Студентсем — коррупци пирки

6 Утă, 2016

Чăваш Енри студентсем коррупци пирки мĕн шухăшланине тата усал çак пулăма мĕнле йышăннине тĕпчес тĕллевпе ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтĕрхи юпа-чÿк уйăхĕсенче ыйтăм ирттернĕ. Пытарма кирлĕ мар: асăннă тытăмра преподавательсем вĕренекенсенчен взятка илнĕ тĕслĕхсем халĕ те тĕл пулаççĕ.

Ыйтăм кăтартăвĕсемпе вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин çак кунсенче иртнĕ ларăвĕнче паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — ыйтăма хутшăннисен 69% “Коррупци — должноçри çынсем шанса панă полномочисемпе тата правасемпе хăйсем пайта илес тĕллевпе усă курни” тесе шухăшлать, 27% çак ăнлав должноçри çынсем мар, вĕренÿ заведенийĕнчи кирек хăш сотрудник та асăннă меле суйласа илнипе çыхăннине каланă, 4% хурав пама тăхтанă. Пĕлтĕр, 2014 çултипе танлаштарсан, коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхе асăрхасан вĕренÿ организацийĕн ертÿçине е яваплă органсене пĕлтерме хатĕррисен йышĕ 10% ÿснĕ, 40% çитнĕ.

Респондентсен шухăшĕпе — усал пулăма тупса палăртассин йывăрлăхĕсем çаксем: граждансен сÿрĕклĕхĕ — 31% /виçĕмçул ку шухăша ыйтăма хутшăннисен 23% палăртнă/, кунашкал ĕçсене вăрттăн тума тăрăшни — 26% /21%/, саккунсем пурнăçланассине ĕненменни — 22% /21%/, должноçри çынсем тавăрасран хăрани — 19% /14%/, общество коррупципе кĕрешесси пирки шухăшламанни — 13 % /16%/, уйрăм çын менталитечĕ — 11% /11%/.

38% çакнашкал преступленисене тупса палăртассин кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерсе унăн право пĕлĕвне пысăклатма сĕннĕ. 37% ку усалпа кĕрешме тата ăна тупса палăртма ертÿлĕхĕн çирĕп политики çеç пултарайнине асăннă. 25% сĕнÿсем паман.

Ыйтăма хутшăннисен çурри ытла /66%/ коррупци палăрăмĕсене служба вырăнĕпе усă курса пурлăх е укçа-тенкĕ вăрланинче, взятка панипе илнинче курать, 19% — административлă правăна пăснинче /пысăках мар япала вăрлани/, 10% — дисциплинăна пăснинче, урăхла каласан — хăйĕн статусĕпе усă курса мĕн те пулин тунинче, 7% — граждан-право юраман ĕçĕсене тунинче /3 пин тенкĕрен хаклăрах парнесем/, 3% хуравлама тăхтанă. 49% правăна пăснă тĕслĕхсен, коррупципе çыхăннисен, тĕп уйрăмлăхĕ чарусене пăхăнманни тесе шухăшлать. 64% вĕсене яваплă органсен тупса палăртмаллине çирĕплетет.

Ку анкетăна ирттернĕ май 12 вузри 1110 студента /2014 çулта — 9 аслă шкулти 812 çынна/ тата професси пĕлĕвĕ паракан 19 учрежденири 1306 çамрăка /23 тата 1980/ ыйтусене хуравлаттарнă. Социаллă тĕпчеве республикăри 8 районпа хулари 2416 хĕрпе каччă /2792/ хутшăннă: çав шутран 12% — 16 çула çитеймен, 59% — 20 тултарман, 27% — 20-30 çулсенчисем, 2% — 30-тан иртнисем.

Светлана Петрова кăçалхи пуш уйăхĕнче професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен студенчĕсен хушшинче ирттернĕ ыйтăм пирки те каласа кăтартрĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче çакă палăрнă: çамрăксен 81% вĕренÿ заведенийĕнче коррупци палăрăмĕсемпе тĕл пулман, 12 процентĕнчен учреждени ĕçченĕсем взятка ыйтнă, 7% хурав пама тăхтанă.

Вĕренекен çамрăксем коррупципе кĕрешессин ыйтăвĕсене лайăх ăнланччăр тесе “Коррупци: выляса илни е тăкак?”, “Тавтапуç калама ан чарăн, çапах юттине ан кĕт”, “Таса чунлă пул”, “Коррупципе кĕрешетпĕр”, “Коррупци пирки мĕн пĕлетĕн?”, “Коррупцие мĕнле йышăнатăп?”, “Раççей саккунĕсем — коррупципе кĕрешме” темăсемпе класс сехечĕсем, калаçусем, Чăваш Республикин прокуратурин, следстви управленийĕн, Шалти ĕçсен министерствин представителĕсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. “Çавра сĕтелсен”, информаци сехечĕсен, право пĕлĕвĕсен эрнисен усăлăхĕ пысăк пулнине те палăртмалла. Вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсеренех çакнашкал 500 ытла мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан пĕтĕм учрежденире çулсеренех юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ пулать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.