Тăнăç пурнăçа хакласчĕ

8 Çу, 2015

Çу уйăхĕ ăшă та тÿлек çанталăк çеç мар, чаплă та пысăк уяв та илсе килет. Аслă Çĕнтерÿ кунне кам кĕтмест-ши? Астăватăп: мĕн ачаран çак кун умĕн ялти паттăрсене асăнса лартнă палăк тавра шăлса тасататтăмăр. Уяв çитсен вара унта шкулĕпех каяттăмăр. Малта пыракансем тĕрлĕ чечек-хăюпа илемлетнĕ, чăрăш лăссинчен çыхса çавăрнă венок йăтса пыратчĕç. Ăна тивĕçлисене çеç шанатчĕç. Ял халăхĕ те йышлă пухăнатчĕ. Пахчара пуç çĕклемесĕр ĕçлеме пăрахса мирлĕ пурнăçшăн пуçне хунă асаттесемпе асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене, ашшĕ-амăшне, тетĕшĕ-йăмăкне, тăван-пĕтенне тав тума, вĕсен умĕнче пуç тайма туртăнатчĕ ял халăхĕ. Çак йăла халĕ те кашни ял-хуларах упранать.

Вăрçăран таврăнайманнисене асăнма, ветерансене саламлама пухăнсан Çĕнтерÿ кунне халалланă юрăсем янăратчĕç. Пĕтĕм халăхпа та, уйрăммăн та пĕрре мар шăрантарнă вĕсене. Анчах ача чухне çак уяв мĕншĕн куççульлĕ иккенне, тен, чухласах та пĕтереймен-тĕр. Халĕ вара, çулсем иртнĕçемĕн, юн, тар шăрши çапнă уяв çинчен хайланă кĕвве илтмессрен куçăм шывланать. Çĕнтерÿ мĕн тери пĕлтерĕшлине, хаклине чăннипех те чунпа туятăн.

Савăнăç та, хурлăх та кÿрет çак уяв. Ара, вăрçă инкекĕ пур çемьене те пырса тивнĕ-çке. 1418 кунпа çĕр тăсăлнă вăрçă кашни киле хуйхă-суйхă илсе килнĕ. Республикăра вăрçă ахрăмĕ пырса тивмен пĕр ял кăна мар, пĕр çемье те çук. Фронта чăваш халăхăн 1/5 пайне ăсатнă-çке. Тăватă çул хушшинче 208 пин ывăлпа хĕр тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла çапăçу хирĕнчех пуç хунă. Пĕр çемьерен фронта пиллĕкĕн-улттăн тухса кайнă тĕслĕх те сахал мар. Хăш-пĕр амăшĕ каялла пĕрне те чĕрĕ-сывă кĕтсе илеймен... Çухату ытла та пысăк пулнă çав.

Кашни çапăçу хыççăн вилнисен шучĕ хăрушла ÿссе пынă. Анчах чунĕпе çирĕп, паттăр, хастар совет салтакĕ çĕршыв пуласлăхĕ унăн аллинче иккенне лайăх ăнланнă, çавăнпах тăшмана май пур таран хăвăртрах аркатассишĕн çуннă, паттăрлăхпа палăрнă. Ахальтен мар 54 пине яхăн ентешĕмĕре тĕрлĕ орден-медальпе чысланă. 80 ытла фронтовик /19-шĕ вилнĕ хыççăн/ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен 51-шĕ 28 çула та çитеймен. Чăваш Енĕн 16 паттăр салтакĕ - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.

Чĕрĕ-сывă таврăнайманнисен йышĕнче хыпарсăр çухалнисем те нумай. Вăрçă кĕрленĕ вырăнсенче тăванла масарсем юлнă. 300-400 пин салтак ĕмĕрлĕх канăç тупнă унта. Обелисксем çинче вара 50-100 пинĕшĕн ячĕ çеç çырăннă. Пурнăçне тăван çĕршывшăн, тăван халăхшăн шеллемен кашни салтак ячĕ «Астăвăм кĕнекинче» те палăрса юлать. Вĕсене пирĕн те асрах тытасчĕ. Вăрçă ветеранĕсене манманни вĕсенчен ытла хамăра кирлине манас марччĕ.

Чăваш çĕрĕ лаптăкĕпе пысăках мар пулин те Аслă Çĕнтерĕве çывхартассинче унăн пĕлтерĕшĕ те пур, нумай пулăшу кÿнĕ вăл. Пăшал йăтса чупакан та, суха тăвакан та эпир çĕнтерессе пĕр самантлăха та шанма пăрахман. Ăна тар тăкса, ыратăва пусарса çывхартма тăрăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пирĕн республикăра 75,5 пин ытла салтак хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче 13658 снайпер, минометчик, пулеметчик, танкист пулнă. Шел те, чылайăшĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 1942-1943 çулсенче çеç çамрăксемпе комсомол уйрăмĕсенчи хĕрарăмсен пайĕсенчен фронта валли 11,5 пин ытла телефонисткăпа радистка тата ытти специалиста хатĕрленĕ. Пин ытла медсестрапа икĕ пин ытла санитари дружинници хатĕрленĕ районсемпе хула комитечĕсем.

Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра Чăваш Енрен фронта 6 пин ытла хĕрарăм тухса кайнă. Хăшĕ-пĕри хĕç-пăшал тытса арçынпа юнашар тăшмана хирĕç çапăçнă.

Тылра та çăмăл килменнине пĕрре мар илтнĕ-курнă эпир. Ватти-вĕтти те тăшмана хăвăртрах тĕп тăвассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Уй-хирте ĕçленĕ, чăлха-нуски çыхнă... Нимĕç-фашист оккупацийĕнчен хăтарнă çĕрсенче ялхуçалăхне чĕртес ĕçре те республика сумĕ пысăк. Çĕрулми, тĕштырă вăрлăхне пин-пин тонна ăсатнă чăваш. 17 пин ытла выльăх пуçĕ панă. Пин-пин хĕр-упраçпа яшкĕрĕм ытти регионсене ишĕлнĕ заводсемпе шахтăсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма туха-туха кайнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 27 миллион совет çыннин пурнăçне илсе кайнă. Кашни çемье пĕр е темиçе тăванне çухатнă. Анчах çухатусăр çĕнтерÿ пулмĕччĕ...

1945 çулхи çуркуннене çывхартнă кашни паттăр ятне асра тытасчĕ. Мирлĕ те тăнăç пурнăçа хаклама пĕлесчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.