Журналистсен премийĕсен 2013 çулхи лауреачĕсем
Кăрлачăн 14-мĕшĕнче республикăри журналистсен С.В.Элкер, Н.В.Никольский тата Л.И.Ильин ячĕллĕ премийĕсен комиссийĕсен тата Чăваш Ен Журналистсен союзĕн правленийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта 21 журналистăн ĕçĕсене тишкерсе хак панă.
С.В.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕсем:
Елена Зайцева - «Советская Чувашия» хаçатăн «Пысăк çемье» пултарулăх проектĕнче халăхсен хушшинчи туслăхпа килĕшÿлĕхе пропагандăлакан материалсен ярăмĕшĕн*
Ольга Туркай - «Чăваш Ен» патшалăх телекуравпа радиохыпарлав компанийĕн «Килти библиотека» радиопрограммăра Чăваш Республикинчи кĕнеке культурине сарнăшăн.
Л.И.Ильин ячĕллĕ преми лауреачĕсем:
Юрий Михайлов - «Хыпар» хаçатра экологи тата çут çанталăка хÿтĕлес ыйтусемпе çырнă статьясен ярăмĕшĕн*
Лилия Петрова - Етĕрне районĕнчи экологи тата çут çанталăка хÿтĕлес ыйтусемпе йĕркеленĕ радиокăларăмсен ярăмĕшĕн тата статьясемшĕн.
Н.В.Никольский ячĕллĕ премие 2013 çулшăн никама та памалла мар тесе йышăннă.
Лауреатсене кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне халалланă уявра чыслĕç.
* * *
ЧР Журналистсен союзĕн С.В.Элкер ячĕллĕ премине ЧАССР Журналистсен союзĕн правленийĕн йышăнăвĕпе журналистсене экономика, ăслăлăх тата культурăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатакан, халăхăн ĕçпе çар йăлисене анлăн кăтартакан хайлавсем çырма хавхалантарас тĕллевпе 1974 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Кашни çулах 1-2 преми параççĕ. Кăçалхи лауреатсем 73 тата 74 номерсемлĕ дипломсем илĕç.
ЧР Журналистсен союзĕн Н.В.Никольский ячĕллĕ премине журналистсене чăваш халăхĕн наци аталанăвне, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес, Н.В.Никольскин еткерне тĕпчес темăсемпе лайăх хайлавсем çырма хавхалантарас тĕллевпе 2002 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Кашни çулах 1 преми параççĕ. Конкурс ирттернĕ тапхăрта лауреат ятне 8 журналистпа «Сувар» /Тутарстан/ хаçат коллективĕ тивĕçнĕ.
ЧР Журналистсен союзĕн Л.И.Ильин ячĕллĕ премине ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕпе Етĕрне район администрацийĕ журналистсене ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе тата çут çанталăка хÿтĕлес темăпа лайăх статьясем çырма хавхалантарас тĕллевпе 2004 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Лауреатсене кашни çулах палăртаççĕ. 2004-2013 çулсенче 14 журналист преми лауреачĕ пулса тăнă.
А.МИХАЙЛОВ.
Комментари хушас