Йĕпреçсем пăхаттирсене кĕтеççĕ
Ку тăрăхра кире пуканĕ йăтакан сахал мар
Пирĕн республикăри чылай колхозпа совхозра тата предприятире спортăн массăллă енĕсемпе пирвайхи чемпионатсене иртнĕ ĕмĕрĕн 1960 çулĕсенче йĕркеленĕ, каярах ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçа кĕртме пуçланă.
Йĕпреç районĕнчи ăста спортсменсем вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенчех палăрнă. Сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ Тимофей Петров /1910-1944/ 80 çул каяллах вăтам тата вăрăм дистанцисене чупассипе республикăн рекорчĕсене вунă хут ытла çĕнетнĕ. 1935 çулта вăл Чăваш Ен чемпионатĕнче 1500 метрлă дистанцие 4 минут та 19,6 çеккунтра чупса тухнă. Тимофей Ильичăн рекордне вунпилĕк çул иртсен тин Патăрьел районĕнчи Рассых Бикчурин çĕнетнĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарассишĕн нумай вăй хунă Т.Петров - пирĕн республикăри ялти спортсменсенчен Совет Союзĕн ăмăртăвĕсенче 1940 çулччен çĕнтернĕ пĕртен-пĕр атлет. Унăн вĕренекенĕ, Шăрттан ялĕнче çуралса ÿснĕ Клавдия Пашкова, «Комбинат» колхозра трактористкăра ĕçленĕскер, 1938-1940 çулсенче ГТО енĕпе ирттернĕ Раççей чемпионачĕсенче тата Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче темиçе хут та малти вырăнсене йышăннă.
Пирĕн саманара Йĕпреç тăрăхне вырăнти футболистсемпе кире пуканĕ йăтакансем ытларах чапа кăларчĕç. Пучинке ялĕнчи атлетсем çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа тăван республика чысне çĕршыври ял спорт вăййисенче те, тĕнче чемпионачĕсенче те хÿтĕлеççĕ. Раççей спорт мастерĕсем Артем Васильев, Александр Семеновпа унăн мăшăрĕ Любовь Семенова-Эллина, Джанита Павлова-Щербина тата тĕнче спорт мастерĕ Владимир Петров Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенчен темиçе хут çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Кăçалхи ăмăртусенче Пучинке вăтам шкулне виçĕм çул пĕтернĕ, халĕ Санкт-Петербургри аслă çар физкультура институчĕн курсанчĕ Марина Федорова савăнтарчĕ. 20 çулти пике март уйăхĕнче Рыбинскра иртнĕ çамрăксен чемпионатĕнче те, кĕркунне Шупашкарта Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртусенче те иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕ. Ноябрĕн 20-22-мĕшĕсенче Марина Федоровăпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Александр Павлов çĕршыв чысне Германири Гамбург хулинче иртекен тĕнче чемпионатĕнче хÿтĕлеççĕ.
Кăçал «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXI турнир Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче декабрĕн 6-7-мĕшĕсенче иртет. Республикăри Физкультурăпа спорт министерстви яваплă çак ăмăртусене хатĕрленес тĕллевпе йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Ăна Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров ертсе пырать. Йĕркелÿ комитечĕн çак кунсенче иртнĕ пĕрремĕш ларăвĕнче Николай Петрович паян поселокра кире пуканĕ йăтассипе пысăк турнирсем ирттерме лайăх услови пуррине палăртрĕ. Тĕрлĕ ушкăнра абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илекен пăхаттирсене хаклă парнесемпе хавхалантарма шантарчĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçи Инна Алексеева тимĕр вăййине юратакансем валли уяв концерчĕн программине хатĕрлесси çинчен пĕлтерчĕ.
Шел те, хальлĕхе Йĕпреçре пысăк ăмăртусем йĕркелемешкĕн унта квалификациллĕ спорт судйисем сахалрах, «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче паян кире пуканĕ те 10-12 кăна. Çак ыйтусем çинче йĕркелÿ комитечĕн членĕсем Михаил Петровпа Николай Михайлов чарăнса тăчĕç.
Петр СИДОРОВ