Ылтăн кĕрÿсем
Верук аппапа Мĕтри пичче виçĕ хĕр çуратса ÿстерчĕç. Асли качча кайнă, кÿршĕ ялта тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Кермен пек çурт хăпартнăскерсене ялта ăмсанакан та сахал мар. Ĕçченскерсем хăйсен кил-тĕрĕшĕнче, пахчинче пуçтарса ĕлкĕрнисĕр пуçне амăшĕпе ашшĕне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Куншăн та Верук аппана кĕвĕçекен çук мар. Ахальтен мар: "Кĕрĕвÿ ылтăн çав санăн", - теççĕ ялти çамрăксемпе ватăсем.