Архив - 8 Мая, 2015 - Хресчен сасси
Улмуççи хуппи хăйпăнсан
Чылай çул ÿсекен улмуççи /21 çул/ вуллин аялти пайĕнчи хуппи çуркаланса пĕтнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн хăйпăнса ÿкес пекех. Вулă çинче шапа хуранне асаилтерекен вырăнсем йĕркеленнĕ. Йывăçăн çамрăк тураттисен хуппи те çуркаланать. Мĕн тумалла, улмуççие епле сиплемелле?
Лариса иванова. Канаш районĕ.
Ĕне çилли шатралансан
Шатра чирĕ ытларах чухне çамрăк ĕнесемпе сурăхсен тĕл пулать. Малтанах ĕне çилли çине çаврака пăнчăсем тухаççĕ, вĕсен хĕрри çутă хĕрлĕ тĕслĕ. Пăнчăсем вир кĕрпинчен кăшт пысăкрах çеç.
Каярах вĕсем тĕвĕленеççĕ те хăмпăланма тытăнаççĕ. Шыçă сухăр е çутă сарă тĕслĕ шĕвекпе тулать. Темиçе кун иртсен унта пуçтарăннă пÿр юхса тухать, çав вырăнта тарăн мар суран юлать. Ĕне çилли çинче шатрасем асăрхасан тÿрех ветеринари тухтăрне пĕлтермелле.
Ура тупанĕ çурăлсан...
Час-часах ура тупанĕ çурăлать. Ăна мĕнле сиплемелле-ши?
Валентина Егорова. Патăрьел районĕ.
Ура тупанĕ сахăр диабечĕпе, гастритпа чирлесен, çавăн пекех организма витаминсем çитмесен, ÿт-пÿ тулли пулсан çурăлать. Синтетика чăлхапа çÿрени те урана сиенлетет.
Хурăн сĕткенĕ
Кукаçи çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Хурăн папки тухма тытăнсанах сĕткенне пуçтаратчĕ вăл. Çапла майпа сывлăхне çирĕплететчĕ. Кукаçи чылай çул артритпа чирлетчĕ. Хурăн сĕткенне ĕçнĕ хыççăн унăн сывлăхĕ лайăхланатчĕ. Сиплĕскере кунне виçĕ хутчен апат хыççăн пĕрер апат кашăкĕ ĕçетчĕ. Сĕткене пылпа хутăштаратчĕ. Ăна холодильникра упратчĕ.
Хурăн сĕткенĕ пÿрене ĕçлеме пулăшать, организмри япала ылмашăвне йĕркене кĕртет, шăк йÿçекне кăларма пулăшать.
Ирина ЕФИМОВА.
Патăрьел районĕ.
Кук тĕрринчен мĕнле хăпмалла?
Çуркунне çитнĕ май пите кук тĕрри тухать. Çутă ÿт çинче вăл лайăх палăрать. Ăна пĕтерме тем те туса пăхрăм ĕнтĕ, анчах унран ниепле хăпса пĕтейместĕп. Тĕрлĕ крем сĕрнипе пит кушăрхарĕ, усси вара пулмарĕ. Вĕсене туянса укçа çеç пĕтертĕм. Кук тĕрринчен килти мелпех хăпма çук-ши?
Ксения М. Шупашкар районĕ, Кÿкеç поселокĕ.