«Раççей ‐ пирĕн çăлăнăç»
2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96% яхăн хăйсен «тăван киле таврăнас килнине» палăртнă.
Халăх хавхаланăвĕ
Унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Крым халăхĕн кăмăл-туйăмĕ халĕ еплерех-ши? Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр кăçалхи февралĕн 9-18-мĕшĕсенче Крымра ыйтăм ирттернĕ, унта 1600 çын хутшăннă. Вĕсенчен 91% Крым Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕнине ырланине пĕлтернĕ. 90% референдума тепĕр хут ирттерес пулсан та Раççей тытăмĕнче пулассишĕн сасăлассине пĕлтернĕ. РФ çĕнĕ суб<ектĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ - 69: - куçăм тапхăрĕн ыйтăвĕсене тĕпрен илсен татса панă тесе шухăшлаççĕ. Ыйтăма хутшăннисен 81% Крым Республикинчи лару-тăрăва ÿпкелемеççĕ. 66% юлашки уйăхсенчи ырă улшăнусене асăрханине каланă, 86: хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллине систернĕ. Респондентсен 45: юлашки çулта тупăшĕ ÿснĕ, çавăнпа ытларахăшĕ - 62% - хăйĕн пурлăх тăрăмĕ лайăххине палăртнă.
«Крым Республикипе Севастополь хулинче пурăнакансем мĕн тери хавхаланнине, хăйсене çĕнтерÿçĕсем пек туйнине ăнлантăм. Украина влаçĕсем çак территорисене аталантарма тăрăшман, çавна май заводсем арканнă, ытти обћект юхăннă. Халĕ унти çынсем Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнаççĕ», - каласа кăтартнăччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кăçалхи февраль уйăхĕнче Крым Республикипе Севастополь хулине кайса килнĕ хыççăн.
Крымра канма лайăх-и?
Çак çурутрав Раççей йышне кĕнĕренпе унти пурнăç тата халăх кăмăл-туйăмĕ лайăх еннелле улшăннине çав тăрăха ĕçпе тата канма кайса килнĕ ентешсем те асăрханă. Акă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи студентсен Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Общество палатин членĕ Илья Тумаков Крымра икĕ хут та пулнă: 2012 тата 2014 çулсенче. Малтанхи хутĕнче вăл унта канма кайнă. Мĕншĕн-ха шăпах çав тăрăха суйласа илнине ыйтсан, акă, мĕн хуравларĕ каччă: «Крымăн историлле авалхи ячĕ - Таврида. Шăпах унта Владимир аслă кнеç шыва кĕнĕ, 988 çулта Руçе Христос тĕнне йышăнтарнă. Çакна пулах манăн асăннă çурутрава çитсе килес, унти халăхпа, йăла-йĕркепе паллашас, иçĕм çырли пахчисене, заводсене, çав шутрах эрех хатĕрлекеннисене те, кĕрсе курас килчĕ. Вăл Украина территорийĕнче пулни мар, истори кăсăклантарчĕ мана. Эпĕ Крым шăпах Владимир аслă кнеçĕн çĕрĕ пулнине чунпа туйрăм. Юлташсемпе Судакра пурăнтăмăр, питĕ лайăх кантăмăр. Чăн та, çав тăрăхра шыв енĕпе йывăрлăхсем пурччĕ. РФ Правительстви тăрăшнипе шыв ыйтăвĕ татăласса питĕ шанатăп».
Пĕлтĕр вара, шăпах август уйăхĕнче, Илья темиçе чăваш çамрăкĕпе пĕрле Пĕтĕм тĕнчери «Таврида» слета хутшăннă. «Крымра инфратытăма майĕпен лайăхлатма пуçлани ун чухнех сисĕнчĕ. Форума Украина çамрăкĕсем те килнĕччĕ. Вĕсем пире, Раççейре пурăнакансене, хăшпĕр МИХ çырнă пек Крымшăн кураймаççĕ мар, çак пулăма йĕркеллĕ тесе йышăнаççĕ. Крым хăçан та пулсан пурпĕрех Раççей тытăмне кĕретчĕ, унта пурăнакансем çакна тахçантанпах кĕтнĕ. Ку çĕр мĕн авалтан пирĕн çĕршыв территорийĕ пулнă-çке, вăл хăйĕн тăван килне таврăнчĕ. Çурутраври халăхпа хутшăннă май çакна ăнлантăм: вăл, 20 çул хушшинче темĕн те тÿснĕскер, Раççее юратать. Тăван çĕршыв тытăмне кĕнĕшĕн питĕ савăнать. Эпĕ вара, канма вăхăт тупăнсан, чикĕ леш енчи мар, Крымри курортсенех суйлăп», - каласа кăтартрĕ Илья.
Раççей Перекет банкĕн тытăмĕнче ĕçлекен Татьяна Горшкова та канмашкăн Крымри курорта суйласа илнĕ. Вăл та хăй унта мĕн курни-илтнипе паллаштарма килĕшрĕ: «Кăçал февраль уйăхĕнче «Мрия» санаторипе курорт комплексĕнче кантăм. Ялтăран 25 километрта вырнаçнă вăл. Çутçанталăк питĕ илемлĕ, климат та аван. Севастополь хулине экскурсие кайса килтĕмĕр: Сапун-ту, Херсонес, çветтуй Владимир соборĕ, П.С.Нахимов адмирал палăкĕ, Граф пристанĕ, путнă карапсене халалланă палăк... Унта археологи, архитектура, истори палăкĕсем питĕ нумай. Хамăрăн Хура тинĕс флочĕпе те паллашрăмăр. Хăватлă вăл, патриотизм туйăмĕ тапса тăрать. Хула тăрăх çÿренĕ май пилĕк хутлă çурт стени çине такам ÿкернĕ картинăна асăрхарăм: Владимир Путин тулă уйĕпе утса пырать, унтах «Тăван киле таврăннă ятпа!» тесе çырса хунă. Аслă классенче вĕренекенсене нихăçан сÿнми çулăм умĕнче хисеплĕ хуралта тăма май пани - вĕсемшĕн пысăк чыс-мĕн. Экскурсие ертсе пыракан хĕрарăм, Севастопольте пурăнаканскер, Раççейпе пĕрлешесси пирки ирттернĕ референдумăн кăтартăвĕсене еплерех кĕтни çинчен пире куççуль витĕр каласа пачĕ. Унти халăхшăн халĕ виçĕ тĕп уяв: Хула кунĕ, Çар-тинĕс флочĕн кунĕ, Крым Раççейпе пĕрлешнĕ кун. Ливади керменне те çитсе куртăм. Крымра мана питĕ килĕшрĕ. Унта татах кайса курас килет. Чăн та, курорт сезонĕнче: тинĕсре шыва кĕрес, Чĕкеç йăвине, Бахчисарайне çитсе курас, Ай-Петрире канат çулĕпе хăпарас ĕмĕтпе пурăнатăп. Киле таврăнсан тĕп телевиденипе «Крым - çул килелле» фильма пăхрăм, унта Владимир Путин Президент Крыма каялла тавăрма çăмăлах пулманни, çапах пĕр перкелешÿсĕр май килни çинчен каласа кăтартрĕ. Манăн шухăшпа - çав çурутравра пĕр хут пулса курнă çын тепре те каясшăн пулатех».
«Чувашия-Турист» фирма директорĕн заместителĕ Андрей Миронов каланă тăрăх - Крыма канма каякансен шучĕ Раççейпе пĕрлешнĕренпе чылай ÿснĕ. «Кăçал пĕлтĕрхинчен те нумайрах. 2014 çулта хăшпĕри унта лару-тăру япăх мар-ши тесе кăштах шикленетчĕ, халĕ вара ун пек шухăша палăртакансем çук. Çутçанталăкĕ унта пирĕнни пекрех, сывлăш типĕрех, нÿрĕ мар. Çавăнпа пирĕн урлă та, машинăпа хăйсем тĕллĕн каякансем те нумай. Интернет урлă Судакра та, Сакинче те, Ялтăпа Евпаторире те пурăнма вырăн тупма май пур. Севастопольте чăваш наци-культура обществи ĕçлет - унта чăвашсем сахалах мар-çке - унпа çыхăнса та çула тухакансем пуррине пĕлетĕп. Кам малтан, Совет Союзĕ вăхăтĕнче, Крымри илемлĕ те паллă вырăнсемпе паллашнă - вăл çав вăхăта аса илмелĕх унта тепре кайса курма тăрăшатех. Çамрăксем те кăсăкланаççĕ, Раççейĕн çĕнĕ суб<ектне çитсе килме ăнтăлаççĕ», - лару-тăрупа паллаштарчĕ А.Миронов.
Ырă улшăну нумай
Крымри лару-тăрăва унта вăхăтлăха каякансем ырă енчен хаклани лайăх, паллах. Çапах унта пурăнакансем чăнласах та кăмăллă-ши, çулталăк та пилĕк уйăхра вĕсем мĕнлерех улшăнусене туйнă-ши? Шел, çак ыйтусене Крыма кайса уçăмлатмашкăн хальлĕхе майсем çукрах, çавăнпа Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Кирилловсемпе çыхăнтăмăр: Галина Ивановнăпа Иван Егоровичăн хĕрĕ Оксана Приятельчук Евпаторире пурăнать-çке. Вăл ашшĕ-амăшне улшăнусемпе паллаштарсах тăрать: кăçал февральте хăйĕн çемйипе Чăваш Ене те килнĕччĕ, пĕлтĕр вара Иван Егоровичпа ывăлĕ çав тăрăхра хăнара пулнă, тăвансем çавăн пекех пĕр-пĕринпе телефонпа тăтăшах калаçаççĕ.
«Крым Украина тытăмĕнче чухне унта 3 хут пулнăччĕ. 2014 çулта августра асăннă тăрăха кайсан унти халăхăн кăмăлĕ çĕкленÿллине лайăх туйса илтĕм. «Раççейре пурăнма пулать! Эпир - Раççей çыннисем», - теççĕ вĕсем Крым тăван киле каялла таврăннăшăн савăннине палăртса. Пирĕн кĕрÿ Виктор - украин, вăл та кăмăллă. Евпаторире пурăнакансем ĕç укçине ÿстернĕшĕн хĕпĕртенĕ. Шкулсенче малтан украинла вĕрентнĕ, халĕ - вырăсла», - пĕлтерчĕ Иван Егорович.
«Раççейре лайăх пурăнас тата ĕçлес тесен тăрăшса вĕренмелле!» - учительсем ачасене çапла хавхалантарни çинчен каласа кăтартрĕ хĕрĕм. Училище-техникумсене те халĕ конкурс ирттерсе вĕренме илеççĕ, паллах, аттестата та пăхаççĕ. Малтан вара ун пекки пулман-мĕн. Вĕренÿ заведенийĕсенче требованисене çирĕплетнипе пĕрлех унта ăс пухакансене кăнтăрла апат çитерме, стипенди пама пуçланă. Ĕçе илнĕ чухне те çирĕпрех ыйтма пуçланине каласа кăтартрĕ Оксана. Тĕслĕхрен, повара вырнаçас тесен малтан çак специальноçа алла илнине ĕнентерекен документ та çителĕклĕ пулнă, халĕ вара кăмăл пуррисен собеседовани витĕр тухмалла, хăйсем мĕн пултарнине кăтартса памалла. Çапла чи ăста кадрсене суйласа илеççĕ. Хĕрĕм санаторире поварта вăй хурать. Унта малтан йăлтах кивелсе юхăнма тытăннă пулнă, халĕ вара çав организацие Мускаври пĕр предприниматель юсама, çĕнетсе улăштарма, хальхи йышши оборудованипе пуянлатма пуçланă. Ĕçе хальхи вăхăт ыйтнине тĕпе хурса йĕркелесшĕн вăл. Урăхла май килмест, мĕншĕн тесен Крымра, çав шутрах Евпаторире те, канакансен шучĕ чылай ÿснĕ. «Малтан пурнăç кичем, пĕр евĕрлĕ пек туйăнатчĕ. Раççей тытăмне кĕнĕренпе вара пĕчĕк предприятисем уçăлаççĕ, малалла аталанма пуçлани сисĕнет», - палăртрĕ Оксана. Вăл медицинăна тÿлевсĕр туса хунăшăн кăмăллă. Хаксем ÿснĕ, паллах, çапах ĕç укçине те, ача пособийĕсене те пысăклатнă. Пособисене малтанхинчен чылай ытларах илет вăл халĕ. Раççей гражданинĕн паспортне илнĕ ĕнтĕ вĕсем, страховани полисĕсем те, ытти документ та кĕçех хатĕр пулĕç», - хĕрĕпе унăн çемйишĕн савăннине пытармарĕ Галина Ивановна.
Евпаторире пурăнакансен чун ыратăвĕ - Керчь переправи тăрăх хăвăртах каçма май килменни. Халĕ вĕсене Украина территорийĕ тăрăх çÿреме ирĕк памаççĕ, çавăнпа инçе çула пуçтарăннă чухне çав переправăра чылай вăхăт черет тăма тивет. «Çапах халĕ ку ыйтăва та татса пама тăрăшаççĕ: унта паромсем ĕçлеме пуçланă, вĕсем те тинĕс урлă каçараççĕ. Унсăр пуçне Интернет урлă билет саккас пама пулать, палăртнă кун тата вăхăт çитсен черетсĕрех каçса кайма пулать, - калаçăва тăсрĕ Галина Кириллова. - Пĕтĕмлетсе каласан - Крымра пурнăç лайăхланса пырать. «Раççей - пирĕн çăлăнăç», - теççĕ унти çынсем».
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА