Хисеп çулĕ

8 Мая, 2015

Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче пурăнакан Галина Сергеева 77-ре халĕ. Апла пулин те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен эмел курăкĕсем пухать.

- Мĕн ĕмĕрĕпех пурнăç тăвассишĕн тăрăшрăм. Нушине сахал мар куртăм пулин те ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратма пултартăм, - тет хĕрарăм.

Мăшăрĕпе Николайпа çирĕм пĕр çул пĕрле пурăннă. Паян та кил таврашĕнчи ĕçсене унпа пĕрле тумалла та, анчах вăл юнашар çук, чире çĕнтерейменнипе хĕрĕх сакăр çултах çывăх çыннисенчен, ачисенчен яланлăхах уйрăлса кайнă.

Галина Сергеева Красноармейски районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ. Пулас мăшăрĕпе Татмăш ялне аппăшĕ патне хăнана килсен паллашнă. Пĕр-пĕринпе çулталăка яхăн çыхăну тытнă хыççăн хĕрпе каччă 1954 çулта çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр ĕçсĕр ларман, Николай Сергеев Элĕкри пĕр предприятире электромонтерта тимленĕ, Галина Матвеевна «Волга» колхоз ферминче дояркăра вăй хунă. Иккĕшĕ те малашлăха çутă шанчăкпа пăхнă. Çавăнпах та пулĕ Сергеевсем ултă ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Анчах мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни Галина Матвеевнăн чĕрине хытах ыраттарнă. Хуйхăпа аманнă чунне ачисемпе тата ĕçри юлташĕсемпе калаçса пусăрăнтарнă. Йывăр пулсан та хуçăлса ÿкмен, кашни кунах фермăна утнă. Унтан килсен те кил-çуртра хупăнса ларман, Вутланти культура çуртне урай çума васканă.

- Ачасемшĕн вутри пек çунаттăм. Вĕсене пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел те ăс-тăнлă кăларасшăн вăй-хала хĕрхенмерĕм, - каласа парать Г.Сергеева.

Шел те, икĕ пепкине пытарма тивнĕ унăн. Халĕ ытти ачи ÿссе çитĕннĕ. Килĕ-çурчĕ кирпĕчрен. Лăпкăн кăна пурăн темелле. Çук вĕт, Галина Матвеевна çав-çавах ĕçпе вăхăта ирттерет. Çу кунĕсенче пушă самант тупăнсанах çырма-çатраллă вырăна васкать, эмел курăкĕ пуçтарать. 27 çул çак ĕçпе аппаланать. Эмел курăкĕсем пуçтарнипех çĕнĕ çурт тунă чухне строительство чылай материалне туянма пултарнă.

- Тăван хуçалăха çĕклессишĕн нумай тăрăшрăм. Вăй-хал пуртан хама хĕрхенме те пĕлмен, ĕçрен кунĕпе те уйрăлман, виç-тăватă сехет çывăрнипех çырлахнă, - иртни патне таврăнчĕ ватă.

Мĕн тăвас, пурнăçăн хăйĕн йĕрки: чăн-чăн хисеп патне илсе çитерекен çул яланах тумхахлă. Ĕçе юратни, халăх уттипе тан пыни ят-сума тивĕçме пулăшнă. Халĕ Галина Матвеевна ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать.

 

Юрий КОРНИЛОВ.

Элĕк районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.