Чун-чĕре ан «тутăхтăр»
Республикăри чылай ял-поселока, район центрĕпе хулана илсе çитернĕ мана журналист çулĕ-ĕçĕ. Кирек ăçта пулсан та кашнийĕншĕн ялан сăваплă пулмалли вырăнсене - Аслă вăрçăн юнлă уй-хирĕсенчен тăван кĕтесе таврăнма пÿрмен паттăрсене асăнса, вĕсен ячĕсене халăх чĕринче хăварас тесе лартнă палăксемпе çывăх çыннисемпе тăванĕ-пĕтенĕ яланлăхах канлĕх тупнă çăва-масарсене - тирпейлесе-пăхса тăнине сăнаса халĕ çеç хам пулнă район е ял çыннисене хак паратăп. Шел те, çав пĕтĕмлетÿ нумай чухне кăмăла пăсать. Чылай çĕрте - куçа тăрăнакан килпетсĕр ÿкерчĕк. Акă, палăк-монументсене, обелисксенех илер.