Чăваш Енре те çĕр чĕтреннĕ

Çынпа çут çанталăк пĕр татăлми çыхăра пулнине никам та хирĕçлеймĕ, анчах сĕрĕм куçа чĕпĕтнĕ пекех пĕчĕк пĕр чăнлăх чуна канăçсăрлантарать: çут çанталăк этемсĕр те аталанĕ, эпир вара унсăр пурăнайăпăр-ши? Çĕр-анне вăй-хăвачĕ умĕнче этем ытла та халсăр! Вăл пире туххăмрах хăйĕн пичĕ çинчен шăлса ывăтма пултарать. «Чăваш пĕтмесĕр тĕнче пĕтмест», - тесе шавлакалатпăр-ха, анчах тĕнче пĕтесси алăк умĕнчех иккенне манатпăр. Ăсчахсем Чăваш Енре те çĕр чĕтреннине палăртаççĕ. Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк вĕçленсе пырать, Культура çулталăкĕ алăкран шаккать. Мĕнпе асра юлĕ иртсе каякан çул? Мĕн тăвайрăмăр, мĕн туса çитереймерĕмĕр, çулталăк тăршшĕпе тăван çĕре юратсах пурăнтăмăр-и, хамăр ларакан турата тата миçе шит касрăмăр? Çак ыйтусем тавра биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕпе, «Сăрçи» заповедник директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕпе Александр ДМИТРИЕВПА калаçрăм.

- Александр Вениаминович, кĕркуннепе кайăксем кăнтăралла вĕçнĕн, çулçăсем йывăç турачĕсенчен татăлса ÿкнĕн Тăван тавралăх çулталăкĕ те часах ĕмĕрсен авăрĕнче çухалĕ. Эколог тусăрсемпе палăртнине кăçал пурнăçа кĕртейрĕр-и?

- Шел те, çак çул пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлаймĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче шанăç пурччĕ, анчах раштав уйăхне кĕнĕренпе чунра лăпкă мар. Пытармастăп: пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç тума пулатчĕ - шел, тăваймарăмăр. Ертÿçĕсем мĕн тумаллине палăртса, йĕркелесе ĕçлеттереймерĕç. Тĕрлĕ енлĕ мероприяти ирттерме майсем пурччĕ, тăван тăрăха тата илемлетме, пуянлатма пулатчĕ.

- Курăмлă ĕç пачах та пулман-им?

- Республикăра çĕнĕрен лартнă йывăç шучĕ самаях ÿсрĕ, скверсемпе парксене хитрелетнĕ, вăрмансемпе юхан шыв çыранĕсенчи çÿп-çаппа каяша пуçтарса тирпейленĕ, çут çанталăк илемне, пуянлăхне кăтартакан сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсене ирттернĕ, Çĕр-аннене упрамалли çинчен тĕрлĕ тĕл пулура чуна ыраттарса калаçнă. Çапах Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулта тата та кирлĕрех ĕçсем тумаллаччĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи каяш вырăнне хута ямаллаччĕ, Улатăрти таса мар шыва тасатакан сооружение уçмаллаччĕ.

- Эсир асăннă проектсене пурнăçа кĕртме пысăк укçа кирлĕ. Темиçе миллион тенкĕлĕх проектсем тăвасси йывăç лартасси, юхан шыв хĕррине тасатасси çеç мар.

- Тĕрĕссине тĕрĕс-ха - утияла пĕр енчен туртсан тепĕр енчен уçăлса каять. Пур ĕçе те чун ыйтнипе тÿлевсĕр туса пĕтереймĕн.

- Паян çамрăксене çеç мар, çулланисене те тÿлевсĕр ĕçлеттереймĕн. Пурте укçа чури пулса тăтăмăр.

- Килĕшместĕп. Тĕнчери чылай çĕр-шывра укçасăрах субботниксем ирттереççĕ. Сент-Экзюпери çыравçă хăйĕн «Пĕчĕк принцĕнче» малтан хамăр пурăнакан планетăна тасатма сĕннине унта аван пĕлеççĕ курăнать. Чи малтан Çĕре тирпейлемелле, унтан ытти ĕçе пуçăнмалла.

- Эпир çут çанталăкпа организмри мĕн пур клетка таранах çыхăннă. Хамăра хамăр упрамасан пире ют планетăсем çинчен килсе никам та сыхламĕ.

- Юлашки çулталăках илер. Çут çанталăк пире хăйĕн хăватне куллен кăтартса тăрать. Раççейĕн Инçет Хĕвел тухăçне шыв илчĕ. Пин-пин çын çурт-йĕрсĕр, апатсăр тăрса юлчĕ. Таиландра тайфун айкашрĕ, Америкăра пĕр кунрах 40 яхăн çавра çил пин-пин кил хуçалăха çĕмĕрсе аркатрĕ. Филиппинра та хăрушă лару-тăру. Çакă веçех çут çанталăк хуравĕ, Çĕр-анне пире эпир тĕрĕс мар пурăнни пирки асăрхаттарни. Юлашки 10-20 çулта çĕр чĕтренесси те вăйланчĕ, этемлĕхе вышкайсăр сăтăр турĕ.

- Тĕнче шайĕнчи ыйтусенчен пăрăнса Чăваш Ене таврăнар-ха.

- Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Шупашкарта та çĕр чĕтренчĕ. Вăл пирĕн пата Атăл тăрăх Çурçĕр Кавказран килчĕ.

- Ăçта пулнă-ши эпĕ ун чухне? Сиссе те юлаймарăм-çке.

- Телее, çĕр чĕтренĕвĕн хăвачĕ пысăках пулмарĕ, унсăрăн вăл самаях шар кăтартатчĕ.

- Кăçалхи авăнра тÿперен çумăр виçĕ уйăх виçилĕх йăтăнса анчĕ, ял хуçалăхне самаях сăтăр кÿчĕ.

- Çапла, ял ĕçченĕ пахча çимĕçе, тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртеймерĕ, йĕпе-сапаллă çанталăкра чĕр куççи таран пылчăкра ишрĕ. Ку та çут çанталăкри таврăнми ылмашăнусемпе тÿрремĕнех çыхăннă.

- Климат чăваша савăнтарасшăнах мар пулмалла.

- Çук, хĕпĕртемелли те пур. Çуркунне каçсерен шăнтма пăрахрĕ, çавна пулах ака уйăхĕнчех пахча çимĕç акма-лартма пуçларăмăр. Кĕркунне вара каçсерен шăнтасси çурла уйăхĕнчен авăн уйăхне куçрĕ. Пахча çимĕç ÿсекен вăхăт тăсăлчĕ.

- Чăнах та, Чăваш Енрех арпус, иçĕм çырли, груша, абрикос ÿстерме пуçларăмăр.

- Пирĕн тăрăхра климат улшăнни ял хуçалăхĕшĕн аванланчĕ. Хамăр çитĕнтерекен пахча çимĕç шутне ÿстерме пултаратпăр, çанталăк ăшăтнипе усă курса икĕ хут та çимĕç туса илме майсем пур.

- Климат çакăн пек хăвăртлăхпа улшăнсан пирĕн патра та часах Африка пулĕ. Çут çанталăк улшăннине ăсчахсем мĕнпе сăлтавлаççĕ?

- Ку ыйтăвăн хуравне тупма çăмăлах мар. Этем тавралăха шелсĕр вараланипе парник эффекчĕ аталанать, çавăнпа ĕмĕрхи шăн пăрсем ирĕлеççĕ, шыв шайĕ ÿснипе Çĕр-планетăна шыв илет. Ку пулăм вара этемлĕх умне хăрушлăх кăларса тăратать. Пирĕн тăрăхра чарăнми çумăр лÿшкени те çакăнпах çыхăннă.

- Çут çанталăкри пулăмсене эпир сăмах вакланипе чараймăпăр, çапах çăлăнăç пур-ши?

- Кашнин хăйĕн вырăнĕнче çанă тавăрса ĕçлемелле.

- Эпĕ сăвăç çеç, мĕн тума пултарайăп-ши? Ял ĕçченĕсемпе рабочисем, министрсемпе депутатсем, президентсем вара тем тума та пултараççĕ.

- Эсĕ сăввусемпе çынра экологи культурине вăйлатса халăх ăс-тăнне улăштарма, чунне пăлхатма пултаратăн, хресчен вара çĕрпе ĕçленĕ вăхăтра ăна анне вырăнне хурса упрама, рабочи ĕç вăхăтĕнче пулакан каяшсене тирпейлесе пуçтарма, депутатсем кирлĕ саккун йышăнма, министрсемпе президентсем вĕсене пурнăçа кĕрттерме пултараççĕ. Çут çанталăк тасалăхĕпе пахалăхне пурте пĕрле тăрăшсан çеç сыхласа хăварайăпăр.

- Экологи культури патне те калаçса çитрĕмĕр. Хам ас тăвасса эпĕ нихăçан та çÿп-çапа урамра ура айне пăрахман, ачасене те çавнах вĕрентнĕ, килте пухăнакан ăпăр-тапăра та уйрăм тирпейлетĕп. Шупашкарпа тăван ял урамĕсем маншăн хамăн кил пекех.

- Сан пеккисем нумаййăн. Эпĕ çуралса ÿснĕ Вăрмар районĕнчи Пăвакассинче те питĕ тирпейлĕ. Урамсенче çÿп-çап çукпа пĕрех, çуртсен умĕнче урама илемсĕрлетсе темĕн те пĕр купаланса выртмасть. Çапах ĕлĕкхи мар. Лавккасенче тавар нумайланчĕ, чылайăшне хитре хутпа е пластик кĕленчепе, полиэтилен хутаçпа кăлараççĕ. Ачасемпе çамрăксем кирлĕ марскерсене çул айккине, çырмасене переççĕ. Пирĕн аннесем кашни япалапа пĕлсе усă курнă. Çĕтĕк-çатăка çунтарнă е пуçтаракансене парса янă, кĕленчесемпе кантăксене ватса чăхсене çитернĕ, çум курăкран, усăсăр ÿсен-тăранран компост тунă.

- Чăваш Енри хуласенче экологи лару-тăрăвĕ еплерех?

- Çуртсен умне ăпăр-тапăра уйрăм пуçтарма контейнерсем ларткаланă-ха, анчах халăх çакна пурнăçлама пиçсе çитеймен - каяшсене çав-çавах пĕрле пăрахать.

- Интернетра çырнă пĕр шухăш килĕшрĕ: «Сирĕн Европăра пурăнас килет-и? Апла пулсан лифтсенче, урамра çĕр çине лачлаттарса ан сурăр, подъездсенче, скверсенче çÿп-çап ан пăрахăр, усал сăмахсемпе ан перкелешĕр. Сиссе те юлаймăр - Европăри пек пурăнма пуçлатăр».

- Хальлĕхе эпир Европăринчен аванрах пурăнатпăр-ха: чĕрĕ, сиплĕ апат çиетпĕр, сывлăш та, шыв та тасарах, экологи культурин шайĕ пĕчĕкки çеç хурлантарать. Çитес çула Культура çулталăкĕ тесе палăртни те çак ĕçе çине тăрса пурнăçлама хистет. Экологипе культура пĕр çыхăрах.

- «Чăваш Республикин экологи хыпарçи» кăçал хăйĕн 20 çулхи юбилейне паллă турĕ.

- Çак бюллетене кăларассине Патăрьел районĕн ывăлĕ, вăл çулсенче министрта вăй хунă Федор Карягин, пуçарчĕ. Пĕрремĕш редакторĕ Çĕрпÿ районĕн ывăлĕ Михаил Сидоров пулчĕ. 18 номер кун çути курнă хыççăн çак ĕçе эпир, «Сăрçи» заповедник специалисчĕсем, хамăр алла илтĕмĕр. 80 ытла кăларăма халăх патне çитертĕмĕр.

- Сире çак ĕçшĕн пĕр пус та тÿлемеççĕ-çке.

- Ăна пире никам та ирĕксĕрлесе тутармасть. Хамăр халăх пуласлăхĕшĕн чун ыйтнипе ĕçлетпĕр, çынсене пĕлĕве тарăнлатма пулăшатпăр.

- Пирĕн хушăра мĕн чухлĕ ăсчах! Мĕншĕн этем вăрмансене пĕр шелсĕр касать, юхан шывсене варалать, чĕр чунсене вăхăтлăх йăпанушăн персе вĕлерет?

- Тĕнчере мулпа влаç хуçаланаççĕ, этем ăс-тăнĕ чĕр чун шайĕнчен кăштах анчах çĕкленейнĕ. Çакă экологи культури япăх шайра пулнинчен те нумай килет.

- Владимир Вернадский ăсчах гипотезине 15 çул каяллах илтнĕччĕ. Çын хăйĕн шухăшĕпе Çĕр-планета тавра ноосфера туса хунă имĕш. А.Корнилов шухăшĕ те тĕлĕнтернĕччĕ: ĕмĕрсенче турра пуç çапса этемлĕх кĕлĕ урлă сывлăшра куçа курăнман субстанци туса хунă. Çакна ĕнеме юрать-ши?

- Вернадский çырса хăварнă тăрăх - Çĕр чăмăрĕ çинчи биосфера çын ăс-тăнĕпе малалла аталанса ноосферăна куçать. Çак вăхăтра пĕтĕм этемлĕх хăйĕн ĕçне ăнланса, çут çанталăк майлă сăваплă утăмсем туса, хăй пурăнакан вырăна майлаштарса тавралăхпа тачăланса аталанать.

- Çут çанталăка пуç çапса кĕлĕ тăвасси - чăваш юнĕнче. Пирĕн мăн-мăн асатте-асанне, кукаçи-кукамай хăйсен туррисемпе - хĕвелпе, юхан шывпа, çырма-çатрапа, хĕрт-суртпа, çумăрпа, аслатипе - килĕштерсе пурăнма тăрăшнă.

- Пурăнан кун-çулра тĕлĕнмелли пайтах. Эпĕ наука енĕпе ĕçленĕ май тепĕр чăнлăха куртăм: чăвашăн мĕн авалтанах уйрăм сыхламалли вырăнсем пулнă. Сăмахран, Киремет йывăçĕ картара ларать, халĕ те çаплах. Унти пĕр турата та тытма юраман, пĕтĕмпех хăй тĕллĕн ÿссе, çĕрсе, ÿксе тăпра пулнă.

- Патшалăх ятарласа сыхлакан «Сăрçи» заповедник çинчен тĕплĕнрех пĕлесчĕ.

- Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре заповедник тăвассине хут çинче 1995 çултах çирĕплетнĕ, тепĕр икĕ çултан ĕçе калăпласа çитернĕ. Заповедник Улатăр районĕнчи Сăр тăрăхĕнче 9 пин те 25 гектар йышăнать. 2000 çулта Елчĕк районĕнчи 97,8 га, Патăрьел тăрăхĕнчи 27,6 га лаптăксене заповедник çумне çирĕплетнĕ. Пирĕн патра 50 çын вăй хурать. Наука енĕпе, экологи вĕрентĕвне халăхра сарас тĕлĕшпе ăсчахсемпе специалистсем пур, заповеднике сыхлама ятарлă оперушкăн йĕркеленĕ.

- Заповедник йĕркеленин усси пур-ши?

- Паллах, пур. Пуласлăх валли тĕкĕнмен çĕр лаптăкĕ упраса хăварăпăр. Кунта çут çанталăк хăй тĕллĕн аталанать, утă çулма та, çырла татма та, мăйăр пуçтарма та юрамасть. Ÿсен-тăран, чĕр чун шучĕ ÿсет.

- Хĕрлĕ кĕнекесене тăрăшсах кăлартăр. Вĕсем çынна кирлех-ши?

- Хĕрлĕ кĕнеке - ÿсен-тăран, чĕр чун тĕнчи çинчен пĕр çĕре пухнă паха информаци. Вăл пуласлăх валли кирлĕ, пирĕн тăхăмсем эпир еплерех пурăннине пĕлĕç. Паян пурăнакансем вара уйрăм çынсем хамăр тăрăха еплерех сăтăр тунине танлаштарса кăштах та пулин пуçа ыраттарĕç. Пĕр-пĕр кайăка е курăка мĕнлерех сыхласа хăвармаллине вĕрентсе паха информаци вырнаçтартăмăр. Манăн шухăшпа, çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ.

- Çын - çут çанталăк ачи. Этемлĕх пуласлăхĕ биологипе те тачă çыхăннă. Юрату çыннăн пуç миминче тĕрлĕ формула хутшăннипе пулать теççĕ. Тĕрĕсех-ши? Чун тени нимĕнле биологи саккунĕсене те пăхăнасшăн мар-çке!

- Юрату юратăвах, этем пĕлсе пĕтереймен асамлă та сăваплă вăрттăнлăх вăл. Хими хутшăнăвне пăхăнмасть, çавăнпа çутă та таса çак туйăма хими формулисемпе çыхăнтарса пуçа çĕмĕрер мар.

- Мĕн-ши вăл телей?

- Чăн телей - çын таса çут çанталăкра пурăнни, аталанма пултарни, ытти йăлтах çак ăнлав тавра çаврăнать.

- Эсĕ - виçĕ ача ашшĕ. Ачусене хăв пек çирĕп кăмăллă пулма, тавралăха упрама тата юратма вĕрентейрĕн-и?

- Виççĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, Мускавра тĕпленнĕ. Пĕри - биолог, тепри - медик, виççĕмĕшĕ - юрист. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшни савăнтарать.

- Юлашки çулсенче этемлĕх сывалми чирсен ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Çак танатаран мĕнле хăтăлмалла-ши?

- Вараламан çĕр çинче таса апат-çимĕç çитĕнтермелле, производствăри сиенлĕ хутăшсене сывлăша ятарлă хатĕрсемпе тасатса кăлармалла, хими каяшĕсене контейнерсене пуçтарса усрамалла, çырма-çатрапа юхан шывсене хими хутăшĕсем ямалла мар, çÿп-çаппа тултармалла мар. Организма ГМОсем те пăсаççĕ. Вĕсемпе усă курма пăрахмалла. Ачасене тĕрлĕ чипспа шĕвек ĕçтермелле мар. Эпир хамăр организма пĕлсе тăрсах наркăмăшлантарни питĕ хăрушă. Этемлĕхĕн телейĕ - этемлĕх аллинче.

- Эсир кун календарне туса пынине пĕлетĕп.

- Фенологи сăнавĕсем çырса пырасси маншăн чун киленĕçĕ. Çакă ĕлĕкхипе паянхине танлаштарса паха пĕтĕмлетÿсем тума май парать.

- Мĕн кĕтет пире, чăвашсене, малашлăхра?

- Часах пирĕн тăрăха пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен пуйăс килме пуçлĕ, çавăнпа мĕн пур ыйтăва хăвăртрах татса пама майсем уçăлĕç. Экономика хутшăнăвĕсем вăйланĕç. Ку вара тăван тавралăха тата ытларах пусмăрлĕ. Этем шухăшсăрлăхне, явапсăрлăхне шута илсен çут çанталăк малашне те вараланĕ, ялсем пĕтĕç, хуласем анлăланĕç, çакă чăваш чĕлхи умне хăрушлăх кăларса тăратĕ. Тăван чĕлхене упраса хăварас тесен ялсенче çеç мар, хуласенче те çанă тавăрсах ĕçлемелле. Чĕлхене упраса хăварасси ял ĕçченĕн ĕçĕ çеç мар, хулара пурăнакан пуçлăхсен тĕп тивĕçĕ те. Тутарсенчен тĕслĕх илсе чăвашла пĕлекенсене ĕç укçи ÿстерсе хавхалантармалла. Çынсем мĕн калĕç тесе хăраса тăмалли вăхăт тахçанах иртрĕ. Чăваш çĕрĕ - чăвашлăх хăтлăхĕ, кунта пирĕн йăхрисен вил тăприсем, пире парса хăварнă йăла-йĕрке, юрă-ташă, культура... Пĕр сăмахпа - пирĕн пурнăç.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.