"ЕДИНАЯ РОССИЯ": Малашне те пĕр-пĕрне шанса тата тÿрĕ чунпа тăрăшăпăр

6 Июл, 2016

"Единая Россия" партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Шăпах унта партин суйлав умĕнхи "Кашнин ăнăçăвĕ — Раççей ăнăçăвĕ" программине йышăннă.

Съездрах РФ çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думине пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе кандидатсем тăратнă тата территори ушкăнĕсемпе парти списокĕсене йĕркеленĕ. Паллах, çак йышăнăва тунă чухне малтанхи сасăлавăн пĕтĕмлетĕвĕсене шута илнĕ. Дума списокĕн 16 ;-лĕ регион ушкăнне /унта Чăваш Ен, Мари Эл, Мордва, Чулхула облаçĕ кĕреççĕ\ пирĕн республикăран РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров кĕнĕ. Пĕр мандатлă 38-мĕш Шупашкар округĕпе Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова тăратнă. Шăпах çак кандидатсем съездăн иккĕмĕш тапхăрĕ пирки пресс-конференцире тĕплĕнрех каласа кăтартрĕç. Вĕсем пленарлă ларăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата çĕршыв премьер-министрĕ, парти председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнни съездăн сумне пушшех те ÿстернине палăртрĕç.

"Раççей Президенчĕ Владимир Путин темиçе çул каялла хăйĕн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ "Единая Россия" пирки çĕршыври ертсе пыракан парти тесе пĕлтерчĕ, ăна суйлавçăсем шаннине палăртрĕ. Пирĕн малашне те пĕрле — пĕр-пĕрне шанса тата тÿрĕ чунпа — ĕçлемелле", — терĕ Николай Малов.

Партин суйлав умĕнхи программине съездăн пĕрремĕш тапхăрĕ хыççăн çĕршывăн тĕрлĕ хулинче профиль форумĕсенче сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, вĕренÿпе ăслăлăх сферинчи йывăрлăхсене Новосибирскра иртнĕ форумра тишкернĕ, унăн координаторĕсенчен пĕри Алена Аршинова пулнă. Магнитогорскра экономика аталанăвĕн мелĕсем пирки калаçнă. Съездăн иккĕмĕш тапхăрĕнче çак ĕçе малалла тăснă, делегатсем пысăк пĕлтерĕшлĕ документ положенийĕсене вунă площадкăра сÿтсе явнă. Чăваш Ен представителĕсем виçĕ секцие — вĕренÿ, пурнăç пахалăхне ÿстерессин тата влаç тухăçлăхĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленисене — хутшăннă.

"Çĕр ытла страницăран тăракан программа докуменчĕ — партин çитес пилĕк çулти ĕçĕн стратегийĕ, вăл кашни облаçа пырса тивет. Вĕренÿ сферипе çыхăннă сĕнÿсене хатĕрлес ĕçе хам ертсе пынăран педагогика пĕрлĕхĕ тăратнă пĕтĕм ыйтăва шута илнине шантарсах калатăп. Çак программăна пĕтĕм Раççейри суйлавçăсен, çав шутра — Чăваш Енре пурăнакансен те, наказĕсем кĕнĕ. Эппин, кашни суйлавçă сассине илтнĕ", — терĕ Алена Аршинова пирĕн республикăра пурăнакансем сĕнÿсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннине съезд вăхăтĕнче партин генеральнăй канашĕн секретарĕн заместителĕ Андрей Исаев та палăртнине пĕлтернĕ май. Алена Игоревна Чăваш Енре пурăнакансем тĕлпулусенче шкул автобусĕсем кивелсех пыни çинчен тăтăшах систернине каларĕ. "Вĕсен сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр, çывăх вăхăтра федерацин "Шкул автобусĕ" программи старт илет. Чăваш Республики çĕнĕ шкулсен строительствипе çыхăннă проекта халех хастар хутшăнни савăнтарать", — калаçăва тăсрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ хăйсем суйлавçăсем тăратнă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе малашне те тăрăшса ĕçлессине палăртнă май.

Леонид Черкесов Дмитрий Медведев съездра каланă сăмахсене — суйлавçăсене ахаль шантармалла марри тата шантарнине пурнăçламалли пирки — аса илтерчĕ, "Тĕрлĕ шайри депутатсем панă шантарусене пурне те чăна çавăрмалла", — терĕ. Вăл парти программине хатĕрленĕ чухне суйлавçăсем тĕлпулусенче тăратнă сĕнÿсемпе ыйтусене шута илнине çирĕплетрĕ. Чылай ыйтăва вырăнтах татса пама май килни, хăшĕсене вара регион тата федераци пулăшăвĕ кирли çинче чарăнса тăчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ съездра "Пурнăç пахалăхĕ" площадкăра Чăваш Енĕн тĕп хулинче çынсене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ хваттерсене куçарассипе çыхăннă программа çинчен каласа кăтартнă. Шупашкарăн опычĕ — çĕршывра чи малтан хваттерсен метрпа çыхăннă чи пĕчĕк лаптăкне палăртни /текех общежитисем хăпартас мар тесе/, социаллă çурт-йĕр нумай туни тата ăна коммерцисĕр майпа тара пани — ыттисемшĕн те усăллă пуласса шаннине палăртрĕ Леонид Ильич.

Николай Владимиров çĕршыв Президенчĕ съездра: "Эпир Раççее вăйлăрах тăватпăр", — тенине аса илтерчĕ, Раççейре пурăнакан кашни çын — пысăк хулара тĕпленнĕ-и вăл е ялта-и — хăйне туллин кăтартма тата ĕмĕчĕсене чăна çавăрма пултартăр терĕ.

Журналистсем Николай Маловран мĕншĕн парти списокне куçни пирки ыйтрĕç: вăл малтанхи сасăлава пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе хутшăннă-çке. Николай Владимирович "Единая Россия" партин тĕп аппарачĕ çакăн пек йышăну тунине пĕлтерчĕ, "Çавăнпа эпĕ Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи пулнă май партин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемшĕн ĕçлĕп", — терĕ. Сăмах май, кунашкал лару-тăрăва вăл çеç лекмен. "Единая Россия" Раççейри 225 суйлав округĕнчен 18-шĕнче хăйĕн кандидачĕсене тăратман.

Николай Малов "Кашнин ăнăçăвĕ — Раççей ăнăçăвĕ" программăна пурнăçлама партин пур членĕн те хастар хутшăнмаллине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн суйлав программине Чăваш регион уйрăмĕн утă уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче иртекен конференцийĕнче йышăнассине пĕлтерчĕ. "Çак съезда хутшăннă май "Единая Россия" ертсе пыракан политика партийĕ текен шухăш пушшех те çирĕпленчĕ. Раççей Президенчĕпе пĕрле эпир чылай ĕçе пурнăçлама пултаратпăр", — пĕтĕмлетрĕ Николай Малов.

Суйлавччен вăхăт нумаях юлмарĕ. "Политика кĕрешĕвĕ уçă та тĕрĕс иртĕ. "Единая Россия" — чăн ĕçсен партийĕ", — тенĕ Михаил Игнатьев съездăн пленарлă ларăвне хутшăннă хыççăн. Вăл суйлавçăсен шанăçне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçласа çĕнсе илнĕ политика партийĕсен кандидачĕсем яланах çĕнтернине палăртнă. Çитес суйлавра та çаплах пуласса шанатпăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.