Регионсен рейтингĕнче - Чăваш Ен 6-мĕш вырăнта

6 Утă, 2016

Мĕнпур регионăн, çав шутра Чăваш Республикин влаçĕсемшĕн 2015 çул экономика ÿсĕмĕн майĕсене, вырăнти экономикăна реструктуризацилемелли конкуренци аталанăвĕн çул-йĕрĕсене шыранипе уйрăлса тăни вăрттăнлăх мар. Экспертсем хакланă тăрăх — рынокра конкуренцие вăй пани çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕнче 5-6% йышăнма пултарать.

Раççейри регионсенче Конкуренцие аталантармалли стандарт ку енĕпе ĕçлемелли тĕп инструмент пулса тăнă. Ăна Çĕнĕ проектсене аталантармалли стратеги пуçарăвĕсен агентстви хатĕрленĕ. Çак стандарт влаç органĕсен ĕçне никĕслет, регионсен шайĕнче конкуренци политикин тытăмне çĕнĕ шая çĕклеме май парать. 2015 çулта ăна мĕнпур регион пурнăçлама тытăннă.

Стандартăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче — регионсен тата муниципалитетсен шайĕнче рыноксене аталантарасси, экономика ÿсĕмĕн хунавĕсене вăй парасси, тÿрĕ кăмăллă конкуренци валли условисем йĕркелесси, административлă чăрмавсене сиресси, инновацие хавхалантарасси, патшалăхăн экономикăри тÿпине чакарасси.

Конкуренцие аталантарма пулăшнине регионсен пуçлăхĕсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакламалли критерисен шутне кĕртнине кура асăннă стандарта пурнăçлас тĕлĕшпе вырăнсенче пушшех çине тăрса ĕçлеççĕ. 2016 çул пуçламăшĕнче мĕнпур регион пуçласа ку енĕпе отчет тунă, стандарта пурнăçланине ĕнентерекен кăтартусене РФ Правительстви çумĕнчи Анализ центрне, Çĕнĕ проектсене аталантармалли стратеги пуçарăвĕсен агентствине, РФ Экономика аталанăвĕн министерствине тата Монополипе кĕрешекен службăна панă. Çав кăтартусене тишкерсе Анализ центрĕ 2015 çулта конкуренцие аталантарассине пулăшнин шайĕ тăрăх регионсен пуçлăхĕсен рейтингне хатĕрленĕ. Вăл кĕпĕрнаттăрсем тата вĕсен командисем конкуренцие тĕрев панине хаклать. Урăхла каласан влаç органĕсем регионсенче конкуренцие аталантарма мĕнле пулăшнине кăтартать.

2015 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх рейтинг кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен лидерсен теçеткине кĕнĕ, 6-мĕш вырăн йышăннă.

Республикăра асăннă стандарта пурнăçламашкăн Экономика аталанăвĕн министерствине полномочи панă. Мероприятисен планне хатĕрленĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, ФАС управленийĕпе килĕшÿсем тунă. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш коллеги органĕ пулнă май асăннă ыйтусене куçран вĕçертмест. Экспертсен ятарлă ушкăнĕ те пур. Унта предпринимательсен пĕрлĕхĕн 12 представителĕ кĕнĕ. Экономика аталанăвĕн министерствин сайтĕнче «Конкуренцие аталантарасси» уйрăм пур — асăннă стандарта мĕнле пурнăçланипе тĕплĕ паллашма пулать.

Николай ДМИТРИЕВ


ХАКЛАВ

Владимир ИВАНОВ, ЧР Предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ:

— Ирĕклĕ конкуренци — экономика ÿсĕмĕн никĕсĕ. Чăваш Республикинче влаçсем бизнес представителĕсем çĕр ресурсĕсемпе, куçми пурлăхпа усă курмалли пĕр тан условисем йĕркелессине тĕпе хураççĕ, çак ĕçе çирĕп сăнаса тăраççĕ. Патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар, продукци туянасси тĕпрен илсен пĕтĕмпех тендер никĕсĕ çинче иртет. 2015 çулта конкуренцие аталантарма пулăшассин шайĕпе Чăваш Ен рейтингра 6-мĕш вырăн йышăнни шăпах çак ĕç тухăçлăхне çирĕплетет.

Çут çанталăк ресурсĕсемпе çыхăннă монополисем ĕçлекен отрасльсемсĕр пуçне Чăваш Енре экономикăн ытти мĕнпур сферишĕн пысăк конкуренци кăтартуллă. Çакна республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес суб˜екчĕсен шучĕ пысăкки те кăтартать — паян вĕсем 50 пине яхăн. Пĕлтĕр республикăра предпринимательсен шучĕ 700 çын чухлĕ хушăнчĕ. Эппин, Чăваш Енре конкуренци валли условисем лайăх, çакă экономикăна аталантарма пулăшать, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.