Патшалăх премийĕ яваплăха ÿстерет
Регионсен хушшинчи «ЭКА» экологи общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн членĕпе, Çĕмĕрлери Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче хушма пĕлÿ паракан педагогра тата йĕркелÿçĕре ĕçлекен Александра Лобочковăпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çамрăксен Патшалăх премийĕсене 2015 çул кăтартăвĕсемпе тивĕçнĕ лауреатсене панă хыççăн, тĕл пултăмăр. Çавăнпа пике, сумлă наградăна тăван тавралăха сыхлас ĕç енĕпе, «Хут шăв-шавĕ» экологипе çутĕç проектне пурнăçа кĕртнĕшĕн илнĕскер, хавхаланса калаçрĕ.
— Эпĕ хам лауреатсен йышне кĕнине пĕлсен малтан ĕненмерĕм, каярахпа вара питĕ савăнтăм. Çав хушăрах яваплăх туйăмĕ пушшех те ÿсрĕ, эпĕ Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче ĕçлетĕп-çке, манăн вĕренекенсене яланах ырă тĕслĕх кăтартмалла, — терĕ Александра. — Правительство çуртĕнче паян пĕрремĕш хут пулса куртăм. Питĕ хитре унта. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пире саламларĕ, преми панă хыççăн “çавра сĕтел” ирттерчĕ. Унта çамрăксен проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, хĕрсемпе каччăсене общество ĕç-хĕлне явăçтарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Общество ĕçне çамрăксен хастар хутшăнмалла, мĕншĕн тесен пуласлăха эпир хамăр тăватпăр. Çак преми мана эпĕ тĕрĕс çулпа пынине, хамăн вăйпа, ăс-хакăлпа кирлĕ пек усă курнине çирĕплетсе пачĕ.
— Сирĕн проект пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.
— Çĕнни — манăçа тухнă кивви. Эпир тахçан макулатура пухаттăмăр, темшĕн ăна пăрахăçларăмăр. Çак ĕçе халĕ те, çитменнине — халăха усă кÿрсе, тума пулать-çке. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче хам вăй хуракан центрта регионсен хушшинчи “ЭКА” экологи общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн муниципалитетри штабне йĕркелерĕмĕр, эпĕ — унăн председателĕ. Экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлеме пуçланă май кивĕ хут таврашне пухас шухăш çуралчĕ. Ăна, экологи тĕлĕшĕнчен тасаскере, тирпейлесе тепĕр хут ĕçе яма, çурта ăшăтмалли материал хатĕрлеме пулать. Унсăр пуçне пĕр тонна макулатура 10 йывăçа, 20 тонна шыва, çавăн пекех электроэнергипе кислорода упраса хăварма пулăшать. Çакна шута илсе “Хут шăв-шавĕ” проект хатĕрлерĕм. Ăна “ЭКА” организацин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçине Александр Воробьева кăтартрăм. Вăл ăна мĕнле анлăлатмаллине, пуянлатмаллине ăнлантарчĕ, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствипе çыхăнчĕ. Эпĕ хатĕрленĕ ĕçĕн тĕп тĕллевĕ — обществăн экологи культурине йĕркелесси-çке, çитĕнекен ăрăва çут çанталăка юратма тата упрама вĕрентесси, ресурссене перекетлеме хăнăхтарасси. Асăннă ведомство тăрăшнипе проекта Çĕмĕрлере çеç мар, пĕтĕм республикăра пурнăçа кĕртме май килчĕ. Кашни район-хуларах макулатура пухнипе пĕрлех вĕренÿ учрежденийĕсенче эко-уроксем те ирттернĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Халĕ вăл пĕтĕм Раççейри кампани никĕсĕ пулса тăчĕ, унта тепĕр 8 регион хутшăнчĕ те ĕнтĕ.
— Мĕншĕн шăпах экологие суйласа илтĕр? Е унпа мĕн пĕчĕкренех кăсăкланнă-и?
— Шкулта вĕреннĕ чухне театр кружокне çÿреттĕм, экологи кăсăклантарман мана. Çулталăк каялла Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн директорĕ Елена Голованова манăн çак енĕпе ĕçлес килмест-и тесе ыйтрĕ. Мана çĕнни яланах интереслентерет, çавăнпа “ЭКА” вырăнти штабне уçрăм, ачасен экологи культурине йĕркелес тата ÿстерес енĕпе ĕçлеме тытăнтăм. Эпĕ çак центрта — 2011 çултанпа: малтан — секретарь, çав хушăрах Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институтĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм; 2015 çултанпа — хушма пĕлÿ паракан педагог тата йĕркелÿçĕ. Пирĕн коллектив питĕ туслă пулнине палăртса хăварас килет. Ман пата ачасем эрнере виçĕ хут килеççĕ. Эпир вĕсемпе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсенче пулатпăр, экологи акцийĕсемпе уявĕсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ конкурспа фестивале хутшăнатпăр, экологи темипе информаци буклечĕсем кăларатпăр, йывăç-тĕм лартатпăр. “ЭКА” организаци мероприятийĕсенче — “Йывăç ларт тата ăна упра”, “Вĕçенкайăксене сăнамалли кунсем”, кивĕ батарейкăсене пухмалли акцире тата ыттисенче — хастарлăх кăтартатпăр. Ачасене çакă йăлтах питĕ килĕшет. Вĕсемпе похода пĕрремĕш хут кайнине аса илетĕп. Ун чухне хăшĕсем кирлĕ мар хута е ытти япалана ăçта килнĕ унта пăрахса хăварма пултарнă тăк халĕ вĕсем пачах урăхла шухăшлаççĕ. Ăпăр-тапăра уйрăм пухмаллине те ăнланаççĕ.
— Эппин, эко-уроксем ирттернин усси пурах?
— Паллах. Пирĕн центрта “Супер ачасем” уйрăм та пур, унта шкулчченхи ÿсĕмри ачасем — 4-6 çулсенчисем — килеççĕ. Вĕсем те “ЭКА” штабне çÿреççĕ, хăйсем пирки “Эпир халĕ вăрманшăн яваплисем” теççĕ. Чи пĕчĕккисене “ЭКАлята” значоксем патăмăр. Сăмах май, пирĕн штаб хастарĕсен пурин те “ЭКА” организацин галстукĕсем пур. Шел, футболкăпа куртка сахалрах, çавăнпа патшалăх премийĕпе атрибутика та туянас тетĕп. 4-6 çулсенчисем валли аппликацисен куравне, “ЭКА-мода” ирттертĕмĕр. Юлашкинчен асăннă мероприятие хутшăнмашкăн ашшĕ-амăшĕ пепкисем валли картонран, михĕсенчен питĕ интереслĕ костюмсем хатĕрленĕ. Штаба çÿрекен аслăрах ачасем ăпăр-тапăртан тата йĕкелсенчен, çулçă таврашĕнчен мĕн тери хитре япаласем ăсталаççĕ: картинăсем, тĕкĕр, “Патша тронĕ” тесе ят панă пукан... Çав пукан çитĕннĕ çын йывăрăшне те чăтать. Ытти ача çак ĕçсене курать те кирлĕ мар тесе кăларса ывăтма хатĕрленнĕ япаласенчен мĕн тери хитрелĕх ăсталанинчен тĕлĕнет, ман пата кружока çÿремешкĕн ирĕк ыйтать. Паллах, эпĕ хирĕçлеместĕп. Ачасем хăйсем мĕн курнипе тата ытларах кăсăкланаççĕ. Акă пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче вĕсемпе республикăри “Симĕс Чăваш Ен” III экологи форумĕнче пленкăна тирпейлесе тепĕр хут ĕçе янине, брусчатка мĕнле кăларнине, хутран мĕн тунине сăнарăмăр. Çул çитменскерсен кăсăкланăвĕ пушшех ÿсрĕ.
— Сире çак форума йĕркелеме хутшăннăшăн — ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин, Çĕмĕрлере «Велокун» экологи уявне ирттернĕшĕн Раççей Симĕс юхăмĕн Тав çырăвĕсене панă. Тата мĕнле мероприятисене хутшăнни асра юлчĕ?
— Çĕмĕрле хулинчи çамрăксен суйлав комиссийĕн йышĕнче пулнă май тĕрлĕ семинара хутшăнатăп, унта пире аслăрах çултисем хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче Ульяновск хулинче иртнĕ волонтерсен Пĕтĕм тĕнчери 2-мĕш шкулĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Шăпах экологи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă çĕре лекрĕм. Пирĕн республикăра тăван тавралăха хÿтĕлес енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Усăллине нумай пĕлтĕм çав шкулта. Педагогика идейисен ярмăрккине хутшăнтăм. Республикăри педагогсен хушшинче экологи енĕпе йĕркеленĕ «Пире çак тĕнчене упраса хăварма пилленĕ» IV фестивалĕн призерĕсен йышне кĕни те малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Манăн педагогика стажĕ пысăках мар, çавăнпа «Педагогика дебючĕ» конкурсра ăсталăх шайне тĕрĕслес терĕм. Куçăн мар тапхăр витĕр ăнăçлă тухса финалистсен йышне кĕтĕм. Çакнашкал конкурссем çĕннине пĕлме пулăшнипе пĕрлех çынсене, уйрăмах, çамрăксене, малалла аталанма та хавхалантараççĕ. Унта кăçал та хутшăнасшăн. «Педагогика дебючĕн» çĕнтерÿçисене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килнĕччĕ. Михаил Васильевича çамрăксене професси тата ытти енĕпе ÿсме-аталанма майсем туса панăшăн чĕререн тав тăвас килет.
— Мĕнле шухăшлатăр: Чăваш Енре хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çителĕклĕ пулăшаççĕ-и?
— Пирĕн республикăра пултаруллă хĕрсемпе яшсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшни савăнтарать. Çамрăксен патшалăх премийĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендийĕ, тĕрлĕ конкурс, грантсем... Ÿркенмелле мар çеç, проектсем хатĕрлемелле, мероприятисене хутшăнмалла. Пирĕн регионта Çамрăксен правительстви те, кадрсен резервĕ те пур. Çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн та пулăшаççĕ. Конкурссенче тивĕçлĕ хавхалантарма пĕлеççĕ. Акă «Педагогика дебючĕн» çĕнтерÿçине тинĕс хĕрринче канма путевка панăччĕ. Паянхи çамрăксем хăйсем те питĕ хастар та пуçаруллă пулнине палăртса хăварас килет.
— Хальхи вăхăтра мĕнле проектпа ĕçлетĕр?
— Çынсем кирлĕ мар тесе кăларса пăрахакан ăпăр-тапăра уйрăм пухассине йĕркелессипе çыхăннă проектпа. Хытă каяша уйрăм пухни экологие те ырă витĕм кÿрет.
— Çамрăксене мĕн сунас килет?
— Тунă çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармалла мар, шав малалла ăнтăлмалла. Хăвăр вăя шанăр, çĕнĕ ĕçе пуçăнма ан шикленĕр. Пурне те ăнăçу сунатăп.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас