Архив - 8 Мая, 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ
Пуканкасси хĕрĕ
Альбина Фомина хăй çуралса ÿснĕ ялтах, Вăрнар районĕнчи Пуканкассинче, пурăнать. Вырăнĕ тĕлĕнмелле хитре кунта. Вăрман, анлă уй-хир, йĕри-тавра çаран, таса та сиплĕ çăлкуçсем... Юнашарах Упаçырми юхса выртать. Чăн-чăн çăтмах тейĕн!
Хисеп çулĕ
Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче пурăнакан Галина Сергеева 77-ре халĕ. Апла пулин те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен эмел курăкĕсем пухать.
- Мĕн ĕмĕрĕпех пурнăç тăвассишĕн тăрăшрăм. Нушине сахал мар куртăм пулин те ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратма пултартăм, - тет хĕрарăм.
Мăшăрĕпе Николайпа çирĕм пĕр çул пĕрле пурăннă. Паян та кил таврашĕнчи ĕçсене унпа пĕрле тумалла та, анчах вăл юнашар çук, чире çĕнтерейменнипе хĕрĕх сакăр çултах çывăх çыннисенчен, ачисенчен яланлăхах уйрăлса кайнă.
Пĕр çыншăн - самолет
Тĕнчере кам хуçа? Вăй питти ирсĕр çынна влаç тилхепине тыттарма юрать-и? Мĕн патне илсе çитерет çакă? Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ "Çерем çинчи çиçĕм" çĕнĕ спектакльпе кураканăн кăмăлне тупрĕ.
Тăнăç пурнăçа хакласчĕ
Çу уйăхĕ ăшă та тÿлек çанталăк çеç мар, чаплă та пысăк уяв та илсе килет. Аслă Çĕнтерÿ кунне кам кĕтмест-ши? Астăватăп: мĕн ачаран çак кун умĕн ялти паттăрсене асăнса лартнă палăк тавра шăлса тасататтăмăр. Уяв çитсен вара унта шкулĕпех каяттăмăр. Малта пыракансем тĕрлĕ чечек-хăюпа илемлетнĕ, чăрăш лăссинчен çыхса çавăрнă венок йăтса пыратчĕç. Ăна тивĕçлисене çеç шанатчĕç. Ял халăхĕ те йышлă пухăнатчĕ.
Икĕ çунатран пĕрин ăшшине те курмарăм
Çын хыпарсăр çухалмасть теççĕ. Анчах манăн атте Георгий Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă.
Анне Дария Леонтьевна 1948 çулта сарăмсăр вилчĕ. Тылра хастар ĕçленĕшĕн медаль те пурччĕ унăн. Аттерен çамрăклах пĕччен юлнă пулин те ятне яман вăл.