Таса çимĕç пуçтарса илесчĕ
Колорадо нăррине хими майĕпе пĕтермелли çинчен пĕлетпĕр. Анчах пирĕн кĕркунне пахчаран экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç пуçтарса илес килет. "Химипе" усă курмасăр ниепле те май килмест-ши?
Нина Васильева. Комсомольски сали.
Колорадо нăррине хирĕç ал айĕнчи япаласемпе усă курса та кĕрешме пулать. Çĕрулми, пахчаçимĕç йăранĕсене çапларах хатĕрленĕ шĕвекпе сапма сĕнетпĕр: 20-40 грамм хуçалăх супăньне чи вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырăр, 10 литр шывра ирĕлтерĕр. Сапма пуçличчен шĕвеке 1-3 сехет маларах хатĕрлемелле.
Çĕрулми аврисене алланă йывăç кĕлпе сапма юрать. 1 сотăй çĕр çине 10 литрлă пĕр витре кĕл каять. Кун пек мелпе усă курнă хыççăн 1-2 кунтан ватă нăрăсем те, унăн хурчĕсем те пĕтеççĕ. Кĕлпе çĕрулмине çумăр хыççăн е ирхи сывлăмпа сапаççĕ. 15 кун иртсен ку ĕçе тепĕр хут пурнăçлаççĕ. Çĕрулми йăранĕсене кĕлпе тата супăнь шывĕпе хатĕрленĕ шĕвекпе пĕрĕхтереççĕ: 1 кг алланă кĕле 5 литр шывра 15 минут вĕретеççĕ, 2 талăк тытсан сăрăхтараççĕ, 40 г вĕтĕ туранă супăнь хушаççĕ те пăтратаççĕ. Пурне те 10 литр шыва яраççĕ, çак шĕвекпе çĕрулмине пĕрĕхеççĕ.
Ытти майпа хатĕрленĕ шĕвекпе те усă курма пулать. 200 г вĕтетнĕ армути курăкне тата пĕр стакан алланă кĕл илĕр те 10 литр вĕри шыва ярăр. Шĕвек сивĕнсен çĕрулмине сапăр.
200 грамм кукша пуç тата чăрăш тăрри курăкĕсене илĕр, тураса вĕтетĕр те 7 литрлă витрене ярăр. Унта вĕри шыв хушăр та 15 минут вĕретĕр. Сăрăхтарăр. Хатĕр шĕвеке ?0,5 литра% 5 литр шывпа хутăштарăр та пахчара усă курăр.
Хăнкăла курăкĕ /клоповник/ ватă нăрăсене те, унăн хурчĕсене те пĕтерме пулăшать. Пĕр çыхха пуçтарнă курăка 10 литрлă витрене тачă вырнаçтармалла, 2-3 пачка ?50-шар грамли% махорка хушмалла. Вĕри шыв ярса 10 минут вĕретмелле, 2-3 талăк савăт хупăлчине уçмасăр тытмалла. Сăрăхтарсан çĕрулми аврисене сапмалла.