- Чăвашла верси
- Русская версия
Юна лайăхлатма
Эритроцитсемпе лейкоцитсем юншăн чи кирлĕ пайрăмсем /компонентсем/ шутланаççĕ. Юна мĕнле лайăхлатмалла-ши?
1. Гемоглобин лайăх е япăх пулни эритроцит шутĕнчен килет. Çавăнпа та унăн шайне ÿстерме тăрăшмалла:
Вăрманта ÿсекен çĕр çырли, шĕшкĕ, хĕрлĕхен курăкĕн тата кизил çулçисене пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла. 1 стакан вĕретнĕ шыва 2 апат кашăкĕ çак хутăша ямалла, 15 минут вĕретмелле, 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хутчен апат умĕн 1Ĕ3 стакан ĕçмелле.
Апат хыççăн пĕвер çине вĕри грелка хумалла.
Хăвăр миçерине кура çавăн чухлĕ хут сывлăш сывласа илмелле тата сывласа кăлармалла. Çапла кашни кунах тумалла.
Çутçанталăкра уçăлса çÿремелле, зарядка тумалла.
2. Лейкоцитсем хÿтĕлев тĕллевне пурнăçлаççĕ. Вĕсем кирлĕ чухлĕ пулччăр тесен:
3 эрне 0,5 стакан чухлĕ хĕрлĕ тĕслĕ сĕткен ĕçмелле. Пĕрремĕш эрнере кунне виçĕ хутчен, иккĕмĕшĕнче - кунне икĕ хутчен, виççĕмĕшĕнче - кунне пĕр хутчен.
Хура пилеш е унран хатĕрленĕ варени ?виçине пĕлсе% çимелле.
Çăмарта хуппине çăнăх евĕр вĕтетмелле, кунне 2-3 хутчен апат хыççăн чей кашăкĕн вĕçĕпе çимелле.
3. Сула /селезенка/ ĕç-хĕлне те лайăхлатмалла. Вăл юн тăвакан орган шутланать. Кун пек чухне йытпырши, календула чечекне тата вĕлтĕрен çулçине пĕр виçепе илмелле, 1 стакан вĕретнĕ шыва 1 апат кашăкĕ курăк хутăшне ямалла, 15 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне икĕ хутчен апат умĕн 1Ĕ4 стакан ĕçмелле.
Комментировать