çеçпĕл Мишшин сăввисене çеç мар, хăйсен хайлавĕсене те вулатчĕç, республикăри паллă, сумлă çыравçăсемпе тĕл пулса калаçатчĕç, пултарулăх çулĕпе утма тĕллевсем палăртатчĕç.

Çĕнĕрен чĕртсе ярасчĕ «Çеçпĕл кăвайтне».

Светлана Иванова, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Хальхинче хăнасен умĕнче пите хĕретме тивмерĕ: 45 çул каялла тунă палăка çĕннипе улăштарма мехел çитертĕмĕр. Ку енĕпе ЧР Культура министерстви пулăшрĕ. Çакăнпа ĕç вĕçленмен-ха. Палăк никĕсне çĕнетесшĕн, тротуара брусчаткăпа сарасшăн, сквера илемлетесшĕн.

Юлия Алексеева, Шăхасанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 5 «б» класра вĕренекен:

- Эпĕ Çеçпĕл Мишшин тăванĕпе - Даша Кузьминапа - пĕр класра вĕренетĕп. Поэт пирки шкулта çеç мар, пĕчĕкренех илтнĕ. Çеçпĕл ялĕнче пурăнатăп, музейре час-часах пулатăп. Унăн сăввисене пăхмасăр вĕренме çăмăл мар, анчах интереслĕ. Шкулта сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ, эпĕ виççĕмĕш вырăн йышăнтăм.

Çеçпĕл Мишшин пĕтĕм шухăшĕ, ĕçĕ çĕнĕ тапхăрпа чăваш халăхĕн пурнăçне çĕнетессипе çыхăнса тăнă, пĕтĕм поэзийĕнче тăван чĕлхене юратни палăрать. Чĕлхе, культура, йăла-йĕрке нацие пĕтĕçтерессе шаннă вăл. Нумай пурăнма тата нумай ĕçлеме пÿрмен ăна. Çапах та эпир пĕлекен 50 яхăн сăввин вăйĕ çав тери хăватлă. Вăл миçе ăрăва витĕм кÿмерĕ пулĕ... Çеçпĕл - çĕнĕ ĕмĕр çынни. Унăн хайлавĕсене вуланăçемĕн уçă, ирĕклĕ вăй килнине туятăн. Халăх темиçе ĕмĕр хушши чăтса ирттернĕ ыратăва поэт хăйĕн чунне илсе чăваш наци вăйне поэзи чĕлхипе шăратса кăларнă. Акă ăçта Çеçпĕлĕн вилĕмсĕрлĕхĕ. Шăпах çакă ăна пирĕн хушăра упрать те.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.