Çирĕп ыйтсан йĕрке пулатех
Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелĕнчи ял хушшинчи пĕвене хута янăранпа аллă çул та çитсе пырать. Ытлашши шыва юхтарса кăлармалли шахта вăхăт иртнĕçемĕн вăйсăрланчĕ пулас, юлашки çулсенче пĕвери шыв шайĕ самаях чакни палăратчĕ. Кăçал "Восход" пĕрлешÿ ертÿçи Е. Рябчиков тата Д. Любимов тăрăшнипе хĕллехи вăхăтрах бетон ярса шахтăн çÿлти пайне çирĕплетрĕç. Паянхи кун çак пĕвере шыв шайĕ малтанхи пекех тăрать. Ялти халăх та кăмăллă. Пĕве вĕçĕнчи илемлĕ хăвалăх шывра. Çакăнта çĕнĕрен пулă ярса ĕрчетсен мĕн тери аван пулмалла! Пулă вăлча сапсан хур-кăвакал та хÿтлĕх тупĕ.