Медицина пулăшăвне кăна шанас марччĕ
Юлашки вăхăтра сывлăха упрасси çинчен калаçу пуçарнă май халăхра сывă пурнăç йĕркине сарасси пирки ытларах чарăнса тăратпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕнче кашни çемьере сывă пурнăç йĕркине никĕслемешкĕн «Çемье сывлăхĕн профильне» хатĕрлесе хута ямалли çинчен каланă. Çырура палăртнине пурнăçласа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви информаци буклечĕ хатĕрленĕ. «Çемье сывлăхĕн профилĕ» ятпах пичетленĕ ăна. Мĕнре унăн усăлăхĕ? Çакăн çинчен вулакана тĕплĕн каласа памашкăн Республикăри сиплев физкультурипе спорт медицинин тата профилактика центрĕн пай пуçлăхĕ Антонина Михайловна ТАБАРДАК килĕшрĕ.
Антонина Михайловна, «Çемье сывлăхĕ» буклетра мĕн çинчен вуласа пĕлме пулать-ха?
- Буклетра тухтăрсен сĕнĕвĕсем пур, хамăра мĕнле тытмалли пирки канаш-сĕнÿ пани те. Медицина тĕрĕслевне мĕнле тухмалли çинчен те çырса кăтартнă. Çын миçе çулта пулнине кура мĕнле тĕрĕслев витĕр тÿлевсĕр тухмаллине те пĕлме пулать. Унсăр пуçне, тĕрĕс апат-çимĕç хатĕрлесси, хусканусем тăвасси, ытти нумай ыйтăва та лайăх çырса панă. Çавăн пекех çын миçе çултине кура юн пусăмĕ, чĕре таппи, холестеринпа глюкоза мĕнле шайра пулмаллине пĕлме пулать ку буклета алла тытсан. Малалла вулас...
Комментировать