Сусăрсен паттăрлăхĕ - пирĕншĕн ырă тĕслĕх
Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пĕрисем вĕсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ, теприсем айккине пăрăнма васкаççĕ, виççĕмĕшсен вара вĕсемпе кĕрешме вăй-хал çитмест. Сусăрсене тата та йывăртарах тивет. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, чи лайăххи пулма тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем спорт аренине тухса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе те ĕнентереççĕ. Тинтерех çеç Чăваш Енре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри инвалидсен спартакиади те ку тĕлĕшпе питĕ лайăх тĕслĕх пулса тăчĕ.
Ишрĕç те, чупрĕç те...
Спартакиада программи питĕ анлă пулчĕ: çăмăл атлетика, шывра ишесси, бочча, голбол, сĕтелçи теннис. Илтменнисем хăйсем пĕр ушкăнра ăмăртрĕç, япăх куракансем тепĕр ушкăна пухăнчĕç, шăмă чирĕпе аптракансемпе ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем те спорт лапамĕсенче вăй виçрĕç. Тĕп ăмăртусем республикăн икĕ хулинче иртрĕç. Шупашкарти «Олимпийский» стадиона атлетсем йышăнчĕç, 9-мĕш спорт шкулĕ голболистсене йыхравларĕ /шел те, пирĕн команда унта тупăшаймарĕ/, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ишевçĕсемпе теннисистсем тĕпленчĕç. Тĕрĕссипе, республикипех саланмалăх та пурччĕ çын - 2 пине яхăн. Шупашкара спортсменсем 51 регионтан килнĕччĕ.
Хамăр республика ят-сумне çÿле çĕклессишĕн вара 40 спортсмен тупăшрĕ. Вĕсем пурте - Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕн воспитанникĕсем. Учреждени ертÿçи Эльвира Матренина пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн яшсемпе хĕрсем ку спартакиадăна иккĕмĕш хут хутшăнчĕç. Тăватă çул каялла вĕсем инвалидсен турнирĕнчен 5 медальпе таврăннă: Александр Сорокин - çÿллĕшне сиксе тата чупса, Вадим Спасовпа Назар Балашов тата Анна Михеева теннисла выляса наградăсемпе пуянланнă. «Иккĕмĕш спартакиадăна вара çĕнĕ команда тăратрăмăр. Йыш çамрăк пулин те унта маттуррисем сахал мар. Хăшĕ-пĕри çĕршыв ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе пĕрре мар палăрнă. Ку турнир хастарĕсене республикăн тата çĕршывăн пĕрлештернĕ командисен йышне илĕç. Вĕсем вара Раççейри ăмăртусене хатĕрленме пуçлĕç», - терĕ Эльвира Леонидовна.
Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен спортсменĕсен ушкăнĕ чи лайăх 10 команда йышне кĕме пултарчĕ. Пирĕннисем пухмача 17 медальпе пуянлатрĕç. Вĕсем ытларах çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Малти вырăнсене вара Мускав хули, Пушкăртстан, Санкт-Петербург командисем йышăнчĕç. Çавăн пекех Алтай крайĕн, Свердловск, Ростов тата Челябинск облаçĕсен, Тутарстан командисем чи пысăк балсем пухрĕç.
Пирĕн пуласлăх
Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн студенчĕ Константин Андреев çинчен пирĕн пуласлăх теççĕ. Чăн та, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикес, тĕрлĕ дистанцисене чупас енĕпе япăх куракансен хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен çĕнтерÿçи ку спартакиадăра та хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. 18-ти каччă çÿллĕшне тата виççĕлле сиксе спартакиада чемпионĕ пулса тăчĕ. Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ яш 6-мĕш класранпах спортпа туслă. Шкулта вĕреннĕ чухнех чупас енĕпе ăста пулнă, тăршшĕне сикессипе вара учителе те тĕлĕнтернĕ. Çавăнпах пулĕ хулари куç курманнисен шкулĕн вĕрентекенĕ Зоя Николаевна Егорова Костьăна ку енĕпе аталантарма тăрăшнă. Спорт шкулĕнче те çÿллĕшне сикекенсен ушкăнне лекнĕ вăл.
Спартакиадăра Костьăн çывăх юлташĕсем те нумайччĕ. Акă, техникумра пĕрле вĕренекен Артем Семенов йĕтре тĕртсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак ăмăртурах Муркаш тăрăхĕн каччи Геннадий Потапов «бронзăна» тивĕçрĕ, вăлах 800 метрлă дистанцие чи малтан вĕçлесе ылтăн медальлĕ пулчĕ.
Шупашкарти адаптаци-спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Алексей Александров пĕлтернĕ тăрăх - çăмăл атлетика ушкăнĕнче 10 çын ăсталăха туптать, вĕсенчен 8-шĕ спартакиадăна хутшăннă. 21 команда хушшинче вĕсем 5-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Пурĕ 8 «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Çÿлерех асăннă ятсемсĕр пуçне куç курманнисен ăмăртăвĕсенче Александр Кирилловпа Сергей Лазарев /400 тата 100 м/, Катя Самойловăпа Анастасия Архипова /200 м/ палăрнă.
«Япăх куракансем сывă спортсменсемпе пĕрле тренировкăна тухаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене чупма-сикме çăмăлах мар, ăмăрту вăхăтĕнче те ертсе пыракан кирлĕ. Çамрăксен кăтартăвĕсем çултан-çул лайăхланнине палăртас килет. Пурте тăрăшуллă, çитĕнÿ патне ăнтăлаççĕ», - терĕ Алексей Мефодьевич. Сăмах май, тренер сусăрсемпе 5 çула яхăн ĕçлет. Вĕсене вĕрентесси кăткăс ĕç пулин те ачасене пăрахса кайма васкамасть.
Япăх куракан атлетсем çулсерен «Советская Чувашия» хаçатăн эстафетине хутшăнаççĕ. Республика тата хула чемпионачĕ - инвалидсен тĕп ăмăртăвĕсем. Тĕрлĕ региона тухса çÿреме те вăй-хал çитереççĕ. «Вĕсем спортра кăна мар, вĕренÿре те хастар. Ташлама тата юрлама юратаççĕ. Шкулти «Тантăш» ташă ушкăнĕ тата çамрăк юрăçсем тĕрлĕ уявра куракансене пултарулăхĕпе савăнтараççĕ», - тет Алексей Александров тренер.
Бочча - сусăрсемшĕн ют мар
Чăн та, пирĕншĕн ку ăмăрту çĕнĕлĕх-тĕк - кÿмепе çÿрекен яшсемпе хĕрсемшĕн хăнăхнă вăйă. Темиçе ĕмĕр каялла Италире «çуралнăскер» паян Чăваш Ен спортсменĕсен кăмăлне каять. «Ку спорта Паралимп вăййисен программине темиçе çул каяллах кĕртнĕ. Эпир вара çулталăк каялла аталантарма пуçларăмăр. Шăм-шак чирĕпе асапланакансемшĕн питĕ меллĕ вăл - вăйă правилисем çăмăл, пурне те ăнланмалла. Вĕсем боулинга аса илтереççĕ. Боччăра та шарсене чуптармалла», - пĕлтерчĕ Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕн тренер-преподавателĕ Владимир Викторов.
Çĕнĕ вăйă сусăрсене, чăнласах та, питĕ килĕшет иккен. Вĕсем занятисене хаваспах çÿреççĕ. Кÿмепе чупакансен ушкăнĕнче 20 яшпа хĕр. Пурте çак çĕнĕлĕхпе кăсăкланаççĕ. Боччăлла выляс енĕпе ăстасем те палăрма пуçларĕç. Çак йыша Вадимпа Даниил Андрияновсене /вĕсем - йĕкĕрешсем/, Николай Лунева, Ильяс Шршана тата Алсу Фасхутдиновăна кĕртмелле. Вĕсемех спартакиадăра республика чысне хÿтĕлерĕç.
Çĕршыв ăмăртăвĕнче пуринчен ытларах 14 çулти тутар хĕрне ăнчĕ: Алсу хĕрсен ушкăнĕнче ылтăн медаль çĕнсе илме пултарчĕ. «Питĕ маттур пулчĕ вăл. Чăн-чăн профессионал пекех. Ăмăрту вăхăтĕнче пĕр вăйăра кăна выляса ячĕ, тăваттăшĕнче çĕнтерчĕ», - хĕпĕртерĕ Владимир Викторов. Хулари 2-мĕш коррекци шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен хĕрĕн çĕршыв шайĕнчи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ ку. Кăçал вара - иккĕмĕш награда. Кÿмепе чупас енĕпе ăсталăха туптаканскер çуркунне Тутарстанра иртнĕ турнирта пухмача «кĕмĕлпе» пуянлатнăччĕ.
14-ри Николай Лунев спартакиадăра медальсĕр юлчĕ пулин те ун çинчен пĕр-ик сăмах каласа хăвармаллах. Ачаранпах кÿмепе çÿрекен яш спортпа темиçе çул каяллах туслашнă. Республикăра иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Акă, кăçал вăл Мускава та çитсе килнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче сусăрсем хушшинче «Перафеста - 2015» фестиваль иртнĕ. Унтан вăл пушă алăпа мар - «бронза» медальпе таврăннă. Нумаях пулмасть пултаруллă яша Шупашкар хула администрацийĕ «Общество хисепĕ» конкурсăн «Йывăрлăхсене парăнмасăр» номинацийĕнче çĕнтернĕшĕн сумлă премипе чысланă.
Паянхи çамрăксене вара манăн Николай Лунев, Константин Андреев, Алсу Фасхутдинова тата ыттисем пек пур йывăрлăха çĕнтерсе малаллах талпăнма, пурнăçăн такăр мар çулĕпе утма çирĕп кăмăл сунас килет. Пирĕн, сывă та тĕреклисен, вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем авторăн