Архив - 6 Июл, 2016 - Хыпар
Эсир нумай-нумай çын пурнăçне çăлатăр
Ретро-автомобильсен куравне те йĕркеленĕ те — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра йĕркипе лартса тухнă çĕнĕ теçетке çурă "Лада-Гранта" машина пушшех илемлĕ курăнать. Юнашарах — вĕсен хуçисем, ПАИ инспекторĕсем. Вĕсем те паян уйрăмах илемлĕ — шурă кĕпепе, çĕкленÿллĕ кăмăллă... Тунтикун çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисем Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.
"ЕДИНАЯ РОССИЯ": Малашне те пĕр-пĕрне шанса тата тÿрĕ чунпа тăрăшăпăр
"Спартака" çĕнетме — 40 миллион ытла тенкĕ
Шупашкарти "Спартак" стадиона реконструкцилеме федераци бюджетĕнчен 40,44 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Çакна çирĕплетекен документа РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев алă пуснă, çĕршыв Правительствин сайтĕнче пичетленĕ.
Укçана футбол енĕпе 2018 çулта иртекен Тĕнче чемпионатне хатĕрленмелли программăпа килĕшÿллĕн уйăрма палăртаççĕ. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин бюджетĕнчи 11 миллион тенкĕпе стадиона çĕнетме усă курĕç.
Фермерсен хăвачĕ вăйланать
Республикăра ял хуçалăх продукцийĕ кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен 9,3 процент нумайрах туса илнĕ. Çак ÿсĕмре хресчен-фермер хуçалăхĕсен тÿпи те пур. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 1990 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7, 1996 ç. — 950, 2000 ç. — 1286, 2005 ç. — 1948, 2006 ç. — 1993, 2007 ç. — 2325, 2013 ç. — 1351, кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1384 /çулталăк каяллахинчен 5,1 процент ытларах/ ХФХ шута илнĕ. 1990 çулта вĕсем 81 гектар çĕрпе çеç усă курнă. 2007 çулта вăл 23058 гектара çитнĕ. Халĕ — 35,6 пин. Ăна пысăклатсах пыраççĕ.
Çĕнĕ микрорайонта — хăтлă поликлиника
Регионсен рейтингĕнче - Чăваш Ен 6-мĕш вырăнта
Мĕнпур регионăн, çав шутра Чăваш Республикин влаçĕсемшĕн 2015 çул экономика ÿсĕмĕн майĕсене, вырăнти экономикăна реструктуризацилемелли конкуренци аталанăвĕн çул-йĕрĕсене шыранипе уйрăлса тăни вăрттăнлăх мар. Экспертсем хакланă тăрăх — рынокра конкуренцие вăй пани çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕнче 5-6% йышăнма пултарать.
Патшалăх премийĕ яваплăха ÿстерет
Регионсен хушшинчи «ЭКА» экологи общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн членĕпе, Çĕмĕрлери Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче хушма пĕлÿ паракан педагогра тата йĕркелÿçĕре ĕçлекен Александра Лобочковăпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çамрăксен Патшалăх прем
Студентсем — коррупци пирки
Чăваш Енри студентсем коррупци пирки мĕн шухăшланине тата усал çак пулăма мĕнле йышăннине тĕпчес тĕллевпе ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтĕрхи юпа-чÿк уйăхĕсенче ыйтăм ирттернĕ. Пытарма кирлĕ мар: асăннă тытăмра преподавательсем вĕренекенсенчен взятка илнĕ тĕслĕхсем халĕ те тĕл пулаççĕ.
Мĕн улăштарасшăн?
Çамрăксен суйлав штабĕсен хастарĕсем кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче хĕрсемпе каччăсене паян мĕнле ыйтусемпе йывăрлăхсем хумхантарнине пĕлес тĕллевпе тĕлпулусем йĕркеленĕ, ыйтăмсем ирттернĕ.