Мĕн улăштарасшăн?
Çамрăксен суйлав штабĕсен хастарĕсем кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче хĕрсемпе каччăсене паян мĕнле ыйтусемпе йывăрлăхсем хумхантарнине пĕлес тĕллевпе тĕлпулусем йĕркеленĕ, ыйтăмсем ирттернĕ.
Çак ыйтăмсене Раççейĕн 73 регионĕнчи темиçе пин çамрăк, ытларахăшĕ — студентсем, хутшăннă. Пĕтĕмпе çĕр-çĕр пайăр сĕнÿ пухнă, штабсем чи çивĕччисене тата пĕлтерĕшлисене суйласа илсе “Единая Россия” партин суйлав умĕнхи программине кĕртме тăратнă. Чи лайăх сĕнÿсен рейтингне хатĕрлес тĕллевпе онлайн-сасăлав ирттернĕ, унта Чăваш Енре пурăнакансем те хутшăннă. Парти программине çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ съездра çирĕплетнĕ. Паян вара вулакансене çамрăксен наказĕсемпе çывăхрах паллаштарас килет. Мĕн пирки ĕмĕтленеççĕ тата мĕн улăштарасшăн вĕсем? Çакă сĕнÿсен рейтингĕнчен аван курăнать.
1. Билетсене çамрăксене çăмăллăхлă хакпа сутмалли программăна ĕçе кĕртмелле /онлайн-сасăлава хутшăннисен 16,5% ку шухăша ырланă/.
2. Çамрăк специалистсен хăйсен пĕлĕвĕпе чăн пурнăçра усă курма, унпа ĕçлесе илме майсем пулмалла. Хĕвелтухăç космодромне тунă çĕрте студентсен отрячĕсен йышĕпе пĕтĕм Раççейри пин-пин студент ăнăçлă ĕçленĕ. Çавăнпа пикесемпе йĕкĕтсем валли пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕтĕм проекта пурнăçа кĕртнĕ çĕре хутшăнма условисем туса хумалла /15,5%/.
3. Вĕренекенсем çĕршывăн пĕтĕм территорийĕнче çăмăллăхсемпе ирĕклĕн усă курма пултарччăр тесе студентăн федерацин пĕрлехи карттине хатĕрлемелле /13,6%/.
4. Çамрăксен ĕç рынокĕ, экономика тата социаллă сфера ыйтнине туллин тивĕçтерекен специальноçа суйласа илме май пулмалла. Çавăнпа тĕпчевсем ирттерсе кашни çулах чи кирлĕ профессисен /50-ран кая мар/, çав шутрах — инженери тата техника сферинче те, списокне палăртса пичетлемелле. Ку студентсемпе абитуриентсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне ăнăçлă суйлав тума пулăшĕ /13%/.
5. Аслă шкул аккредитацисĕр юлсан патшалăх вĕренекенсен интересĕсене хÿтĕлеме тивĕç. Ун пек чухне студентсене мĕн пулса иртни пирки маларах пĕлтермелле тата вĕсене май килнĕ таран хăвăртрах урăх заведение куçармалла /11,7%/.
6. Çамрăксен туризмне çул парас тесе аслă шкулсен инфратытăмĕпе анлăрах усă курмалла, çуллахи вăхăтра вăл ытларах чухне пушах. Общежитисене кĕске вăхăтлăха, хăна çурчĕсемпе танлаштарсан чылай йÿнĕрех хакпа вырнаçма май пурри — Раççейĕн тĕрлĕ хулипе паллашмалли лайăх шанăç, çав шутрах — чикĕ леш енчен килнĕ студентсемшĕн те /10,3%/.
7. Студентсен общежитийĕнче пурăннăшăн тÿлемелли хак ÿсĕмĕ инфляци шайĕнчен пысăк пулмалла мар — çак нормăна саккунсен шайĕнчех палăртмалла /7,8%/.
8. Хĕрсемпе каччăсене тĕллевлĕн вĕренме пухасси пирки калакан информацие системăлани унпа кăмăл пуррисене пурне те паллашма май парать. Абитуриентсем конкурса хутшăнма, организацисемпе вĕреннĕшĕн тÿлесси çинчен контракт тума тата каярахпа унтах ĕçе вырнаçма пултараççĕ /4,4%/.
9. Вĕренÿ тата хуçалăх енĕпе тăвакан йышăнусемпе паллашма майсем йĕркелемелле. Хире-хирĕçле çыхăну пур чухне студентсем организаци пурнăçне ытларах хутшăнаяççĕ: общежитисене вырнаçнинчен пуçласа ăслăлăх тĕпчевĕсем çырасси таранах. Тĕслĕхрен, аслă шкулсен сайчĕсенче вырнаçтарнă лекцисем тăрăх Раççейри миллион çамрăк çеç мар, чикĕ леш енче пурăнакансем те пĕлĕвне тарăнлатма пултараççĕ /3,7%/.
10. Халĕ пур ăнланманлăхсене пĕтерес тĕллевпе аслă шкулсен тата вырăнти влаç органĕсен требованийĕсенче стипенди илмелли йĕркене тĕплĕн палăртмалла, çав шутрах мĕнле документсем кирлине тата ыттине те çырмалла /3,6%/.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас