Пуканкасси хĕрĕ

8 Çу, 2015

Альбина Фомина хăй çуралса ÿснĕ ялтах, Вăрнар районĕнчи Пуканкассинче, пурăнать. Вырăнĕ тĕлĕнмелле хитре кунта. Вăрман, анлă уй-хир, йĕри-тавра çаран, таса та сиплĕ çăлкуçсем... Юнашарах Упаçырми юхса выртать. Чăн-чăн çăтмах тейĕн!

Çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ вăл. Тăван тăрăхне чунтан юратнăран Пуканкассинчех юлас тенĕ. Ашшĕ-амăшĕ лартнă çуртра, тĕп килте тăван йăмăкĕпе пурăнать паян Альбина Дмитриевна. Хастар хĕрарăм Вăрнар тăрăхĕнчен кашни кун Шупашкара ĕçе çÿрет. 23 çул руль пăркалаканскер çил-тăманра та, йĕпе-сапара та машина тапратса вĕçтерет кăна вăл.

Альбина Фомина тесен малтанах ăна куç умне кăлараймарăм. Пĕлместĕп мар, виçĕ çул каялла Леонид Ильин ячĕллĕ премие тивĕçнине те илтнĕччĕ. Телефонпа çыхăнса унăн лăпкă, хăлхана ачашлакан пĕр кĕвĕллĕн юхса пыракан сассине илтсен вăл паян Чăвашрадиора ертсе пыракан, халăх кăмăлне каякан «Çула тухсан», «Тÿсĕм», «Чăваш тĕнчи» кăларăмсем аса килчĕç. Унпа темĕнччен калаçса ларнă май Альбина Дмитриевна радиожурналистикăна чунтан парăннине туйса илтĕм. Телекуравран, хаçатран та çывăхрах-мĕн радио уншăн. Унсăрăн çав ĕçе çĕнĕрен таврăнман та пулĕччĕ. «Журналистика килĕшет мана. Лайăх та ырă çынсем, вĕсен шăпи, тĕрлĕ пулăм çинчен материал хатĕрлетпĕр. Çак майпа эпир те халăха пăртак та пулин пулăшу кÿме пултаратпăр-çке. Чиновниксем патĕнче хÿтлĕх, тĕрĕслĕх тупаймасан редакцие килеççĕ. Ку савăнтарать. Апла пирĕн витĕм, вăй пурах. Çынсем шаннине, хисепленине хамăр та курса тăратпăр», - тет Альбина Дмитриевна.

 

Элĕк районне хупламалăх

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри историпе филологи факультечĕ хыççăн Альбина Фоминана направленипе Элĕк райхаçатне янă. Вăрнара, ачаран лайăх пĕлекен редакцие тем пек каяс тесен те лекеймен. Уншăн пачах та ÿкĕнмен вăл. Ĕçе пуçăннă вăхăтра хăйĕнпе пулса иртнĕ интереслĕ самантсене халĕ те манаймасть Альбина Дмитриевна. Ялхуçалăх пайĕнче ĕçлекен çамрăк корреспондент пĕррехинче номере кĕске материал сĕннĕ. Кăштахран унăн пÿлĕмне редактор вĕçтерсе кĕнĕ.

- Альбина, çакăнта мĕнле йăнăш куратăн? - ыйтнă хайхискер. Паллах, хăй статйинче нимĕнле çитменлĕх те тупайман вăл. Яваплă секретаре кăтартнă, вăл та курман. «Ку информацире çавăн чухлĕ тонна хăмла туса илнине палăртнă, «симĕс ылтăна» вара центнерпа виçеççĕ. Çырнине ĕненес пулсан - хăмли Элĕк районне виçĕ хутчен хупласа хумалăх та çитетчĕ», - тенĕ ăшшăн кулса редактор.

Çу кунĕсенче Элĕке яланах велосипедпа çÿренĕ Альбина Фомина. Куракăш çырми урлă каçма çăмăл пулманнине, унта мĕн чухлĕ асапланнине паянхи кун та манаймасть. «Эх, çак Элĕк çине хăçан бомба ÿкĕ-ши?» - теттĕм тарăхса», - иртнине кула-кула аса илет вăл халĕ. Чăтăмлăхĕ пĕтсе çитнĕ пикен, пĕрремĕш отпуск укçипе «Минск» мотоцикл туяннă. Çапла майпа тинех парăнтарнă Куракăш çырмине.

 

Комсомол секретарĕ

Элĕкре виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнма шухăшлать Альбина Фомина. Пултаруллă та харсăр корреспондента редактор ĕçрен ярасшăн та пулман. Çине тăнă кÿршĕ район пики. Анчах та ăна Вăрнар район хаçатне мар, ÿкĕте кĕртсе совхоз-техникума комсомол секретарьне вырнаçтарнă.

- Ĕçĕ калама çук интереслĕччĕ. Студентсемпе вăхăт иртни те сисĕнместчĕ. Тутарсем йышлăччĕ техникумра. Анчах та чăвашсене питĕ кÿрентеретчĕç. Халăх дружинин ертÿçи пулма хайхи тутарсен «чи аслине» суйласа лартрăм. Мĕн тетĕр, икĕ халăх хушшинчи туслăх çийĕнчех йĕркеленсе кайрĕ: вăрçă-харкашу та пĕтрĕ. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма тата темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме май пур, - каласа кăтартать Альбина Дмитриевна.

Чĕрĕ те харсăрскере кăштахран Вăрнар райкомĕн комсомол секретарьне суйлаççĕ. «Ун чухне çамрăкĕсем те пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ. Мĕнле кăна каçсем ирттермен-ши эпир? Çамрăклăх çав çулсенче иртнишĕн тем пек савăнатăп. Телейлĕ, çунатлă пулнă эпир. Кашни çынра ыррине, лайăххине курнă. Комсомол организацийĕ тĕлĕнмелле лайăх шкулччĕ», - чунне уçать Альбина Фомина. Йăлана кĕнĕ тăрăх тата комсомол секретарĕ пулнă май кашни призыв вăхăтĕнчех Вăрнар станцине каччăсене çара ăсатма тухнă. «Лайăх кайса килмелле, çĕршыва тивĕçлĕ сыхламалла, пирĕн санпа мухтанмалла пултăр, - çапла сăмахсем каласа ăсатни ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк чыс пулнă. Ывăлĕсене хисеп туни, манманни çывăх çыннисене куççуль кăларттарнă.

 

«Парнене ăçта хумалла?»

Вăрнар райкомĕн комсомол секретарĕ хыççăн Альбина Дмитриевнăна вырăнти радиона тĕп редактора суйланă.

- Эпир ытларах шкул ачисене явăçтараттăмăр. Мĕнле кăна конкурс-викторина хатĕрлемен-ши? Радио çурчĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Алăк кунĕпе те хупăнма пĕлместчĕ, - аса илет радиожурналист.

Пĕррехинче çапла «Районти радиона кам лайăхрах саламлать?» ятпа конкурса йĕркеленĕ. Саламĕпе пĕрлех редакцие парне йăтса килекен те нумай пулнă. «Ку япалапа мĕн тумалла?» - шăнкăравланă тĕп редактор патне оператор. «Студие кĕртсе хур», - хуравланă хирĕç. «Ку чĕрĕ. Кролик. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп», - пĕлтернĕ оператор. Ниçта хума аптранипе кайран çав кролике тăванĕсене парнеленĕ редактор. Кăштахран «Çĕнтерÿ çулĕ» Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне суйланă Альбина Фоминана.

«Лайăхах ĕçлерĕмĕр, йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр. 5 çул хушши дипломсене тивĕçрĕмĕр. Аван ĕçлени тепĕр чухне пурне те килĕшмест. Кайран уйрăм харпăрлăхри типографире вăй хума тытăнтăм», - паллаштарать Альбина Дмитриевна кунçулĕпе.

 

Атте пахчи - улма пахчи

- Çемьере иккĕмĕшĕ пулнăран манăн хамран кĕçĕннисене пăхма тивнĕ. Выльăх пăхнă, вутă хутнă... Шкултан таврăнсан хăвăртрах аннене пулăшма колхоз фермине чупнă: сысна та пăхнă, ĕне сунă, - ачалăхне куç умне кăларать Альбина Дмитриевна.

Ашшĕ-амăшĕ ĕç урлă тăван ывăл-хĕрне туслăха хаклама, пĕр-пĕрне хÿтĕлеме, йывăрлăхра алă пама вĕрентнĕ. Çичĕ пĕртăван паян питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.

Альбина Дмитриевна ялта йытă-кушак, чăхсем усрать. Хирти çĕр пайне тара панă. Йăмăкĕпе килте темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, чечексем ÿстереççĕ.

- Ялсăр пурăнаймастăп. Килте лăпкă, канлĕ. Шупашкарта пĕр кунлăха юлсан та темĕн çитмест пек туйăнать. Хуларан килсенех пахча тăрăх чупса çаврăнатăп, вара чун лăштах пулать. Пуринчен ытла вара кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерме юрататăп, - чунне уçать Альбина Дмитриевна.

Ашшĕн сачĕ тĕлĕнмелле пысăк. Чие, слива, груша, панулми кашни çулах çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Университетра вĕреннĕ чухнех пахча хыçне хурăн, çăка, çĕмĕрт йывăççисем лартнă хĕр. Халь вĕсем вăрман пулса кашлаççĕ. Ытарма çук хитре тавралăха тата та илем кÿреççĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.