Çак кунсенче тĕп хулари Миттов бульварĕнче ача сачĕ уçăлчĕ. Капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул умĕн хута ярассишĕн «Стройсфера» ООО строителĕсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.
Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» ФСКра кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXX турнир иртрĕ. Унта çĕр-шыври 8 регионти тĕрлĕ ÿсĕмри 300 яхăн спортсмен вăй виçрĕ.