Комментировать

8 Мая, 2015

Пĕр çыншăн - самолет

Тĕнчере кам хуçа? Вăй питти ирсĕр çынна влаç тилхепине тыттарма юрать-и? Мĕн патне илсе çитерет çакă? Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ "Çерем çинчи çиçĕм" çĕнĕ спектакльпе кураканăн кăмăлне тупрĕ.

Ку ĕç пĕччен фронтовикăн шăпине сăнлать. Акă вăл паянхи пурнăç: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кăтра Тимухха /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев/ нимĕнле саккуна пăхăнмасăр хăй йĕрке тăвать. Тĕлли-паллисĕр çÿрекен çамрăксене хăйне чăрмантаракан çынсене тĕп тума хушсах тăрать вăл. Хайхискер вăрçă ветеранĕн хваттерне хăй çине çыртарнă. Апла тăк мирлĕ пурнăçшăн юн тăкнă ватă мĕн тума кирлĕ ăна? Хисепе тивĕçлĕ çынна чыслă пытарнăшăн кăкăр çапать-ха тата. Ветерана пуçлăхах вĕлерттернине ял халăхĕ тĕшмĕртет, анчах явап тыттарма хăяймасть. Çутăшăн вăхăтра тÿлеймен Тăм Мирунне те /Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов/ çĕре чикесшĕн çакăнти ертÿçĕ. "Пурин умĕнче те ырă пулаймăн", - тÿрре тухма хăтланать Тимофей Софронович. Юрать-ха ялти ватăсем - Тăм Мирунĕ, Укахви /Чăваш халăх артистки Лидия Красова/, Яппун Кули /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Дмитриев/ - пĕр-пĕрне пăрахмаççĕ.

Тăм Мирунĕ 1941 çулта оккупациленĕ Кейÿ хулинчен выçă ачасене партизан отрядне ăсатнă. Хăй аманнă, кайран тыткăнра нушаланнă. Çакăн çинчен ял çыннисене каласа кăтартман вăрçă ветеранĕ. Мухтанасси, хăйне паттăр пек кăтартасси çук унра. Трагикамит пуçламăшĕнчех ялта шăв-шав çĕкленет. Пурте Израильтен килекен хаклă хăнасене кĕтме пуçлаççĕ. Аппăшĕпе шăллĕ Саррăпа /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина/ Мэир /Леонид Яргейкин/ хăйсене çăлнă Николай Тайорова шыраççĕ иккен. Анчах кам вăл? Ял халăхĕ пĕлмест. Яппун Кули хăйĕн тăванĕсене тупас тĕллевпе çыру хыççăн çыру шăрçаланă. Çаплипех шанчăкне çухатмасть ватă. Анчах кăлăхах - аппăшĕпе шăллĕнчен пĕр хыпар та килмест. Ак тамаша, хут çыракан Майоров вырăнне Тайоров тесе янă та урăх хушаматлă пулса тăнă Яппун Кули. Сăмах май, аякран куçса килнĕскер чăвашла вĕреннĕ.

Юратнă качакине вĕлернине чăтаймасăр аптăраса ÿкет Тăм Мирунĕ. Пĕрремĕш пулăшу пама тăнă Сарра Герберт хăйсене çăлнă салтака палласа илет. Еврей хĕрарăмĕ Израильтен самолет чĕнни - пуриншĕн те кĕтменлĕх. "Пĕр çыншăн-и?" - тĕлĕннине пытармасть пуçлăх. Этем пурнăçне нимĕнле укçапа та виçме çук. Çакна ăнланса илчĕ-ши Кăтра Тимухха?

"Бабий Яр /тĕрлĕ наци çыннине, çав шутра еврейсене те, персе пăрахнă вырăн/ историйĕпе тĕплĕнрех паллăшнă хыççăн çак пьеса çырăнма пуçларĕ. Еврейсем хăйсене пулăшнă чăвашсем патне те килсе тухма пултарнă", - каласа кăтартать пьеса авторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ тата çыравçă Анатолий Хмыт. Трагикамитре çынлăх ыйтăвне хускатнă. Йĕри-тавра пĕр-пĕрне ăнланни çитмест. "Спектакль вăхăтĕнче куççульпе йĕрекен арçынсене асăрхарăм. Чаршав хупăнсан артистсем хăйсем те хурланчĕç. Апла тăк трагикамит вĕсен чунне витернех", - пĕтĕмлетет автор. Куракансем тăвăллăн алă çупни те ĕç ăнăçлă пулса тухнине çирĕплетет.

Ку ĕç театр репертуарне ăнсăртран кĕмен. Иосиф Дмитриев ертсе пыракан наци драматургĕсен лабораторийĕнче вуласа кăтартнă ăна. Пьесăна ЧР Культура министерстви те ырланă.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.