Лауреатсем

21 Утă, 2016

Ачасене янттине хăнăхтармалла мар

«Шкул ачине мухтани учительшĕн чи пысăк савăнăç», — тенĕ Шарлотта Бронте. Паллах, вĕрентекенĕн ĕçне хаклани те ачасен питĕнче йăл кулă çуратмаллах. Эппин, пĕлÿ тĕнчине ертсе каякан çын ахаль тăрăшмасть.

6 Утă, 2016

Патшалăх премийĕ яваплăха ÿстерет

Регионсен хушшинчи «ЭКА» экологи общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн членĕпе, Çĕмĕрлери Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче хушма пĕлÿ паракан педагогра тата йĕркелÿçĕре ĕçлекен Александра Лобочковăпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çамрăксен Патшалăх прем

18 Кăрлач, 2014

Журналистсен премийĕсен 2013 çулхи лауреачĕсем

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче республикăри журналистсен С.В.Элкер, Н.В.Никольский тата Л.И.Ильин ячĕллĕ премийĕсен комиссийĕсен тата Чăваш Ен Журналистсен союзĕн правленийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта 21 журналистăн ĕçĕсене тишкерсе хак панă.

С.В.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕсем:

Елена Зайцева - «Советская Чувашия» хаçатăн «Пысăк çемье» пултарулăх проектĕнче халăхсен хушшинчи туслăхпа килĕшÿлĕхе пропагандăлакан материалсен ярăмĕшĕн*

Ольга Туркай - «Чăваш Ен» патшалăх телекуравпа радиохыпарлав компанийĕн «Килти библиотека» радиопрограммăра Чăваш Республикинчи кĕнеке культурине сарнăшăн.