Хаклă телекурав: «кирлĕ мар» палăксем...
Ытти чух вуннăра пуçтарăнаканччĕ, Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ вара ирхине 8 сехетрех пуçланчĕ. Ку вăхăтра çапла пулмалла та пуль: ĕççи, суйлав умĕнхи тапхăр... Чăн та, ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ темăсенче çак çивĕчлĕх палăрмарĕ - кулленхи ыйтусем темелле...
Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăн промышленноç политики çинчен калакан саккунĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Унта патшалăх асăннă сферăра тытса пама тивĕç çул-йĕре тĕплĕн палăртнă - импорта улăштармалли продукци туса кăларассине çине тăрса аталантарасси таранах. Тепĕр саккун проекчĕ - вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскер. Темле пысăк улшăнусем теме çук: юстици министрĕ Надежда Прокопьева вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен полномочийĕсем тĕлĕшпе хăшпĕр çĕнĕлĕх пулассине палăртрĕ те, калăпăр, килсĕр-çуртсăр чĕрчунсемпе ĕçлесси вĕсен тивĕçĕ пулнине çирĕплетнине чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăну тееймĕн.
Патшалăхăн професси вĕрентÿ учрежденийĕсен студенчĕсене ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене памалли йĕркене çирĕплетрĕç. Маларах республика Пуçлăхĕн тивĕçлĕ указĕ тухнăччĕ, унпа килĕшÿллĕн 10 студента 10-шар пин тенкĕ стипенди пама палăртнă. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каланă тăрăх - профучилищĕсенчи преподавательсен, мастерсен ретĕнче çамрăксен йышĕ ытла та пĕчĕк. Çак стипенди вара шăпах асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлемешкĕн студентсене ятарласа хатĕрлеме май парать. Стипенди илнисен вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн профучилищĕсенче 3 çултан кая мар ĕçлемелле.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев грант илнĕ студентсем училищĕсене ĕçлеме каймасан мĕн тăвассипе кăсăкланчĕ: «Санкцисем тесе каламăпăр, анчах тивĕçлĕ яваплăх пулмаллах...» Министр шухăшĕпе - студентсене çирĕп конкурс али витĕр кăларни грант илекенсем училищĕсене каймастпăр тесе каласран сыхланма пулăшмалла.
Чăваш Енĕн бюджет учрежденийĕсене туса хурас ыйту тавлаштармарĕ. Сăмах ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекен ачасен учрежденийĕсем пирки пырать. Унччен хысна учрежденийĕсем пулнă, çĕнĕ статус вара вĕсене хăйсем тĕллĕн ĕçлесе илме май парĕ. Вĕренÿ министрĕ республика ертÿçипе пĕрле Калининăра пулнине аса илтерчĕ: çамрăксем пахалăхлă япаласемех хатĕрлеççĕ - вĕсене сутмалли майсем пулмалла. Бюджет учрежденийĕн статусĕ ку енĕпе чăрмавсене сирет.
Информаципе телекоммуникаци инфратытăмне йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев республикăн кăнтăр енчи районĕсенче наци телекуравĕн кăларăмĕсене пăхайманнине палăртрĕ, çынсем кăмăлсăр. Тутарстан кăларăмĕсене пăхаяççĕ, хамăрăнне - çук. «Ростелекомăн пулăшу ĕçĕсем хаклă, - терĕ Михаил Васильевич. - Ытти майсене тишкермелле, çак тĕллевпе федераци пулăшăвĕпе усă курма тăрăшмалла». Иван Моторин премьер спутник урлă йĕркелекен трансляци мелли пирки сăмах пуçарчĕ те - вице-премьер - информполитика министрĕ Александр Иванов ку ытла та хакли çинчен каларĕ: çуллен 140 млн тенкĕ тÿлемелле-мĕн, çавăнпа та оптоволокно çыхăнăвĕн майĕсенех анлăлатма тивет.
Культура еткерĕн обћекчĕсене Раççейĕн пĕрлехи реестрне кĕртмелли йĕрке çинчен культура министрĕ Вадим Ефимов каласа пачĕ. Сăмах май, Чăваш Енре культура еткерĕ шутланакан обћектсем пĕтĕмпе 660 ытла. Çав шутра федераци шайĕнчисем - 221, республикăн - 440. 217-шĕ - уйрăм çынсен тата юридици тытăмĕсен харпăрлăхĕнче. Шăпах вĕсенчен хăшĕ-пĕри, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, юхăнса кайнă. Вĕсем валли укçа та уйăрмаççĕ, çав обћектсем, тĕрĕссипе, кирлех те мар. Анчах палăк шутланнине кура тĕкĕнме юрамасть. Çавна май Михаил Васильевич министра «кирлĕ маррисене» шутран кăларас енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. Вадим Петрович ку ĕçе 3 çулта пурнăçласси пирки каларĕ те - Михаил Васильевич хăвăртрах ĕçлеме хушрĕ: çулталăкра туса пĕтерĕр.
Хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки те калаçу пулчĕ. Çавна май Михаил Игнатьев тĕп хулара видеосăнав камерисем вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçпе интересленчĕ. Алексей Ладыков мэр пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкарта халĕ урамсемпе картишсенче пĕтĕмпе 1,5 пин ытла камера. Картишсене камерăсем лартма граждансем хăйсем те укçа хываççĕ. Ку ĕçе малалла тăснă май çулталăк вĕçĕччен камерăсен шутне 2 пине çитересшĕн. Михаил Васильевич çак ĕç пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, мĕншĕн тесен камерăсем лартнă вырăнсенче йĕркене пăсни те сахалрах, çакна хула çыннисем те палăртаççĕ.
Муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен уйăрнă субсидисене валеçессине, çавăн пекех ЧР «Патшалăх управленине аталантарасси» программине çирĕплетрĕç. Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ